Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсенчен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Прихутри ҫынсенчен тӑхӑр вунӑ проценчӗ тӗне кӗнӗ.

Ну, скажем, в приходе около девяноста процентов крещеные.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсенчен уйрӑм вӑл, ҫавӑ ырӑ мар.

Но вот беда: при всем при этом он чувствует себя здесь чужим.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл хӑй те ҫынсенчен катӑк мар-ҫке.

Так Яндул тоже не обсевок в поле, а равный среди людей.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсенчен юлман ҫав.

— Как же, от людей не отстаю, верно.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ват ҫынсенчен ютшӑнмастӑн.

К тому же стариков не чураешься.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кив йӑласене унччен те тытса пынӑ-ха Тӗмеркке, ҫынсенчен юлман.

Тимеркке и раньше почитал старинные обряды, не отставал от односельчан.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑнтӑрла йыт-качкаран, кӳршӗ карчӑкӗнчен, ют ҫынсенчен, ашшӗнчен хӑрать.

Днем он боится злых собак, соседской бабки-колдуньи, чужих людей.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑш-пӗр тӗлӗшпе ирттеретӗн те вӗсенчен, мӗншӗн тесен вулама-ҫырма пӗлетӗн Ҫав вӑхӑтрах… катӑк эс ҫынсенчен.

А кое в чем и получше иных будешь: ты же грамотный, умеешь читать и писать. И в то же время отстаешь от людей…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нихӑш енчен те катӑк мар эс ҫынсенчен.

Ничем не хуже других.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсенчен илтнисене хам валли асӑнмалӑх ҫыра-ҫыра хуратӑп.

Я записываю все истории, что слышу от разных людей.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Килтисем те юратмаҫҫӗ ӑна, вӑл чӑваш пулнишӗн ҫынсенчен вӑтанаҫҫӗ.

Домашние тоже его не любят, стыдятся, что он чуваш.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсенчен ӑслӑрах пулас тетни?

Иль умней всех хочешь быть?

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Районти тӗп больница тухтӑрӗ Инна Ефремова пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере чир паллиллӗ ҫынсенчен 490 анализ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чир сарӑлас хӑрушлӑх ӳсет // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/06/%d1%87%d0%b ... %b5%d1%82/

Фельдшер — нумай енлӗ медицина ӗҫченӗ ҫеҫ мар, ялти чи хисеплӗ ҫынсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/

Ҫынсенчен вӑтанса, арӑмӗ туртнипе мар, ӳсӗрнипе ӳкме тӑнӑ пек кӑтартма тӑрӑшса вӑл хӑй вырӑнне ларать.

Стесняясь людей, он старается показать, что повалился нет от жениного толчка, а от того, что закашлялся.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ку хӗрарӑм вут патӗнчи ҫынсенчен пурӗ те иккӗшне ҫеҫ асӑрхать: пӗри — упӑшки (ӑна вӑл кашни сӑмахрах татать), тепри — тутар (ун ҫине вӑл хӑйӗн хӗрарӑм шухӑшне пытараймасӑр уҫҫӑн та ҫав тери тӗмсӗлсе пӑхать).

Сидя у костра, женщина держит в поле зрения только двух человек: мужа, которого обрывает на полуслове, едва тот откроет рот, и татарина, к которому не скрывает своих симпатий.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй вӑхӑтенчи ҫынсенчен Шуркассинче кӗҫех никам та юлман.

Вдобавок, она пережила всех своих одногодков, и ровни в деревне ей не осталось.

Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ҫынсенчен ыйт».

— А ты у людей вон спроси.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Курма пуҫтарӑннӑ ҫынсенчен чылайӑшӗ пуҫӗсене чиксе саланма тытӑнчӗҫ.

Собравшиеся посмотреть люди, опустив головы, растерянно молчали.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсенчен инҫех те мар юнланса пӗтнӗ Яриле выртать.

Истекая кровью, лежит Яриле от людей шагах в десяти.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех