Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗненмесен (тĕпĕ: ӗнен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир те ӗненмесен вара!

— Еще бы вы не верили!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пуринчен ытла вӑл пушӑ ӗмӗтрен хӑрать; ӗмӗте ытлашши ӗненмесен — вӑл этемӗн тусӗ пулать; ӗмӗте ытлашши ӗненсен — вӑл этем тӑшманӗ пулать.

Больше всего он боялся воображения, этого двуличного спутника, с дружеским на одной и вражеским на другой стороне лицом, друга — чем меньше веришь ему, и врага — когда уснешь доверчиво под его сладкий шепот.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӗненмесен, боецсенчен ыйт, — чӗрре кӗрет калавҫӑ.

— Да спроси бойцов, — обижается рассказчик.

28 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Сима, — йӗри-тавра савӑнӑҫлӑ пӑхкаласа, пӗлтерчӗ вӑл мана, — акӑ мӗн, Сима, ӗненсен ӗнен, ӗненмесен ан ӗнен: нимӗҫсен темӗскер, ӑшӗ вӗҫнӗ, паян вӗсем ухмаха ернӗ пек.

— Сима, — быстро оглядываясь вокруг, сообщил он мне, — знаешь, что я тебе скажу, Сима, — можешь верить, можешь не верить: фашисты сегодня не в себе, какие-то полоумные.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эп, чӑн сӑмах, хамӑнне ҫеҫ тытрӑм, ыттисене, кирек те мӗн кала, ӗненсен — ӗнен, ӗненмесен ан ӗнен, куҫпа та пӑхман.

— Я, честное слово, только свою взял, другие, хоть что говори, хочешь верь, хочешь не верь, в глаза не видел.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эсӗ мана ӗненмесен те пултаратӑн.

Ты мне можешь не верить.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗненмесен пӳрте кӗртсех кӑтартатӑп, — сӳтӗлчӗ калаҫу ҫӑмхи.

Если не верите, проходите в дом, посмотрите, - не умолкала она.

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

11. Ӗненӗр Мана: Эпӗ Аттем ӑшӗнче, Аттем Ман ӑшӑмра; каланине ӗненмесен ӗҫӗмсене кура ӗненӗр Мана.

11. Верьте Мне, что Я в Отце и Отец во Мне; а если не так, то верьте Мне по самым делам.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Эпӗ Аттем ӗҫӗсене тумастӑп пулсан, ан ӗненӗр Мана; 38. Аттем ӗҫӗсене тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те ӗҫӗмсене ӗненӗр, вара Аттем Ман ӑшӑмрине, Эпӗ Аттем ӑшӗнчине пӗлсе ӑнланса илӗр, тенӗ.

37. Если Я не творю дел Отца Моего, не верьте Мне; 38. а если творю, то, когда не верите Мне, верьте делам Моим, чтобы узнать и поверить, что Отец во Мне и Я в Нем.

Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ҫавӑнпа Эпӗ сире «хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр» тесе каларӑм та; эсир Ку Эпӗ иккенне ӗненмесен хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилетӗр те, тенӗ.

24. Потому Я и сказал вам, что вы умрете во грехах ваших; ибо если не уверуете, что это Я, то умрете во грехах ваших.

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех