Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынсенчен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑмӑл укҫа ӗҫлесе илме сӗнекен ҫынсенчен айккинерех тарӑр.

Держитесь подальше от людей, предлагающих заработать легкие деньги.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахӑртнех, банкран кредит илме е ҫывӑх ҫынсенчен пулӑшу ыйтма тивӗ.

Не исключено, что вам придется брать кредит в банке или обращаться за помощью к своему ближайшему окружению.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑмӑла кайман ҫынсенчен хӑтӑлӑр.

Людей, которые вызывают у вас негативные эмоции, вычеркивайте из своей жизни.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫывӑх ҫынсенчен ҫине тӑрса мӗн те пулин ыйтатӑр тӑк ӑнланманлӑх ҫеҫ кӗтсе илетӗр.

Если вы настойчиво просите что-нибудь у близких, то встретите только непонимание с их стороны.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсенчен мӗн те пулин ыйтас тесен, вӗчӗрхенӳпе ӑнланманлӑх ҫеҫ кӗтсе илетӗр.

Если попытаетесь что-то требовать от родных и близких людей, то получите лишь волну раздражения и непонимания.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫынсенчен ытлашши нумай ыйтма пӑрахӑр, унсӑрӑн сирӗн ҫывӑхра никам та юлмӗ.

Перестаньте предъявлять к людям слишком высокие требования, иначе около вас никого не останется.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сире улталас хӑрушлӑх пур.

Есть вероятность, что один из близких друзей поступит нечестно по отношению к вам.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем тӑвансенчен, ҫывӑх ҫынсенчен укҫа кивҫен илме сӗнмеҫҫӗ.

Звезды не советуют занимать деньги у родных или близких.

23-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юнкун хутсене таҫта та сӑмса чикме юратакан ҫынсенчен айккинерех пытарса хурӑр, унсӑрӑн конкурентсем сирӗн ырӑ кӑмӑлпа усӑ курма пултарӗҫ.

В среду постарайтесь держать свои деловые бумаги подальше от любопытных взглядов, так как конкуренты легко могут воспользоваться вашей доверчивостью.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ун пек ан кала-ха, Эхмемет хӑта, — терӗ ӑна йӑтса тухнӑ ҫынсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑ урамра тӗл пулакан ҫынсенчен: «Мӑрса килӗ ӑҫта кунта?» — тесе ыйтмарӗ, Тукай кил-ҫуртне ахалех шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«18 ҫула ҫитмен инвалид ачан ашшӗ-амӑшӗнчен (ача усрава илнӗ ҫынсенчен) пӗрне, опекуна, пӗрле пурӑнакан попечителе 150 лаша вӑйӗ чухлӗ (110,33 кВт чухлӗ) двигатель хӑвачӗллӗ ҫӑмӑл автомобильсем тӗлӗшпе.»;

«один из родителей (усыновителей), опекун, попечитель ребенка-инвалида в возрасте до 18 лет, проживающий совместно с ним, на легковые автомобили с мощностью двигателя до 150 лошадиных сил (до 110,33 кВт) включительно.»;

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 88 от 20.12.2019

Юлнӑ ҫынсенчен ҫамрӑксене суйласа, хӑйӗнпе илсе каясшӑнччӗ Танук-нойон.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫывӑхри ҫынсенчен пӗлчӗ, Михел пӑлхар йӑлипе туй тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Э, курӑр-ха, Уяр ҫынсенчен кулать! — ҫухӑрать такам.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ҫав ҫынсенчен пӗри пирӗн ватӑ ӗмпичей Сентиер пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавсем пек гениллӗ ҫынсенчен, вӗсем пӗрлешес пулсан, ашшӗ-амӑшӗ пекех гениллӗ ачасем ҫуралӗччӗҫ-ши?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫынсенчен вӑтанасчӗ: ытла киревсӗр сӑмахсемпе хурлатӑн-ҫке Совет влаҫне? — ун патне ҫывхарчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Халь ӗнтӗ кашни иртен-ҫӳрен ясак пуҫтарать! — терӗ кунта килнӗ ҫынсенчен ватӑраххи, Пикментей.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хул хушшине хӗстернӗ тир тӗркемӗсемпе вӗсем унталла-кунталла вӑрттӑн пӑхкаласа, кирлӗ вырӑнта ҫынсенчен пытана-пытана тӑрса пахча хыҫӗпе килелле васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех