Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитересси (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи пӗлтерӗшли тата капашсӑр пысӑк ӗҫ вӑл – культура ҫуртне тӗпрен юсаса хатӗрлесе ҫитересси.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Ачасем кашни минутрах уяр пӗлӗт ҫинчен Джо пуҫӗ ҫине кӗҫех аҫа ҫапӗ тесе кӗтсе тӑчӗҫ, турӑ ҫитересси час пулманнинчен тӗлӗнчӗҫ вӗсем.

они ожидали, что вот-вот грянет гром с ясного неба и падет на его голову, и удивлялись, отчего так медлит удар.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫакӑ ахальтен марах, мӗншӗн тесен хӑмла ҫитӗнтерсе ӑна пуҫтарса кӗртсе кирлӗ вырӑна ҫитересси пӗрре те ҫӑмӑл ӗҫ маррине маларахри ҫулсенче хӑмла татса кӑна курнисем те чухлаҫҫех пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17

— Пирӗн кунта тӗп тӗллевӗ чӑваш чӗлхине вӗрентсе ҫитересси мар ӗнтӗ.

— Нашей основной целью не является основательное преподавание чувашского языка.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

— Турӑ панӑ шухӑшсене хӑйӗн асапӗ, сӑвӑ йӗркисем урлӑ халӑх патне ҫитересси, обществӑна йӗркеллӗ аталанма, ҫутлӑха туртӑнма пулӑшасси, пурнӑҫра лайӑх ҫынсем ытларах пулнине ӗнентересси.

Куҫарса пулӑш

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Тӗллевӗ вара пӗрешкелех: кӗске, ҫав вӑхӑтрах питӗ пӗлтерӗшлӗ, информацие радио итлекен патне ӑнланмалла чӗлхепе хӑвӑрт тата тӗрӗс ҫитересси.

А цель одинаковая: довести краткую, но в то же время значимую информацию до радиослушателей понятным языком быстро и правильно.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

34. Иисус калать вӗсене: Манӑн апатӑм — Мана Яраканӑн ирӗкне тӑвасси, Унӑн ӗҫне туса ҫитересси.

34. Иисус говорит им: Моя пища есть творить волю Пославшего Меня и совершить дело Его.

Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Республикӑра пурӑнакансем патне информацие мӗнлерех туллин те тӗрӗс тата вӑхӑтра илсе ҫитересси сирӗн ӗҫри ӑсталӑхӑртан тата пысӑк яваплӑхӑртан килет.

От вашего профессионализма и ответственности зависит, насколько объективно и оперативно будет доведена информация до жителей республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9

Чӑваш мифологийӗпе ҫыхӑннӑ «Уйӑхпи» балета вӑхӑт тупса вӗҫне ҫитересси — умри тӗллевсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех