Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗнтернӗшӗн (тĕпĕ: ҫӗнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтаксем ҫав тери ывӑнса ҫитрӗҫ, анчах калама ҫук хавасланнипе халтан кайнине пачах туймарӗҫ: вӗсем, пӗтӗм вӑя хурса пулин те, пӗрремӗш ҫапӑҫура хӑйсем ҫӗнтернӗшӗн, тӑшман аллинчен пӗрремӗш яла туртса илнӗшӗн, тӑван ҫӗршывӑн пӗр пӗчӗк пайне тӑшмантан тасатнӑшӑн хӗпӗртерӗҫ.

Все наши бойцы сильно устали, но от необычайного возбуждения почти не замечали усталости: так были счастливы, что хотя и с большим трудом, но все же выиграли первый наступательный бой, освободили от врага первую деревню, первый клочок родной земли…

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кӑкӑрне ҫавӑн пекех «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль те илемлетнӗ.

Так же его грудь украсила медаль "За победу над Германией".

Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr

Хӗрлӗ ялав, «Хисеп Палли», Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» орден-медальсемпе, «1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль, нумай Хисеп хучӗсене, Тав хучӗсене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Алексей Иванова Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Паттӑрлӑхшӑн», «Кенигсберг хулине илнӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрла пӗр ӗҫшӗн - орден, теприншӗн - медаль // Галина ЗОТОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑваш Республикин Аслӑ Совечӗн тата ВЛКСМ Тӗп Комитечӗн наградисем пур, икӗ хутчен социализмла ӑмӑртура ҫӗнтернӗшӗн патшалӑх паллине панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ӑна 1945 ҫулхи февралӗн 27-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 1-мӗш степеньлӗ орденӗпе, каярахпа «1941 - 1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Вӗсенчен пӗлтерӗшлӗреххисем - Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденӗ, «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль тата ытти наградӑсем.

Куҫарса пулӑш

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

«Унӑн варринчи ҫуртсенчен нумайӑшӗ ишӗлсе-арканса пӗтнӗччӗ. Хула хӗрринче чиперех лараканнисем те, 1-2 хутлисем, пурччӗ. Вырӑнти халӑх пирӗнпе тӗл пулсан хирӗҫместчӗ. Ун чухне пирӗн салтаксене поход кухнисенче апат ҫитеретчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн яшка ҫиес тесе черетре нимӗҫсем те тӑратчӗҫ: малта — ачасем, хыҫалта — аслисем. Нимӗҫ халӑхӗ те вӑрҫа пула выҫӑпа аптранӑ ҫав», — чунне уҫрӗ «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн», «Берлина ҫӗнтернӗшӗн» тата ытти медале тивӗҫнӗскер.

"В его центре многие здания были разрушены. На окраине города были и целые, 1-2 этажные. Местные жители при встрече с нами не конфликтовали. В то время наших солдат кормили в походных кухнях, за ними в очереди за супом и немцы стояли: впереди - дети, затем - взрослые. И немецкий народ наверно из-за войны страдал от голода", - раскрыл душу удостоившийся медалей "За боевые заслуги", "За победу над Германией" и других.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

32. Санӑн ачусене ӗҫлеттерсе тӑнӑ хуласем телейсӗр, санӑн ывӑлусене йышӑннӑ ҫӗр телейсӗр: 33. ҫав ҫӗр эсӗ пӗтнӗшӗн савӑннӑччӗ, сана ҫӗнтернӗшӗн хӗпӗртенӗччӗ, акӑ хӑй пушанса юлнӑшӑн хуйхӑрӗ.

32. Несчастны города, которым служили дети твои, несчастна земля, принявшая сыновей твоих, 33. ибо как она радовалась о твоем падении и веселилась о твоем поражении, так будет скорбеть о своем опустошении.

Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапӑҫури паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн III степень Мухтав орденне, II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне, «Японие ҫӗнтернӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медальсене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех