Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Ывӑлӑм, итле мана, тӑнла эпӗ каланине — манӑн сӑмахӑмсене кайран хӑвах ӑнланса илӗн.25. Послушай меня, сын мой, и не пренебреги мною, и впоследствии ты поймешь слова мои.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑшманна ӗмӗрне те ан ӗнен: унӑн усаллӑхӗ — пӑхӑра ҫиекен тутӑх пек: 11. йӑвашланать-и вӑл, пуҫне пӗксе ҫӳрет-и — эсӗ чунупа сыхӑ тӑр, сыхлан унран, вара ун умӗнче эсӗ тӗкӗр тасатакан пек пулӑн: вӑл тутӑх йӑлтах тасалманнине курать; 12. тӑшманна хӑвӑн ҫумна ан тӑрат — хӑвна тӗртсе ярса сан вырӑнна ан тӑрайтӑр; ӑна хӑвӑнтан сылтӑм енне ан ларт — хӑҫан та пулин санӑн пуканна ан сӑхлантӑр, кайран ман сӑмахӑма ӑнланса илӗн те хурлана-хурлана ман ӳкӗтӗме аса илӗн.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑслӑлӑха ӑнланса илес тесе, эпӗ ҫӗр ҫинче пулса пыракан ӗҫсене — этем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫывӑрма пӗлмесӗр тӑвакан ӗҫсене — чӗремпе тимлерӗм те 17. Туррӑн мӗнпур ӗҫне куртӑм, вара ҫавна пӗлтӗм: этем ҫут тӗнчере пулса иртекен ӗҫсене пӗлсе ҫитереймест.
Еккл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вара тахӑҫан вилнисем чӗррисенчен, халӗ те пурӑнаканнисенчен телейлӗрех пулнине ӑнланса илтӗм; 3. анчах вӗсенчен те телейлӗреххи — ҫуралманни, ҫӗр ҫинче тӑвакан усал ӗҫсене курманни.
Еккл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хӑй вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗмпех илемлӗ пултарнӑ, этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх те хывнӑ, ҫапах та этем Турӑ тӑвакан ӗҫсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ӑнланса ҫитереймест.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Куртӑм та ҫакна — шухӑша кайрӑм, куртӑм та — ӑнланса илтӗм: 33. «тата кӑштах ҫывӑрӑн, кӑштах тӗлӗрӗн, аллуна лӑш ярса, тата кӑшт йӑваланса выртӑн — 34. вара, иртен-ҫӳрен пек, сан патна ҫуклӑх килсе ҫитӗ, вӑрӑ-хурах пек, чухӑнлӑх ҫитсе кӗрӗ» терӗм.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑнах, эпӗ хам ӑнланса илейменни ҫинчен, хам пӗлмен тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен калаҫрӑм.- Так, я говорил о том, чего не разумел, о делах чудных для меня, которых я не знал.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турӑ сасси — аслати — тӗлӗнмелле, Вӑл эпир ӑнланса ҫитерейми аслӑ ӗҫсем тӑвать.5. Дивно гремит Бог гласом Своим, делает дела великие, для нас непостижимые.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ халӗ эсир Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫана сӑнатӑр, анчах нихӑҫан та нимӗн те пӗлеймӗр, 14. мӗншӗн тесессӗн эсир этем чӗрине витӗрех пӗлсе ҫитереймӗр, унӑн шухӑшӗн сӑмахӗсене те ӑнланса пӗтереймӗр: ара, ҫакна пултарнӑ Турра мӗнле сӑнама пултараятӑр эсир, Унӑн ӑсне, Унӑн шухӑшне мӗнле ӑнланаятӑр? Ҫук, тӑванӑмсем, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра ан ҫиллентерӗр!
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кӗнекене, Турӑ саккунне, пурте илтмелле уҫӑмлӑн вуларӗҫ, ҫав вӑхӑтрах мӗн вуланине ӑнлантарса пычӗҫ, халӑх мӗн вуланине ӑнланса тӑчӗ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, ҫакна пирӗн таврари пур халӑхсем те курсассӑн, пирӗн пӗтӗм тӑшман ку ӗҫе Туррӑмӑр тунине ӑнланса илнӗ те, вӗсен ӗмӗчӗ сӳннӗ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, паян пире унӑн аллинчен ҫӑлсамччӗ, вара ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем пурте Эсӗ ҫеҫ, Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫеҫ пӗртен-пӗр Турӑ иккенне ӑнланса илӗҫ, тенӗ.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид хӑйне Ҫӳлхуҫа Израиль патши пулма ҫирӗплетнине, Вӑл ӑна Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн ҫӗкленине ӑнланса илнӗ.
2 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ионафан вара ашшӗ Давида вӗлермех шут тытнине ӑнланса илнӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Илий вара ҫак ачана Ҫӳлхуҫа чӗннине ӑнланса илнӗ.
1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх Аарон вилнине ӑнланса илнӗ, вӑл вилнӗшӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ вӑтӑр кун хурланса йӗнӗ.29. И увидело все общество, что Аарон умер, и оплакивал Аарона весь дом Израилев тридцать дней.
Йыш 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫак ҫӗрти халӑх хушшинчен кам та пулин йӑнӑшпа ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 28. вӑл, хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, тунӑ ҫылӑхӗшӗн парне кӳме айӑпсӑр качака илсе пытӑр, 29. аллине ҫылӑхшӑн кӳрекен парне выльӑхӗн пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ҫылӑхшӑн парне кӳме [качакана] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене [пусакан ҫӗрте] пусса пӑрахчӑр; 30. унтан священник унӑн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 31. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне уйӑрса илнӗ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне уйӑрса илтӗр, священник ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр, унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Халӑх пуҫлӑхӗ ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйӗн Туррийӗн, ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 23. вӑл хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, парне кӳме айӑпсӑр качака таки илсе пытӑр, 24. аллине качака таки пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене Ҫӳлхуҫа умӗнче пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр: ку — ҫылӑх парни; 25. священник ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 26. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса янӑ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫапла ҫылӑхӗнчен тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑйсем вара Иосиф ӑнланса тӑнине пӗлмен; унпа вӗсем тӑлмач урлӑ калаҫнӑ.23. А того не знали они, что Иосиф понимает; ибо между ними был переводчик.
Пулт 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кирек епле пулсан та ҫынлӑха ҫухатмастпӑр, хӑш чухне парӑмҫӑсене психолог пек ӑнланса вӗсене пулӑшмалли майсем шыратпӑр, — сӑмах ҫӑмхине сӳтрӗ пай пуҫлӑхӗ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №