Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Вӑл патша ҫине пӑхса каланӑ: «ҫынсемпе хуҫаланма влаҫ пур тесе эсӗ, ҫӗрсе пӗтмеллискер, ху мӗн тӑвас тенине тӑватӑн; анчах пирӗн йӑха Турӑ пӑрахнӑ тесе ан шухӑшла. 17. Кӗтсех тӑр, эсӗ те Унӑн аслӑ вӑйне курӑн: Вӑл сана хӑвна та, санӑн вӑрлӑхна та хаса парӗ» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тӗштырӑ хӑй йывӑрӑшӗпе пусӑрӑнсах ҫӗрсе кайнӑ, кӗлетсем пушанса юлнӑ, пӳлмесем ишӗлсе аннӑ, мӗншӗн тесен тырӑ пӗтсе ҫитнӗ.17. Истлели зерна под глыбами своими, опустели житницы, разрушены кладовые, ибо не стало хлеба.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Хӑйсем ҫийӗнчи ҫӗрсе пӗтекен хӗрхӗлтӗм те йӗпкӗн хӗрлӗ тумтирӗнченех вӗсем турӑ маррине ӑнланса илме пултаратӑр; юлашкинчен вӗсене хӑйсене те кӗшӗклесе ярӗҫ, ӗнтӗ ҫӗршыв намӑсӗ пулӗҫ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑншӑн, вут-ҫулӑм улӑма ҫунтарса янӑ пек, ҫулӑм утта пӗтернӗ пек, вӗсен тымарӗ ҫӗрсе пӗтӗ, вӗсен чечекӗ тусан пек вӗҫсе саланӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Саваоф Ҫӳлхуҫа саккунне сивлерӗҫ, Израиль Святойӗн сӑмахне уямарӗҫ.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вилме пӳрнисенӗн шухӑшӗ ҫирӗп мар, пирӗн шухӑшсем иккӗленчӗк: 15. ҫӗрсе пӗтес ӳт чуна пусса тӑрать, ҫак ӳт ҫурчӗ шухӑш шухӑшлакан ӑса путарать.
Ӑсл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ: 10. Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн.
Пс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Пӗлетӗп эпӗ: мана Хӳтӗлекен чӗрӗ, юлашки кун ҫитсессӗн Вӑл ҫак ҫӗрсе пыракан ӳтӗм-тирӗме ҫӗнетӗ, 26. вара эпӗ, ӳтленнӗскер, Турра курӑп.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Аарон Моисее каланӑ: эй хуҫамӑм! эпир ӑссӑр хӑтланнине, ҫылӑха кӗнине ҫылӑх вырӑнне ан хурсам; 12. Мариама вилӗ ҫуралнӑ ача пек пулма ан парсам: вилӗ ҫуралнӑ ачан ӳчӗ амӑшӗ варӗнченех ҫурри ҫӗрсе тухать, тенӗ.
Йыш 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.