Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Антоныча (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку пӗртте Антоныча сахал хакланинчен килмен.

И не потому, что Антоныча мало ценили.

XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пиншер труба пӗр Антоныча тӑмасть!

Тысячи таких труб не стоят одного Антоныча!

XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Акӑ ӗнтӗ минометчиксем хӑйсен ӑслӑ ҫыннине — Антоныча — пӗр чӗнмесӗр пытараҫҫӗ.

Вот уже минометчики молча, по-деловому хоронят своего мудреца — Антоныча.

XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӑхӑтра ҫитесчӗ те Антоныча пӗлтересчӗ!..

Прибыть во-время, доложить Антонычу!..

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Пӗлетӗн-и, Герасим, лаптак сӑмсаллӑ Сократ (Антоныча Сагайда куҫ хыҫӗнче ҫапла чӗнет) ман пахчана каллех чул вӑркӑнтарчӗ.

— Знаешь, Герасим, мой курносый Сократ (так Сагайда заочно величал Антоныча) опять проехался по мне.

VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Антоныча Хома унӑн атти епле лачӑртатнинчен тата тӗме ҫинчен епле эхлеткелесе аннинченех палласа илчӗ пулин те рота командирне: «Кам килет?» — тесе хаяррӑн кӑшкӑрса, чарса тӑратрӗ.

Хома остановил командира роты грозным окликом: кто идет? — хотя еще издали узнал Антоныча по характерному чавканью сапог и по тому глухому покряхтыванью, с каким комроты медленно спускался с бугра.

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Халӗ Черныш Антоныча ҫакӑн ҫинчен каласа пачӗ.

Сейчас Черныш сказал Антонычу именно об этом.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Черныш Антоныча пӗр чӗнмесӗр, пӑхӑнса итлерӗ, анчах унӑн куҫӗсем алхасуллӑн кулса тӑчӗҫ.

Черныш слушал Антоныча покорно, однако глаза его смеялись.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

«Св. Мария» экспедицийӗ ҫинчен те пӗр сӑмах хушманччӗ-ха, анчах эпӗ пӗлеттӗм-ҫке Николай Антоныча: манран хӑранипе ман пата пычӗ те вӑл.

Ни слова ещё не было сказано об экспедиции «Св. Марии», но я знал Николая Антоныча: он подошёл, потому что боялся меня.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ эпӗ сире хам Мускавра чух Николай Антоныча курни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ.

А сейчас я хотел сказать вам, что видел в Москве Николая Антоныча.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Экономка пушмаксӑр тӑрса юлни Николай Антоныча пӑшӑрхантарнӑ, вӑл кукамая хӑй патне калаҫма тесе чӗнтернӗ.

Словом, экономка осталась без туфель, и это заставило Николая Антоныча пригласить к себе бабушку для серьёзного разговора.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кукамай Николай Антоныча пит сахал вӑрҫкаларӗ, темле тӗшмӗшле хӑраса калаҫа пуҫларӗ.

Всё меньше бабушка ругала Николая Антоныча и всё больше говорила о нём с каким-то суеверным страхом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна кӗтме те ҫукчӗ ӗнтӗ — эпӗ хам ятарласа чӗннӗ Николай Антоныча мар, Ромашкӑна хӑвалаттӑмччӗ-ҫке.

Это было неожиданно – тем более, что я выгонял именно Ромашку, а не Николая Антоныча, которого сам же и пригласил.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара вӑл Николай Антоныча аллинчен ярса тытрӗ те алӑк патнелле ҫавӑтрӗ.

Потом он подхватил Николая Антоныча под руку и повел его к двери.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Николай Антоныча кӗтсе хӑҫан та пулин ҫакӑн чухнехи пек ҫирӗм минут хушши улталаса чееленме хӑтланнине урӑхран эпӗ астумастӑп та.

Не запомню, когда еще я так врал и изворачивался, как в эти двадцать минут, пока не приехал Николай Антоныч.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эс пӗлетӗн ӗнтӗ Николай Антоныча — вӑл васкамасть вӗт; малтан, шет, шӳтлесе ҫеҫ тенӗ пек, сӑмах майӑн калаҫнӑ пулӗ.

Ты знаешь Николая Антоныча — он действует не торопясь: вероятно, сперва это было сказано полушутя, между прочим.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашова, Николай Антоныча итленӗ май, пирӗн ҫине пӑшӑрханса пӑхса илчӗ — сасартӑк хайхискер пур шухӑшсен хушшинчен пӗр шухӑш, мана хӑй патне пырасса кӗтсе, майӗпен пӗр хӗррине кайса тӑчӗ!

Ромашка, слушая Николая Антоныча, посмотрел на нас с беспокойством — и вдруг одна мысль медленно прошла среди других и как будто остановилась в стороне, дожидаясь, когда я подойду к ней поближе.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӗсене Николай Антоныча сутас тенӗ, — ку вара шӑпах ӑна юрӑхлӑ ӗҫ ӗнтӗ!

Он сделал это, чтобы продать их Николаю Антонычу, — вот что на него похоже!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрне пӗри хисеплесси вӗсен питӗ кӑткӑс иккен, ҫавӑ вара Николай Антоныча килӗшсех те каймасть.

Это сложные отношения, и они очень не нравятся Николаю Антонычу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Столовӑйӑн уҫнӑ алӑкӗ витӗр Николай Антоныча куртӑм, вӑл ҫемҫе пукан ҫинче аллине хаҫат тытса ларать.

и через открытую дверь столовой я увидел Николая Антоныча, сидевшего в кресле с газетой в руках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех