Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арҫынсен (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Залӑна кӗрсен, эпӗ арҫынсен хушшине кӗрсе тӑтӑм та пӑхкалама тытӑнтӑм.

Войдя в залу, я спрятался в толпе мужчин и начал делать свои наблюдения.

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Каллех йӑнӑшрӑм иккен: ҫутҫанталӑк ирӗкӗнче ӳснӗ хӗрӗн юратӑвӗ паллӑ улпут хӗрӗ савнинчен кӑшт кӑна лайӑхрах-мӗн; пӗрин тӗттӗмлӗхӗпе ырӑ чӗри, теприн тата арҫынсен кӑмӑлне каяс тесе йӑпӑлтатса ейкеленни мана шалтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ.

Я опять ошибся: любовь дикарки немногим лучше любви знатной барыни; невежество и простосердечие одной так же надоедают, как и кокетство другой.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Апла кам та кам «Хӗрарӑмсем улталанӑ арҫынсен партине» туса хурас шутлӑ — алӑ ҫӗклеме ыйтатӑп.

Тогда ставлю на голосование: кто за то, чтобы создать «Партию обманутых женщинами мужчин», прошу поднять руку.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ман шутпа, анлӑрах илмелле: «Хӗрарӑмсем улталанӑ арҫынсен партине» туса хурсан пирӗн партин пуласлӑхӗ ҫутӑрах пулать.

По-моему, надо мыслить шире, надо создать «Партию обманутых женщинами мужчин», так у партии больше перспектив.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эпӗ Людмила улталанӑ арҫынсен партине туса хума сӗнетӗп.

Я предлагаю создать партию обманутых Людмилой мужчин.

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Арҫынсен фронта каймаллине сиссе хӗрарӑмсем куҫҫульленчӗҫ.

Почуяв, что мужчинам надо идти на фронт, женщины прослезились.

Артиллерист // А. БЕЛОВ. http://www.zp21rus.ru/obshchestvo/3561-artillerist

Арҫынсен нумайӑшӗн кӑмӑлӗсем ҫемҫелсе кайрӗҫ, нумай хӗрарӑм хӗрхеннипе йӗрсе-макӑрса ячӗ.

Даже мужчины были тронуты, а женщины заплакали от жалости.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Арҫынсен 6-мӗш юсану колонийӗнче иртнӗ тӗрӗслев айӑпланнисен професси пӗлӗвӗ илес ирӗкне пур чухне те шута хуманнине кӑтартса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Арҫынсен пирус туртма, эрех ӗҫме чарӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

— Эпӗ мӑн хырӑмлӑ арҫынсене чӑтма пултараймастӑп, арҫынсен хӑйсене хӑйсен уяса пурӑнмалла.

— Я терпеть не могу пузатых мужчин, а мужчина должен сам ограничивать себя.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Арҫынсен тупӑшӑвӗ те хӗрӳ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Арҫынсен ушкӑнне вӑрат.

Разбуди компанию мужчин.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Унтах Введени соборӗпе, Михаил Архангел чиркӗвӗпе, Арҫынсен мӑнастирӗпе тата ытти кӑсӑклӑ архитектура палӑкӗпе паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Арҫынсен турнирӗнче пӗртӑван Анатолипе Евгений Рыбаковсем ылтӑнпа кӗмӗл медальсене ҫӗнсе илчӗҫ.

В мужском турнире золотую и серебряную медали завоевали родные братья Анатолий и Евгений Рыбаковы.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Арҫынсен кӗрешӗвӗнче вара тӗлӗнмелли сахал мар пулчӗ.

В мужской борьбе было немало удивительного.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Арҫынсен хушшинчи кӗрешӳсене те сӑнама кӑсӑклӑ пулчӗ.

Было интересно наблюдать за борьбой между мужчинами.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Арҫынсен чупӑвӗнче ҫӗнтӗрӳҫӗ ятне Владимир Никитин тивӗҫрӗ.

Среди мужчин-бегунов титула победителя удостоился Владимир Никитин.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Паллах,ҫемьери арҫынсен шутне пӑхса.

Конечно, учитывая количество мужчин в семье.

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

— Хӗрарӑмсен — ҫулталӑкра 4-ран, арҫынсен 5-рен ытла мар юн пама юрать.

— Женщинам можно сдать кровь в году — не более 4, мужчинам — не более 5 раз.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Арҫынсен асӑннӑ ята илес тесен Чӑваш Енре 21 ҫул та 3 уйӑх ӗҫлемелле, пӗтӗмӗшле стаж вара 42 ҫул та 6 уйӑх пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Чылай ҫул ӗҫлекенсене - хисеплӗ ят // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех