Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Ӗмӗтӗме татса пӑшӑрханмастӑп пулин те, чиртен хӑтӑлас ҫирӗп шанчӑкӑм пур пулин те, эпӗ аттемӗм тунӑ пек тӑвас терӗм: 23. аттемӗм тури ҫӗршывсенче вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн патшана кам лармаллине пӗлтерсе хунӑ, 24. вӑл ӗнтӗ мӗнле те пулин кӗтмен япала сиксе тухсассӑн е инкек-синкек ҫитсессӗн, ҫӗршыв ҫыннисем ҫӗршыва тытса пыма кама шаннине пӗлччӗр, пӑлханса ан ӳкчӗр тенӗ; 25. ку кӑна мар-ха, таврари тата хамӑр патшалӑхпа кӳршӗллӗ ҫӗршывсен пуҫлӑхӗсем вӑхӑта сӑнаса тӑнине, ӗҫ мӗнле вӗҫленессе кӗтнине асӑрхаса, эпӗ патша пулма хамӑн Антиох ывӑлӑма лартатӑп, тури патшалӑхсенче ҫӳренӗ чухне эпӗ ӑна тӑ-тӑшах сирӗн аллӑра шанса парса хӑварнӑ, сирӗнпе нумайӑшӗпе паллаштарнӑ; эпӗ ун патне уйрӑммӑн ҫырса ятӑм.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Надежда ИВАНОВА, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн заместителӗ: «Инаугураци вӑхӑтӗнче Владимир Путин хӑйне чӑн-чӑн лидер, ҫирӗп тӗллевлӗ руководитель пек кӑтартрӗ. Ҫӗршывра пурӑнакан мӗнпур ҫын Владимир Владимировичпа мӑнаҫланать, пӗтӗм ҫӗршыв ун тавра пӗр чӑмӑра пухӑннӑ. Вӑл Раҫҫее ура ҫине тӑратнӑ, социаллӑ тата экономикӑллӑ аталанӑвне тивӗҫтернӗ. Тӑван ҫӗршывӑмӑр малалла та Владимир Путинпа пӗрле ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тӑвасса иккӗленместпӗр».
Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11943-vladim ... -shl-pul-m
Александр КРАСНОВ, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ: «Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пӗтӗм ҫӗршывшӑн, кунта пурӑнакан кашни ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче кашни ҫыннӑн тата гражданинӑн правипе ирӗклӗхне хисеплеме тата хураллама, Раҫҫей Конституцине пӑхӑнма тата хӳтӗлеме, патшалӑхӑн суверенитечӗпе никама пӑхӑнманлӑхне, хӑрушсӑрлӑхӗпе пӗрлӗхне хӳтӗлеме, халӑхшӑн чунтан парӑнса ӗҫлеме тупа турӗ. Раҫҫей лидерӗ патшалӑх Президенчӗн должноҫӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ май вӑл ҫӗршыва парӑннине хӑйӗн ӗҫӗ урлӑ ҫирӗплетнине палӑртас килет. Путинпа пӗрле пирӗн ҫӗршыв ҫӑмӑл мар тапхӑрсене ҫӗнтерсе аталану еннелле утать, Раҫҫей чӑннипех те вӑйлӑ патшалӑх пулса тӑнӑ».
Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11943-vladim ... -shl-pul-m
Пӗр тӑван ҫӗршыв анчах ӑна пӑхса ҫитӗнтерчӗ, тӑван ҫӗршыв ӑна вӗрентрӗ — тӑван ҫӗршыв ӑна ҫакӑн пек ҫын турӗ.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Чӑваш Республикин патшалӑхӑн хаклӑ хучӗсене вырнаҫтарса тата Раҫҫей Федерацийӗ ют ҫӗршыв кредичӗсемпе тӗллевлӗн усӑ курнӑ шайра федераци бюджетӗнчен, ҫавӑн пекех тӗнчери финанс организацийӗсемпе ют ҫӗршыв банкӗсенчен ют ҫӗршыв валютипе кӑтартнӑ кредитсем илсе, вӗсен тӗлӗшпе Чӑваш Республикин кивҫен илекенӗн евӗр парӑм обязательствисем йӗркеленеҫҫӗ, Чӑваш Республикин республика бюджетне Чӑваш Республики ячӗпе кивҫен укҫа-тенкӗ явӑҫтарасси.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Эпӗ ӑна кӗскен хам тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен, ман карап ҫинчи матроссем пӑлхав туни ҫинчен, пӑлхавҫӑсем хама антарса хӑварнӑ ҫӗршыв ҫинчен, ҫав ҫӗршывра виҫӗ ҫул хушши пурӑнни ҫинчен каласа патӑм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ вӗсене хама антарса хӑварнӑ ҫӗршыв мӗнле ҫӗршыв пулни ҫинчен каласа пама ыйтрӑм, анчах вӗсем тупа тусах ҫак ҫӗршыв ҫинчен хӑйсем те манран ытла пӗлменни ҫинчен каласа пачӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
«Аслӑ патшамӑр, тӑван ҫӗршывшӑн юн тӑкма пултарни маншӑн пысӑк телей, ҫӗршывшӑн эпӗ вилме те хатӗр; анчах эсӗ, мана ырӑ сунса, ыйтма ирӗк паратӑн пулсан, пӗр япала кӑна ыйтатӑп — ирӗк пар мана хамӑн тӑшмана, ют ҫӗршыв ҫыннине Сен-Жерома тӗп тума.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Горький облаҫӗнчи экономикӑна ӑнланнӑ, ҫуралнӑ ҫӗршывне лайӑхлатасшӑн, хулапа ял культурине ӳстересшӗн, театршӑн, шыв спорчӗшӗн, аэроклубсемшӗн тата, паллах, тӑван ҫӗршыв авиацине аталантарассишӗн, Тӑван ҫӗршывӑн сыхлӑх хӑватне ҫирӗплетессишӗн тӑрӑшнӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ватӑ асаттесен йӑхӗ пекех, хальхи ӑру та ҫӗршыва хӳтӗлесе паттӑрлӑх кӑтартать, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса ҫӗршыв хӑй умне лартнӑ ответлӑ задачӑна пурнӑҫлать, мӑнаҫлӑ Раҫҫее юратасси нихӑҫан та иксӗлменнине ҫирӗплетет.
Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let
Ҫакӑ ют ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн те ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ ҫынсемшӗн малашне ку ҫӗршыв ют пулмӗ, вӗсен вилтӑприйӗсем ҫинче ӗмӗрӗпех чечексем ешерӗҫ, анчах та хӑйсем ҫав чечексене тӑрса кураймӗҫ, ҫуралнӑ хулисемпе ялӗсене ҫитеймӗҫ, вӗсене ашшӗ-амӑшӗсем кӗтсе илеймӗҫ.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Пирӗн ҫӗршывра радио 100 ытла чӗлхепе, ҫав шутра 40 ют ҫӗршыв чӗлхипе калаҫать.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Пӗр сӑмах — эпир ҫуралнӑ ҫӗршыв, чӑваш ҫӗршывӗ, тӑван халӑх пирӗн куҫ умӗнче тӗлӗнмелле хӑвӑрт ҫӗнелсе улшӑнчӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Вӗсем республикипе кӑна мар, ҫӗршывӗпе саланнӑ: училищӗре илнӗ пӗлӗве, хӑйсен пултаруллӑ ӗҫне ҫӗршыв аталанӑвне хывнӑ та, хываҫҫӗ те.
Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen
Анчах, хӑйӗн социализмлӑ хуҫалӑхне туса, Совет Союзӗ ялхуҫалӑхлӑ ҫӗршывран малта тӑракан, промышленноҫлӑ ҫӗршыв пулса тӑчӗ.
Промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Вӗсем тавра вара «культурӑллӑ вуншар шултра государство вырнаҫмалӑх, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗршыв сарӑлса выртать. Ҫав мӗнпур ҫӗршыв лаптӑкӗнче культурӑсӑрлӑх. чӑн-чӑн тискер пурӑнӑҫ йӗрки пуҫпулса тӑрать», тенӗ В. И. Ленин патша Российӗ ҫинчен.
Промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Вӑл тата надзор ӗҫне пула ҫӗршыв экономикипе хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ стратегиллӗ темиҫе предприятие ют ҫӗршыв тӗрӗслевӗ айӗнчен кӑларма май килнине хушса хунӑ.
Путин генеральнӑй прокурорпа тӗл пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... ln-3454192
Калашников автоматне пуҫтарассине тата сӳтессине Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме патриотла воспитани парас тата йӗркелес тӗллевпе, ҫамрӑксен ӳсӗм уйрӑмлӑхӗсене шута илсе, ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлеме пӗлнине шута илсе йӗркелеҫҫӗ.
Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3452787
Тӑван ҫӗршыва ӑнланса юратни ҫын ҫӗршыв гражданинӗ пулнине пӗлтерет.
Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.
XX ӗмӗрте 70 ҫул ытла пирӗн ҫӗршыв хӗрлӗ ялав айӗнче пурӑннӑ, шӑпах ҫак ялавпа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗ», - тенӗ Путин.
Путин Раҫҫее Патшалӑх ялавӗн кунӗ ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3397960