Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юханшыв ҫине ҫутӑ йӗр ӳкнӗ пек уйах ҫуттинчен юр ҫине ҫул ӳкет.От света на снег ложилась полоса — лунная дорога, какая бывает на реках.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпир орудисенчен пенипе ҫута ялтӑртатса илнине сӑнатпӑр, вӑл ҫутӑ, март уйӑхӗн хӗвеллӗ кунӗ пулсан та курӑнать; персе янӑ снарядсем сывлӑшра ҫуралса кайнисене пӑхатпӑр, миҫе снаряд ҫурӑлнине шутлатпӑр, крепоҫри наводчиксем тӗл пеме пӗлменнинчен, вӗсем вырӑнсӑрах ӑҫта килчӗ унта пенинчен тӑрӑхлатпӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Каҫхине уйӑх шывӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫетне хӑйӗн тӗлӗнмелле илемлӗ ҫутипе йӑлкӑштарать, тинӗс ҫине ҫутӑ-кӗмӗллӗ уйӑх ҫулӗ выртать те, таҫта ҫитиех шевлеленсе ҫиҫсе, инҫетре ҫухалать; Данилов ҫав ҫутӑ ҫул ҫине сасартӑк кимӗпе чӑмса тухнине курать; кӗсменӗсем, харӑс-харӑс ыткӑнса, ҫутӑ ҫула виҫелӗн касса пыраҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх кӗмӗл ҫумӑр ҫунӑ пек, фосфор йӑлтӑрккипе тулнӑ шыв тумламӗсем юхса анаҫҫӗ.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Е халиччен курман-пӗлмен тусем те, фантастикӑлла чунлӑ мӗлкесем евӗр, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн мӗлтлетсе иртрӗҫ-ши унӑн пуҫӗнче, халиччен курман-илтмен тӳремлӗх те таҫта ҫити сарӑлса курӑнса выртрӗ-ши, сӑмахпа каласа пама ҫук тӗлӗнмелле хитре йывӑҫсен мӗлкисем те таҫти паллӑ мар юханшывсен тӗкӗр пек ҫутӑ питӗнче чӳхенсе-выляса илчӗҫ-ши, кӑвар пек хӗвел те — суккӑр ӑрӑвӑн таҫти-таҫти шутсӑр-хисепсӗр сыпӑкӗсем пӑхса савӑннӑ хӗвел — ҫав пӗтӗм сӑнсем ҫине ҫутӑ сапрӗ-ши?
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ӳсентӑрансене ӑшӑпа ҫутӑ кирлӗ, анчах ытла ӑшӑ та, ытла ҫутӑ та пулмалла мар.Для зелени нужны свет и тепло, но только не слишком много тепла и света.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Куҫне уҫсан таврара каҫ мар, яр ҫутӑ кун курӑнчӗ, анчах ку хӗвелпе мар, ҫулӑмпа ҫуталнӑ хӑрушӑ та усала систерекен ҫутӑ пулчӗ.
I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Эпӗ — тӗттӗмпе калаҫакан ҫутӑ, ҫутӑ вӑл — тӑванлӑх.Я несу вам свет и взываю к вашему невежеству, а свет — он и есть братство.
VIII. Калаҫнипе мӗкӗрни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кӑшт тӑрсан Таманго куҫне ҫутӑ курӑнса кайнӑ, тупӑ сасси илтӗннӗ, унтан татах ҫутӑ, текех вара вӑл нимӗн те илтеймен, курайман.
Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.
Ун шухӑшӗпе космически ҫутӑ пайӑркисем тӗнчере вӗсем пурри ҫулленех уҫҫӑн палӑрать, стратосферӑна вӗҫсе улӑхакансен ҫав «космически ҫутӑ пайӑркисене» сӑнаса вӗренесси тӗп задачӑсенчен пӗри пулса тӑрать, тимӗрпе никкель атомӗсене уйӑрма пултараҫҫӗ, вӗсем ҫапла кашнинчен икшер кремни атомӗ уйӑрса кӑлараҫҫӗ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Эпир кратертан ҫурма ҫарамасах тухнӑ, юлашки икӗ уйӑх хушши пире хӑйӗн ырлӑхне кӑтартман ҫутӑ хӗвел пирӗншӗн ытла та тарават пулса, ҫуттине те, ӑшшине те пӗр хӗрхенмесӗрех парать.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Маттур сунарҫӑ хунарне темӗнле майпа ҫутма пултарчӗ, ҫутти аран мӑчлатать пулин те, вӑл ҫапах ҫав сӗм тӗттӗм ҫӗрте пӑртак ҫутӑ парса тӑрать.
XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫук, хӑрушӑ шар урӑх ҫӗрелле кайрӗ, Ганс патнелле ҫывхарать, вӑл ун ҫине шӑтарас пек тинкерсе пӑхса тӑрать, унтан пичче патнелле шурӗ, унтан пӑрӑнса кайма тӑрӑшса пичче чӗркуҫленсе тӑчӗ: унтан ҫав ҫутӑ шар ман патӑма ҫитрӗ, эпӗ вилнӗ пекех пулса кайрӑм, унӑн ҫуттине вӗрирен чӗтӗресе тӑратӑп; вӑл манӑн ура ҫумӗнчех ҫавӑрӑнкаласа ҫӳрет, эпӗ хамӑн урама туртса илесшӗн, анчах ӑна ниепле те сиктерейместӗп.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Унӑн ҫилпе варкӑшакан вӑрӑм ҫӳҫӗсен кашни пӗрчи вӗҫӗнчех пӗчӗкҫӗ ҫутӑ хӗлхем ялтӑртатса тӑрать, пичӗ-куҫӗ ҫине ҫутӑ ярӑмланса ӳкнипе унӑн сӑн-сӑпачӗ илемлӗн курӑнса тӑрать.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Каҫхи вӑхӑт е тӗрӗсрех каласан, пирӗн куҫсем хупӑна пуҫлакан вӑхӑт ҫитрӗ, мӗншӗн тесен ку океанра ҫӗрле пулмасть, пӗртте сӳнмен ҫутӑ яланах пирӗн куҫа ывӑнтарать, эпир поляр тинӗсӗнчи хӗвел ҫутти пайӑркисем айӗнче ишсе пыратпӑр тесе те калӑн.
XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ку ҫутӑ ҫутҫанталӑкри нимӗн улшӑнмасӑр тӑракан ҫутӑ иккен.Это излучение было постоянным явлением природы и не подлежало изменению.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ку ҫутӑ — ялтӑртатса тӑракан хӗвел ҫути те мар, урӑх ҫӗртен ҫапӑнса ӳкекен ӑшӑ ҫутӑ та мар.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӑл кула-кула илчӗ, ҫынсен аллисене чӑмӑртарӗ, пуҫ тайрӗ, пырне лайӑх ҫутӑ куҫҫулӗ пӑчӑртарӗ, ывӑннипе урисем чӗтрерӗҫ, анчах савӑнӑҫпа тулнӑ чӗри, пурне те хӑй ӑшнелле туртса илсе, унӑн кӑмӑл туйӑмне ҫутӑ кӳлӗ ҫийӗ пек палӑртса тӑчӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑйӗн сывӑ чунӗ ҫакӑн пек ыйтнине сисмесӗрех парӑнса, вӑл хӑй халиччен курнӑ мӗнпур ҫутӑ та таса ӗҫе пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерсе, унран хӑйӗн пӗтӗм туйӑмне йӑмӑхтармалла ҫутӑпа ҫунакан ҫулӑм турӗ…
XVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӗвел аннӑ ҫутӑ уйӑх ҫуттипе хутӑшрӗ, вара пӗлӗтре ҫуталакан, йӑлтӑртатакан, ним хусканман юпасем ӳссе ларчӗҫ.
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Кӗленче ялтӑртатрӗ, пӗчӗкҫеҫ ҫутӑ вӗлтӗртетрӗ, унтан каллех тӗттӗмлӗх ҫӗкленсе хӑпарчӗ, унӑн ҫавӑрӑнса тӑракан хумӗсем витӗр ҫав ҫутӑ ҫеҫ палӑрчӗ.
I // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.