Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырмаран (тĕпĕ: ҫырма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Апат енчен хӗсӗкчӗ, ҫырмаран пуҫтарса курӑк ҫинӗ, чӑнкӑ ҫырмаран е ҫыран хӗрринчен чикеленсе кусса ансах каяттӑмӑр, крахмал пуҫтарнӑ, мӑян ҫӑкӑрӗ ҫинӗ. Пӗр енчен шутлатӑп та, вӗсенче хими пулман. Организма усӑ кӳнӗ пулӗ. Ҫавӑнпа та ҫак ҫула ҫитиччен пурӑнса ҫитрӗм», — тет анне.

Куҫарса пулӑш

Анне ӑшши // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%b0%d0%b ... %88%d0%b8/

Вара эпир сире ҫак Ҫырмаран шанчӑклӑ сыхлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

Сасартӑк ҫырмаран тӗксӗмлетнӗ кантӑклӑ хура «Волга» вӗҫтерсе тухрӗ те ачасем умӗнче тормозӗпе чӗриклетсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ун чухне эс, картлӑмла шыв йӑтса ҫырмаран хӑпараканскер, пире курсан тӑпах чарӑнса тӑтӑн: малалла иртме те, ҫырманалла анса кайма та аптӑрарӑн.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

— Мӗнех, — ҫырмаран пурте хӑпарсан, куларах калать вӑрманҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫавра ҫил пек ҫаврӑнса, Ҫӗмӗртсене ҫӗмӗрсе, Сикрӗ-тухрӗ ҫырмаран, Пӗкке хуҫрӗ ҫурмаран…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫырмаран Илле хӑпарать иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫак вӑхӑтра Урине ҫырмаран хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫырмаран пӑхса тӑтӑм! — персе ячӗ Укань, вырӑнтан тапранмасӑр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӳлмек патне анаталла хӑвӑрт ҫитрӗмӗр-ха, анчах та чӑнкӑ ҫырмаран ҫӳле хӑпарма ачасене ҫӑмӑл пулмарӗ, пашкакан кӗҫӗн ывӑлӑма, Арӑслана, «кутамккалама» тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Икӗ-виҫӗ самант хушшинче шывран тухса Толя ҫырмаран хӑпарчӗ те пирӗн куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Кенук мана хӑйӗн ҫунашки ҫине хурса аран-аран ҫырмаран илсе хӑпартрӗ те пӗчӗк пахча карти патне илсе ҫитерме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмест, ҫырмаран Хӗлимун юрӑ ӗнӗрлесе хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫырмаран хӑпарчӗҫ ҫеҫ, лашине шурӑ кӑпӑк таранччен хӑваласа, Кабаргас ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тинех Тихон Ивановичӑн черет ҫитрӗ, вӑл витрисене тултарса ҫырмаран улӑха пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепӗр авӑкран вӑл ҫырмаран кил енне улӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кӑлава Шетмӗри урама ҫитме ҫырма урлӑ каҫмалла пулнӑ тейӗпӗр, ҫырми тарӑнрах тейӗпӗр, кӗперӗ чиперех пулсан та васкавлӑ пулӑшу машини ҫав ҫырмаран хӑпараймӗ тейӗпӗр…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Ҫырмаран яла хӑпаракан тӑкӑрлӑкра Герасим Федотович чарӑнса тӑчӗ: пиччӗшӗ е куккӑшӗ патне каймалла?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫул леш енче сарӑлса выртакан сарӑ хӑмӑллӑ ыраш пусси вӗҫӗнчи тарӑн ҫырмаран тӳпене каллех хӗрен ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫырмаран арҫын ҫине таянса аран-аран хӑпарчӗ те утаймиех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех