Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсенчен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Такан каштинчен ҫакса янӑ пӑявсем патне юнланса пӗтнӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫынсене тӗрте-тӗрте хӑпартма тытӑнсан урам тӑваткӑлӗнчи ҫынсенчен хӑш-пӗрисем туха-туха кайрӗҫ, куҫ ан куртӑр тесе тепӗр май ҫаврӑна-ҫаврӑна тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынсенчен, хӑнасенчен кӑшт хӑтӑлсан мӑрса хӑйӗн хуҫалӑхне пӑхса ҫаврӑнчӗ: выльӑх-чӗрлӗх мӗн чухлӗ юлнине тӗрӗслерӗ, кӗлечӗсене кӗрсе тухрӗ, утӑ капанӗсене шутларӗ, ял тулашӗнчи арманне ҫитсе килчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Куланай пуҫтараҫҫӗ апла? — Нисамран мар, ыттисенчен, хӑйне ҫаратса кайнӑ ҫынсенчен ыйтнӑ пек ҫухӑрса ячӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑҫта пурӑннине вара ҫынсенчен пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Муралей хапхи патӗнче, ашшӗсемпе пырса тухнӑ чухне курнӑ пекех, кӗҫӗн подьячисем ӗҫлетчӗҫ — хӑйсен умӗнче тӑракан ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ ҫынсенчен тем ыйтса пӗлеҫҫӗ, вӗсем каланине хут ҫине ҫыраҫҫӗ, вӑрҫаҫҫӗ, хӑш-пӗрисене чышкӑпа хӑмсарсах айккинелле хӑвалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ку ҫынсенчен ыйтса тӗпчес пулать — камсем вӗсем, хан нӳхрепне мӗнле ҫакланнӑ?

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Розмыселсем крепость патне кукӑр-макӑр ҫул — апроши чавма тытӑннине ырларӗ вӑл, Алексей Адашевпа Григорий Выродкова хӳме ҫывӑхне тар ытларах турттарса пыма хушрӗ, патша полкӗнчи ҫынсенчен ҫуррине ҫапӑҫӑва илсе кайма ирӗк пачӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эх, чӗлхӳне пула ахалех асап куратӑн эс, мӑрса ҫынни! — терӗ витере ларакан ҫынсенчен пӗри воинсем алӑка тул енчен сӑлӑп хурса айккинелле пӑрӑнсан.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пит-куҫна пытаратӑн та ҫынсенчен

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн кирлӗ сире ҫав турӑ ӗҫӗпе ҫӳрекен ҫынсенчен?

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун валли ман хатӗр читлӗх ҫукчӗ, килти ҫынсенчен ан хӑратӑр тесе, эп ӑна кӑмака ҫине лартрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Тӗрӗс каларӑн эс паян Тимофей Ивановича: ҫынсенчен мӗнрен кая?

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Мӗн эпир ҫынсенчен пытанса ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

«Тӗлӗнмелле ҫынсенчен, — шухӑшларӗ Борис, — юрӑ, юрӑ…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Курмастӑн-им, пирӗн анкарти ҫынсенчен икӗ утӑм ҫинҫерех…

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Гена «элекленипех» колхоз председателӗ Элекҫие ҫынсенчен укҫа илнӗшӗн правление чӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Анне, ҫынсенчен вӑл халӗ те укҫа илет-им?

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ытти ҫынсенчен юлас ҫуккине туйрӑм, — ҫирӗппӗн каларӗ Санюк.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Аттепе анне мана ӑспа ытти ҫынсенчен катӑк тунӑ тесе те эп сахал мар куляннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Вӑл кӑҫал та, яланхи пекех, ҫынсенчен ана илнӗ: хӑй кил-йышӗпе вырса ӗлкӗреймест.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех