Шырав
Шырав ĕçĕ:
Конституци нормисемпе принципӗсене хисеплени, Тӑван ҫӗршыв шӑпишӗн кашниех яваплӑ пулнине ӑнланса ӑша хывни Чӑваш Республикин тата ҫӗршывӑмӑрӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика вӑй-хӑватне ӳстерсе пыма пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/12/12/news-3731457
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ – ҫӗршывӑмӑр хуралӗнче тӑракан, Раҫҫейри тӑнӑҫлӑха тивӗҫтерекен харсӑр, хӑюллӑ, вӑйлӑ тата пархатарлӑ арҫынсен уявӗ.
Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/02/23/news-3495313
Ачасем пурнӑҫра хӑйсемшӗн хӑш профессие суйласа илсен те, вӗсем пирӗн ҫӗршывӑн тивӗҫлӗ гражданӗсем пулса тӑни, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хуни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Анчах тӑван ҫӗршыв вӑл тӑван ҫӗршывах ҫав, хӑвачӗпе туртса илчӗ-илчех хӑй патне: 1923 ҫулта Борис Александрович Чӑваш Автономиллӗ Облаҫне таврӑнчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла майпа ҫӗршыв правительстви туристсен умӗнче ҫӗршыв сӑнарне ҫӗнетесшӗн пулнӑ.Таким образом правительство страны хотело обновить образ страны в глазах туристов.
Таиландӑн тӗп хули ячӗ малашне Крунг-Тхеп-Маха-Накхон пулӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31054.html
«Тӗнче политикине лайӑх пӗлсе тӑнӑран, ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствинче ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл Грецин витӗне ӳстерме пултарчӗ, пирӗн ҫӗршыв хамӑр тӑрӑхра ҫирӗплӗх факторӗ пулса тӑчӗ», — тенӗ Греци президенчӗ Катерина Сакеллуропулу.
Греци президенчӗн вырӑнне йышӑннӑ Каролос Папульяс вилнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30626.html
Февралӗн ҫирӗм пӗрремӗшӗнче ирхине — Ленин социализмла ҫӗршыв хӑрушлӑхра тӑни ҫинчен пӗлтерет, рабочисемпе хресченсене ҫӗршыва хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр хӳтӗлесе ҫӑлма чӗнет.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
«Эпӗ Корнилов генерал, мӗн ӑстӑнпа пурӑнма пуҫланӑран вара паянхи кунчченех хама хам шеллемесӗр тӑван ҫӗршывшӑн тӑрӑшнӑскер, ҫӗршыв вилӗм умӗнче тӑни ҫинчен пӗлтерсе хуратӑп…
6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Романӑн тӑваттӑмӗш пайӗнче, Гулливер гуигнгнм — лашасен ҫӗршывӗнче пурӑнни ҫинчен каласа панӑ чух, ӗмӗчӗ татӑлнӑ тата халран кайнӑ Свифт хӑйӗн хаяр ҫивӗч ӑсне пӗтӗмпех ирӗк парать, хӑйӗн тӑван ҫӗршыв ҫыннисене вӗсен пурнӑҫӗ этемӗнни пек маррине, вӑл ним йӗркесӗррине, ҫав пурнӑҫ пит хаяррипе тӗрӗс маррине кӑтартса пама тӑрӑшать.
6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Сӑмах май асӑнсан, хам ҫӗршыври ҫынсем ҫинчен каласа панисене аса илнӗ хыҫҫӑн, эпӗ халӗ вӗсен ҫитменлӗхӗсене ҫав териех шеллесе сыхланине, хам ҫӗршыв ҫыннисен пурнӑҫӗпе йӑлисене лайӑх енчен ҫутатса пама тӑрӑшнине уҫҫӑнах туйса илме пуҫларӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Юлашкинчен вӑл мана эпир Европа текен ҫӗршыв, уйрӑммӑнах хам тӑван ҫӗршывӑм, мӗнли ҫинчен тӗплӗн каласа пама ыйтрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Эпӗ хуҫа тӑрӑшнипе тата хамӑн пултарулӑхсем чаплӑ пулнипе, хам хуҫа тахҫантанпах пӗлме ӗмӗтленнисем пирки ӑна тӗплӗн каласа патӑм, ӑна хам кам пулни, ҫакӑнта мӗнле майпа лекни тата хамӑн тӑван ҫӗршывӑм мӗнле ҫӗршыв пулни ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса патӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫак вӑхӑтран пуҫласа вӗсем хӑйсен тӑван ҫӗршывӗнче те ют ҫӗршыв ҫыннисем пек шутланаҫҫӗ.С этого времени им суждено чувствовать себя иностранцами в своем отечестве.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫакна пула, тӗрлӗ ҫӗршыв посланникӗсем япаласем урлӑ хӑйсем калаҫма пӗлмен ҫӗршывсен королӗсемпе, министрӗсемпе пӗр-пӗринпе ҫӑмӑллӑнах ӑнланма пултараҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Шӑпах Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни, ҫынсем унӑн интересӗсене, ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлеме хуть хӑҫан та хатӗр пулни Раҫҫее аслӑ тата никам ҫӗнтерейми ҫӗршыв тӑвать.
Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/02/23/news-3785796
Ҫӗршывра оборона промышленноҫӗ ӑнӑҫлӑ аталанать, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен професси ӑсталӑхӗ ӳссе пырать.
Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/02/23/news-3785796
Пӗтӗмӗшпе илсен — вӑл хӑй ӗмӗрне вӑрӑрах ирттерет, пиншер ҫынна, пӗтӗм ҫӗршыва ҫаратать, — ку ӗнтӗ капитала ӳстерме, урӑхла каласан, ҫӗршыв прогресӗшӗн кирлӗ — ӑнланатӑр-и эсир?
Мораль хуралҫи // А. Петров. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 62–75 с.
Тӑван ҫӗршыв вӑл — пирӗн чун шыракан кӗтес, пирӗн пуринчен те лайӑх туйӑнакан вырӑн, ман тӑван ҫӗршывӑм — эсӗ!Отчизна есть то, чего ищет душа наша, что милее для нее всего. Отчизна моя — ты!
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тепӗр ҫӗршыв хулине лекрӗ, татах тепӗр ҫӗршыв чиккине ҫитрӗ те пӗр ватӑ карчӑк патне хваттерте вырнаҫрӗ.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вӑл та сирӗн пекех калатчӗ: «Капиталистсем пулман ҫӗрте ҫеҫ рабочи хӑй валли тӑван ҫӗршыв тупать. Халлӗхе рабочин тӑван ҫӗршыв ҫук-ха», — тетчӗ.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.