Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑван ҫӗршыв вӑл — пирӗн чун шыракан кӗтес, пирӗн пуринчен те лайӑх туйӑнакан вырӑн, ман тӑван ҫӗршывӑм — эсӗ!Отчизна есть то, чего ищет душа наша, что милее для нее всего. Отчизна моя — ты!
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тепӗр ҫӗршыв хулине лекрӗ, татах тепӗр ҫӗршыв чиккине ҫитрӗ те пӗр ватӑ карчӑк патне хваттерте вырнаҫрӗ.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вӑл та сирӗн пекех калатчӗ: «Капиталистсем пулман ҫӗрте ҫеҫ рабочи хӑй валли тӑван ҫӗршыв тупать. Халлӗхе рабочин тӑван ҫӗршыв ҫук-ха», — тетчӗ.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫук, тӑватӑ хут пусмӑр айӗнче пулатӑр: пуян еврейсен пусмӑрӗнче пулатӑр, ҫав ҫӗршыв арабсен пулнипе, вӗсен пусмӑр айӗнче те, туркӑ-чиновниксен тата ют ҫӗршыв капиталисчӗсен пусмӑрлӑхӗнче пулатӑр.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, вак производитель, техникӑлла пӗлӳсӗр, капиталсӑр ҫапкаланаканскер, ҫавӑн пирки хӑйӗн производствине техника ӳсӗмӗпе килӗшӳллӗн лайӑхлатса пыма пултарайманскер, ҫавӑн пек производитель — ҫӗршывӑн инкекӗ, ҫӗршыв суту-илӗвӗн паразичӗ ҫеҫ пулса тӑрать…
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Студент Сачков, манӑн вӗрентекен пулнӑскер, — халӗ вӑл медицина докторӗ, винтёр тата холоп, — ӗлӗк чух, эпӗ уроксене лайӑх вӗренсе пырсан, ҫапла калатчӗ: «Маттур, Коля! Эсӗ пултаруллӑ ача, пирӗн, разночинецсен, чухӑн ҫынсен, пурнӑҫӑн кайри картинчен тухнӑскерсен, пуринчен те мала тухас тесе, — вӗренмелле, вӗренмелле… Российӑна ӑслӑ та тӳрӗ ҫынсем кирлӗ, ҫавӑн пек ҫын пулма тӑрӑш, вара эс ун чух хӑвӑн ӑраскалӑн хуҫи пулӑн, обществӑн усӑллӑ членӗ пулӑн. Ҫӗршывӑн чи лайӑх шанчӑкӗсем халь пирӗн ҫинче, разночинецсем ҫинче, эпир ҫӗршыв валли ҫутӑ та тӗрӗслӗх кӳме килнӗ ҫынсем…» т. ыт. те, ҫавӑн пек, калаҫатчӗ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сире профессие парӑннӑшӑн, ҫӗршыв ырлӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата республикӑпа ҫӗршывӑмӑр экономикине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп.
Ветеринари ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/08/31/glava- ... et-s-dnem-
— … пирӗн ҫарпа пирӗн флот пӗтӗм фронт тӑршшӗпех тӑшманӑн атакисене паттӑрӑн сире-сире яраҫҫӗ, тӑшмана йывӑр ҫухатусем кӳреҫҫӗ, пирӗн ҫӗршыв вара, — пирӗн пӗтӗм ҫӗршыв, — нимӗҫ захватчикӗсене ҫӗмӗрсе тӑкас ӗҫе хамӑрӑн ҫарпа тата хамӑрӑн флотпа пӗрле пурнӑҫа кӗртес тесе, пӗрлӗхлӗ ҫар лагерӗ пулса организациленчӗҫ».
8. Хӑҫан фронта кайӑп-ши? // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Пирӗн айра эпир кайса курнӑ ҫӗршыв, ӗлӗкхи йӗркесемпе пурӑнать пулин те пысӑк пуласлӑхлӑ ҫӗршыв выртать.
Эпир килелле вӗҫетпӗр // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫапах та вӑл пирӗн тӑван ҫӗршыв, Совет ҫӗршывӗ, эпир унӑн представителӗсем пулса Мускава каятпӑр.Но и эта земля тоже оставалась советской землей, и мы летели в Москву, как её представители.
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӗсем хӑйсене хӑйсем тӑван ҫӗршыв хуҫисем пек анчах шутланӑ, тӑшмана тавӑрма, ӑна совет ҫӗршывӗнчен хӑвӑртрах хӑваласа кӑларма пулӑшма тытӑннӑ.
Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпӗ хамӑн тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешетӗп, анчах санӑн тӑван ҫӗршыв ҫук.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑл йӗрӗнсе илчӗ, хӑй ҫӗршывӗн ҫынни ҫапла тумланнишӗн ӑна ют ҫӗршыв ҫынни умӗнче намӑс пулчӗ.Павле стало противно и стыдно перед иностранцем за такой вид своего соотечественника.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫӗршыв чиккине пӑсакансене хирӗҫ кӗрешекен вӑйсем пирӗн ҫӗршывра питех те пысӑк.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӗсем заставӑран тухрӗҫ те чикӗ хӗрринелле каякан сукмак тӑрӑх утрӗҫ, часах служба йӑрӑмӗ урлӑ та каҫса кайрӗҫ, ҫӗршыв чикки кӳршӗри ҫӗршыв чиккипе пӗрлешекен тӗле ҫитсе тухрӗҫ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Карпат леш енчи ҫӗршыв ҫинчен калакан кӗнекесене, унта ҫав ҫӗршыв ҫинчен кӑшт ҫеҫ асӑннӑ пулин те, вӑл полкри библиотекӑран пурне те илсе вуланӑ.В полковой библиотеке он перечитал все книги, содержащие хоть какие-нибудь сведения о Закарпатье.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чочой ним чухлӗ те иккӗленмест, эпӗ халь Аляскӑра, Америка ҫӗршывӗнче тесе шутлать вӑл, Гоомо кукка каласа панӑ тӗлӗнмелле ҫӗршыв таҫта инҫетре, халӗ ман куҫа улталакан мираж хыҫӗнче ӗнтӗ, тет.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӗсем пӗтӗм вӑхӑта хӗрарӑмсем хыҫҫӑн ҫӳресе ирттерме тытӑннӑ; пирӗн ҫамрӑк ҫынсен куҫӗсенчен бояр палатисенчи хӗрарӑмсенчен пуҫласа ют ҫӗршывран килнӗ ҫӗвӗҫӗсем, Охтӑра ҫӳрекен хамӑр ҫӗршыв хӗрӗсем таранах никам та пӑрӑнса юлайман.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ленин пурпӗр хӑй ӗмӗтне пӑрахмасть; хамӑрӑн Социализмлӑ Ҫӗршыва эпир вӑйлӑ та чаплӑ ҫӗршыв тӑватпӑр, тет.А Ленин верил: мы сделаем великой нашу социалистическую Родину.
Мускав, Мускав // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ют ҫӗршыв турисчӗсене пирӗн ҫӗршыва килсе курма чӗнекен хуть мӗнле плаката ан пӑх — Кремле е лартнӑ вӑхӑтра Покров керменӗ тенӗ тӗлӗнтермӗш Василий Блаженнӑя куратӑн.
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.