Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр ачасемпе арҫын ачасем тӑватӑ карталаннӑ ушкӑнран пӗр пысӑк вӑйӑ карти турӗҫ.

Девочки и мальчики из четырёх хороводов образовали один большой.

Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25

Госпиталь хыҫҫӑн хӑйне йывӑртарах туякан арҫын ачана каярах вӗренме илме шантарнӑ.

Ослабленного после госпиталя мальчика, обещали взять учиться попозже.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Арҫын ачана «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ.

Мальчика наградили медалью "За боевые заслуги".

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

— Ҫиес килет... — пӑшӑлтатнӑ арҫын ача.

- Кушать хочу...- шептал мальчик.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Командир ҫаплипех арҫын ачана юратса та хӗрхенсе куҫ илми тинкернӗ те тинкернӗ.

Командир с любовью и с жалостью, не сводя глаз все смотрел на мальчика.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Пурин ҫине те шикленсе пӑхакан арҫын ача пӗчӗккӗн лӑпланнине кура тинех ӑшшӑн калаҫу пуҫарнӑ.

Увидел, что мальчик, глядящий на всех с опаской, успокоился и на конец начал теплую беседу.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Унтан арҫын ача умне пӗшкӗннӗ, хӗрхенсе ҫурӑмӗнчен, пуҫӗнчен юратса ачашланӑ.

Затем нагнулся к мальчику, сочувствуя с любовью погладил по спине, по голове.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Вилме патне ҫитнӗ арҫын ачана разведчиксем тупнӑ.

Едва живого мальчика нашли разведчики.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Чӑн та, арҫын ача вӑрмана ҫил пек вӗҫтернӗ.

И правда, мальчик помчался в лес как ветер.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Пӗр-пӗр пӑтӑрмаха ҫаклансан та унтан хӑтӑлса тухма пӗлеҫҫӗ, вырӑнлӑ сӑмах калама тавҫӑрулӑх ҫитереҫҫӗ арҫын ачасемпе хӗр пӗрчисем.

Куҫарса пулӑш

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Унӑн мӑшӑрӗ ҫамрӑклах сарӑмсӑр вилнӗ: урампа утса пынӑ чухне электричество пралукӗ йӑтӑнса аннӑ та арҫын ҫунса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

«Эпӗ йӗкехӳрсемпе таракансенчен кӑна шикленетӗп, урӑх нимрен те. Тӗрӗссипе, Валерианра кӑлтӑк асӑрхамастӑп, нимӗнле йывӑрӑлӑх та курмастӑп унпа. Сывӑ кӗлеткеллӗ, анчах нишлӗ чунлӑ /унашкаллисене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен инвалид тетӗп/ арҫын пайтах. Валерианӑн чунӗ ачанни пек таса. Кунашкалли питӗ сайра. Ҫакӑнпа тыткӑнларӗ вӑл мана. Юрласа кӑтартсан уҫӑ сассипе кӑмӑла ҫавӑрчӗ», — пытармарӗ Оля.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Арҫын мӗн ҫуралнӑранпах утайманни, инвалид кӳмипе ҫӳрени те пӗлтерӗшлӗ пулман.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Ӑна арҫын сасси, усал пӗр сӑмахсӑр типтерлӗ калаҫӑвӗ тыткӑнланӑ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Пӗр кунхине ун патне хитре саслӑ арҫын шӑнкӑравланӑ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Вӑй питти арҫын манпа, типсе хӑрнӑ карчӑкпа, мӗн тӑвать-ши?

Зачем здоровому мужчине такая, как я, худощавая старуха?

Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Аллилуева чӑннипех юратнӑ пӗртен пӗр арҫын ӑна качча илмен.

Единственный мужчина, которого Аллилуева любила по-настоящему, так и не женился на ней.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

С.Рыбас шухӑшӗпе — нумай арҫын Светлана ҫине Сталин тӑсӑмӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ.

По мнению С. Рыбаса, многие мужчины смотрели на Светлану как на продолжение Сталина.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Атте арҫын тивӗҫне туллин пурнӑҫланӑ, хӑй проект туса икӗ ҫурт лартнӑ: пӗрне — хулара, теприне — ялта.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Арҫын виҫӗ хутлӑ ҫурт ларттӑр, унта сауна, бассейн, ачасем валли вылямалли тата вӗренмелли пысӑк пӳлӗмсем пулччӑр.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех