Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗн (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Галина Петровна — общество ӗҫӗн хастарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Олег Николаев паян Раҫҫей Правительстви енчен те хӑмла тӗлӗшпе тилӗх пысӑккине палӑртрӗ — регионӑн ҫакӑнпа туллин усӑ курмалла, ҫӗршыври хӑмла ҫитӗнтерес ӗҫӗн компетенцисен центрӗ пулса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакан педагогика ӗҫӗн ветеранне Римма Михайлована Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗрке хуралӗн органӗсен ветеранӗсен канашӗн президиумӗн хисеп грамотипе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Ӑмӑртусене спортпа педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Вячеслав Касьянов йӗркелесе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑх кунӗ ачасене савӑнӑҫ кӳнӗ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81%d1% ... ay%d0%bde/

Манӑн ӗҫӗн тӗллевӗ — вулакансене «чӗрӗ» кӗнекене юратма, вулама вӗрентесси, вулакансен шутне ӳстересси», — палӑртрӗ хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне Любовь Витальевна.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь // Алиса ОСИПОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%8c/

А. Рона-Таш хӑйсем тунӑ ӗҫ (чӑваш юмахӗсене пичетлесе кӑларни) вӑл венгр тӗпчевҫисем ҫӗр ҫул ытла маларах тунӑ ӗҫӗн тӑсӑмӗ пулать тесе тӗрӗсех палӑртать.

Издание чувашских сказок Рона-Таш оценивает как продолжение дела венгерских ученых, начатого более ста лет назад.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Калуга облаҫӗ/ генеральнӑй директорӗ Марк Стрела, «Зарядье» паркӑн садпа парк ӗҫӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Игорь Сафиуллин, тӗкӗлтура ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен «Бамблби Компани» компанин представителӗсем, «ЮГПОЛИВ КОРОЛЕВ АГРО» ОООн коммерцилле директорӗ Владимир Крючков тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Павильонсене кӗрсе республикӑра туса илекен ҫырла тата унран хатӗрленӗ продукци тӗслӗхӗсене тишкернӗ, ҫак мероприяти ялти ӗҫӗн пысӑк пӗлтерӗшне кӑтартса пани ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

«Ҫапла вара, коммунизм вӑхӑтӗнче пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ, ҫав ҫынсем, пӗр йышши ӗҫӗн специалисчӗсем ҫеҫ пулса тӑмасӑр, пӗр ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн тепӗр тӗрлӗ ӗҫ те тума пултараҫҫӗ», — ӑнлантарать И.Маркелов.

Куҫарса пулӑш

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

Ҫапла вара, коммунизм вӑхӑтӗнче пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ, ҫав ҫынсем, пӗр йышши ӗҫӗн специалисчӗсем ҫеҫ пулса тӑмасӑр, пӗр ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн тепӗр тӗрлӗ ӗҫ те тума пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Тепӗр енчен, марксизм-ленинизм классикӗсем коммунизм обществинчи ӗҫӗн уйрӑмлӑхӗсем пирки каланине те астуса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Писательсен, художниксен, музыкантсен, театрпа кино деятелӗсен харпӑр хӑйӗн творчествӑлла пуҫарулӑхне кӑтартма, пысӑк ӑсталӑхпа ӗҫлеме, творчествӑ ӗҫӗн нумай тӗрлӗ формисемпе, стилӗсемпе тата жанрӗсемпе усӑ курма питӗ пысӑк майсем пулаҫҫӗ», тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫакӑнпа палӑрса тӑрать те пирӗн партин пӗтӗм ӗҫӗн, вӑл йышӑннӑ Программӑн татӑклӑ та гуманизмлӑ тӗп шухӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Н.С. Хрущев литературӑпа искусствӑ работникӗсен творчествӑллӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ хальхи вӑхӑтра — парти ӗҫ ҫыннисене коммунизмла воспитани парас, ҫӗне шухӑш-кӑмӑлла ҫынсем ӳстерес задачӑсене пурнӑҫлассине чи кирли вырӑнне хунӑ вӑхӑтра уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑннине кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Культурӑллӑ революцин юлашки тапхӑрӗнче мӗн пур рабочисемпе хресченсене пӗлӳлӗх тӗлӗшӗнчен интеллигенци шайне ҫитереҫҫӗ, халӑха вӗрентес ӗҫӗн пӗтӗм системинче ӗҫпе вӗренӗве пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарса туса пыраҫҫӗ, ҫапла вара ӑс-тӑн ӗҫӗпе вӑй-хал ӗҫӗ хушшинчи уйрӑмлӑхсем пачах пӗтсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Пархатарлӑ ӗҫӗн, паллах, вӗҫӗ-хӗрри те ҫук.

Объем ее благородной работы, конечно же, бесконечен.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Анчах ку — ӗҫӗн тӗрӗсне тӗпчеме пӗличчен ҫеҫ ҫапла иккен.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫакӑн пек ӗҫӗн тухӑҫӗ, паллах, калама ҫук пӗчӗк пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Пуласлӑхӗ чаплӑ эпир пуҫланӑ ӗҫӗн.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Вак-тӗвек ӗҫӗн те тупӑшӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех