Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырни (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иванов чӑваш пурнӑҫне халӑх шухӑшӗн ҫутипе ҫутатса панӑ чухне «Нарспи» поэмӑра «турӑ ҫырни» мӗне пӗлтернӗ пирки шухӑшласа пӑхман, ҫав шухӑша тиркесе тӑман.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вилме ҫырни эп пулсассӑн?

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Чим, тен, турӑ ҫырни ҫапла пуль, — тепӗр шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ ун пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авалхи юмахсенче те ҫул ҫинчен ҫырни час-часах тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Атту вӗренӳ ҫулӗсенче ҫав йӑлттӑм-ялттӑм каччӑ путлӗ сочиненисемех ҫырни пулманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хальхинче Магаев, туйӑмӗпе чӑха таптакан автана ҫаврӑнма ӗлкӗрнӗскер, куҫне Людмила ҫырни ҫине шикленсе, анчах юн шӑршипе тилӗрсе кайнӑ кашкӑр пек сиктерчӗ, хыҫҫӑнах сӑн-питне мӗскӗнле парӑннӑ, хӗрхӳ, сумсӑра юлнӑ кулӑ туртӑнса тухрӗ те лумпа хирсе те хӑйпӑтайми хытса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Куҫне ҫырни тӑрӑх ӗппӗл-теппӗл йӗрлеттерсе ярсан, шанк хытса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тен, лайӑх пӗлӗш е тантӑш шӑпах шӑпа ҫырни пулса тӑрӗ те.

Возможно, хорошо знакомый сосед или одноклассник и есть тот самый суженый.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Краснов ку темӑна малалла тӑсса ҫурт ҫине «Республика прокуратури» тесе ҫырни йӑнӑш пулнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Кам ҫырнине кӑтартман пулин те, сыхланса юлнӑ алҫырӑвӗ тӑрӑх ӑна Н. К. Крупская ҫырни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Эпӗ министр патне ҫыру ҫырни ҫинчен секретарь ҫав кунах директора пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

— Тӑхта-ха эс, — терӗ Арсентий Гурьевич Улаев, эккей! пурнӑҫа эс те ман пекрехех ӑнланатӑн курӑнать Мӗн тума кирлӗ ҫав пирӗн пек пуҫлӑхсем пӗр-пӗрин ҫинчен элеклесе ҫырни?

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

— Ҫав каҫ мана Дмитриева хӑй сӑвӑсем ҫырни ҫинчен вӑтанса каларӗ, — терӗ Иванов, тусӗн чӗрине мӗнле шухӑш ыраттарнине сисмесӗр: — «Сӑввӑрсене вулаттарӑр-ха мана», — тетӗп ӑна.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тайӑр, чӑнах та, кӗнеке вулама питӗ юрататчӗ, хальхи вырӑс писателӗсене, уйрӑмах Максим Горькие хастарланса вулатчӗ, анчах хӑй ҫырни ҫинчен шарламастчӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сирӗн ҫырни пур-им?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сӑмахне эпир иртни ҫинчен ҫырни кирли е кирлӗ марри пирки тапратнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пире хальхи ҫинчен тата ҫитес ҫута пурнӑҫ ҫинчен ҫырни кирлӗ, — тейӗҫ хӑш-пӗрисем.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Коммунизм обществине ҫывӑхартас мӑнаҫлӑ ӗмӗте тытнӑ, ӑна пурнӑҫлама пӗтӗм вӑйне-хална пӑхӑнтарнӑ совет халӑхӗн хӗрӳ ӗҫӗ-хӗлӗпе тулнӑ тапхӑрта пирӗн писательсем иртнӗ саманасем ҫинчен ҫав териех хавхаланса ҫырни кирлех-ши?

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кӗҫӗннисемпе ҫамрӑксем патне ӑнланмалла ҫитерӗр: Интернетра мӗн ҫырни - пӗтӗмпех тӗрӗс мар.

Куҫарса пулӑш

Япӑххипе лайӑххине мӗнле уйӑрмалла? // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11889-ya ... -uj-rmalla

Турӑ ҫырни пиртен ниҫта та тармӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех