Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗн (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алексей Андреевичӑн малаллахи ӗҫ тапхӑрӗ вара районти вӗренӳ ӗҫӗн профсоюз комитечӗпе ҫыхӑнать.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа пӗрле Тукай ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хӑпартас енӗпе ӗҫсем мӗнле пынине тӗрӗсленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуб халӑха пӗрлештерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/13/ce%d0%bde-% ... b5%d1%80e/

Ҫакӑ тата ытти педагогика ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене 30 ҫул ытла воспитательте тӑрӑшакан Вера Осиповна Сенатова лайӑх ӑнланса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

2009 ҫулта Людмила Кирилловнӑна «Чӑваш Республикин халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Хӑйӗн ӗҫӗнче пысӑк яваплӑх пулнине пӗр самантлӑха та манман, ӗҫӗн кӑткӑслӑхне те пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ, йывӑрлӑхсене парӑнтарма хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

— Пур ӗҫӗн пуҫламӑшӗ — пуртӑ.

— Начало всех начал — топор.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫӗн тӗшшине, ӗҫӗн савӑнӑҫне тупнӑ ҫынсен кӑмӑлӗ пекех, пӗтӗм улӑх ҫӗр тӗрлӗ чечекпе ҫиҫсе хумханса тӑрать.

Усеянный пестрыми цветами луг, словно чувствуя настроение людей, вкушающих радость труда, колышется ровно, покойно.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑшт кӑна шиклӗ, пӑртак ҫеҫ, мӗншӗн тесен ытларах хӑрама, шалтӑрах хӑраса ӳкме вӑл халлӗхе ӗҫӗн хӑрушлӑхне ним чухлӗ те пӗлмест-ха.

И немного страшно, что он не знал всего, что таит эта затея.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эппин, тен, йӳҫӗреххине ӗҫӗн

— Может, тогда горькой, вон, попробуешь?

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хаяртарах сӑмахсене кайран вӑрҫма хӑварӑр, ку халӗ ӗҫӗн пуҫламӑшӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн уҫать-ши ҫынсен кӑмӑлне — янкӑр уяр ҫанталӑкпа улӑх илемӗ-и е пӗрлешӳллӗ ӗҫӗн савӑнӑҫӗ — кашни утӑмра хаваслӑ кӑмӑл вылянине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ӗҫӗн ним йӗрки те ҫук, паян — пӗр колхозра, ыран — тепӗр колхозра, паян — пӗринпе, ыран — тепринпе…

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсир кал-кал ӗҫленине пула пассажирсем турттарас ӗҫӗн калӑпӑшӗ ӳсет, транспорт инфратытӑмӗн объекчӗсем вара хастарлӑн ҫӗнелеҫҫӗ тата ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ.

Благодаря вашей слаженной работе растут объемы пассажирских перевозок, а объекты транспортной инфраструктуры активно модернизируются и обновляются.

Олег Николаев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/30/ole ... nika-avtom

Сергей Николаевич райпо ӗҫӗн кашни енӗ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

«Наукӑри ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курса хӑмла ҫитӗнтерес ӗҫӗн калӑпӑшне ӳстерсех пырӑпӑр, хӑмла экстрактне туса кӑларассине тимлӗх уйӑрӑпӑр. Ҫапла майпа хамӑр тӑрӑхрах хӑмла продукчӗсем туса кӑларса импорта улӑштарассине тивӗҫтерӗпӗр», — тенӗ республика Пуҫлӑхӗ О.Николаев.

Куҫарса пулӑш

Районта ҫитӗннӗ хӑмла ҫӗршывӗпех саланать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9117-rajonta ... kh-salanat

1995 ҫулхи ҫамрӑк ҫӗр ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене шкул саккинченех шӗкӗлчеме пуҫланӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Вӑл тӑрӑшнипе, ачасене куллен журналистика ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнипе «Шкул сасси» хаҫат пысӑк пахалӑхпа уйрӑлса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Журналистикӑпа ачаран кӑсӑкланни пурнӑҫра та пулӑшать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9148-pallash ... 15-04-2022

90 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн (монографисен, сборниксемпе статьясен) авторӗ.

Автор более 90 научных работ (монографий, сборников и статей).

Пётр Фокина халалласа ҫавра сӗтел иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33199.html

Ҫитменнине тата кирек мӗнле ӗҫӗн те гаранти тапхӑрӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Турнира педагогика ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ветеранне Вячеслав Михайлович Касьянова халалласа йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ спорт комплексӗ футболистсене пуҫтарнӑ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2022/10/10/ce%d0%bde- ... %82%d0%b0/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех