Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ҫарти тата производствӑри нумай-нумай ӑнӑҫу, хисеплӗ Алексей Николаевич, Сирӗнтен, вырӑссен карап тӑвас ӗҫ шкулӗн ашшӗнчен, килнӗ», — тесе ҫырнӑ Тинӗс ҫар флочӗ ячӗпе панӑ адресра.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ӑнӑҫу пуласса тӑхӑр вун тӑватӑ процент чухлӗ шанма пулать.
Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив
Вӗсене ӑнӑҫу сунса тата праҫник ячӗпе шкул директорӗ Андрей Анатольевич Матвеев, парад йышӑнакан Эрик Васильевич Васильев, ветерансем – Илья Лаврентьевич Лаврентьевпа Владимир Иванович Толстов, район администрацийӗн представителӗ Вячеслав Петрович Никифоров тухса калаҫрӗҫ.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03
Талккӑшӗпех ӑнӑҫу! — хӑлаҫланса ҫуйӑхать вӑл.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анӑҫу хыҫҫӑн ӑнӑҫу!
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Нумаях пулмасть Акатуй уявӗнче ҫӗнтерӳҫе район администрацийӗн Дипломне тата куҫса ҫӳрекен ялав парса чысларӗҫ Вулакансен ячӗпе эпир Михаил Леонидовича ӑнӑҫу сунатпӑр.
Ялхуҫалӑх ӗҫченӗсем выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. «Пирӗн сӑмах», 2019.07.08
Паян пиртен пӗрне ӑнӑҫу кӗтет — пӗрин аллине ылтӑн пулӑ ҫакланать.Сегодня кому-то из нас повезёт – в чьи-то руки попадёт золотая рыбка.
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Тӗллевсене пурнӑҫласа пыма вӑй-хал тата ӑнӑҫу сунатпӑр.
Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta
Конкурса хутшӑнакансене - Диана Сосновӑна /Елчӗк районӗ/, Анжела Анисимовӑна /Йӗпреҫ районӗ/, Карина Григорьевӑна /Тутарстан, Элмет районӗ/, Анна Кирилловӑна /Шупашкар районӗ/, Елизавета Сергеевӑна /Куславкка районӗ/, Ольга Зайцевӑна /Канаш хули/, Анастасия Гурьевӑна /Тӑвай районӗ/, Мария Самделовӑна /Патӑрьел районӗ/, Олеся Никитинӑна /Вӑрнар районӗ/, Диана Карповӑна / Комсомольски районӗ/, Марина Арсентьевӑна /Ҫӗрпӳ районӗ/, Инесса Шашкинӑна /Элӗк районӗ/, Анна Васильевӑна /Красноармейски районӗ/, Ксения Федотовӑна /Сӗнтӗрвӑрри районӗ/, Виктория Тихоновӑна /Муркаш районӗ/, Анастасия Матвеевӑна /Етӗрне районӗ/, Наталья Портновӑна /Чӗмпӗр облаҫӗ, Чӑнлӑ районӗ/, Ирина Романовӑна /Хӗрлӗ Чутай районӗ/ - ӑнӑҫу сунса Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов тата ЧР культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев саламларӗҫ.
Чӑваш пики — пуласлӑх хуҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№
Вӑл Джо Гарпера шырама тухса утрӗ, анчах ӑнӑҫу пулмарӗ.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл хыпашлакаларӗ, шӑршлакаларӗ, питӗ шутсӑр ӑслӑ пек пулса пуҫне суллакаларӗ, ҫав професси представителӗсем пурте ӗҫе ӑнӑҫтарнӑ пек вӑл тӗлӗнмелле ӑнӑҫу тума пултарчӗ.
24-мӗш сыпӑк. Тӗлӗнмелле лайӑх кунсем — шутсӑр хӑруша каҫсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
– Малашне те чӑваш ятне ҫӳлте тытса пыма ӑнӑҫу сунатпӑр сана, Надина!
Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle
Уйлӑха «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» (выр. «Язык для успеха») ют чӗлхесен шкулӗ тата «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» редакци йӗркелеҫҫӗ.
«Хавал» уйлӑха йыхравлаҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/22164.html
Вӗсем ӑмӑртӑва килсе ҫитнисене ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Петр Матросов парнисене тивӗҫрӗҫ // А.МАРИЯН. http://kasalen.ru/2019/03/26/%d0%bf%d0%b ... c%d1%80ec/
Вӗсем спортсменсене ӑнӑҫу суннӑ.
Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26
Мӗн пур пуҫарура ӑнӑҫу пулать.
Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
Корреспондентсем тӗлпулӑва пуҫтарӑннисен ыйтӑвӗсене тулли кӑмӑлпа хуравларӗҫ, вӗсене лайӑх вӗренме тата пултарулӑхра ҫитӗнӳ тума ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Вулакансем корреспондентсемпе тӗл пулчӗҫ // Татьяна ЗАХАРОВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Вӑл чи малтанах пиллӗкмӗш суйлаври депутатсене тухӑҫлӑ ӗҫшӗн тав турӗ, ҫӗнӗ йыша лекнисене вара саламларӗ, республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса вӑй хума ӑнӑҫу сунчӗ.
Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Чӑн та, «ӑнӑҫу джентльменне» ултавшӑн айӑпласси иккӗленӳллӗ.Правда же, сомнительно, что «джентельмена удачи» удастся обвинить за обман.
Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Спортсменсене ҫавӑн пекех ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионки Елена Николаева, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, ЧР экологи министрӗ Сергей Павлов, Комсомольски районӗн ертӳҫисем Хасиятулла Идиатуллинпа Алексей Самаркин, ЧР спорт ветеранӗсен канашӗн председателӗ Василий Шоркин, СССР спорт мастерӗ, тӗнче категориллӗ судья Сергей Бронников, ЧР кире пуканӗ йӑтакансен федерацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Карпов, спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ, Европа чемпионӗ Сергей Яковлев тата ыттисем ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Тимӗр вӑййи вӑйлисем валли // Андрей ПЕТРОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№