Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинех сăмах пирĕн базăра пур.
ҫинех (тĕпĕ: ҫинех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑвӑрт тумланчӗ, ҫара ури ҫинех аттине тӑхӑнчӗ, васкавлӑн пичӗ ҫине юман пичке шӑрши кӗрекен шыв сапкаларӗ, вара кӑштах пуҫ тайса: — Сталин ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ Ҫемен Давыдов, — терӗ.

Он быстро оделся, натянул на босые ноги сапоги, наскоро ополоснул лицо водой, терпко пахнущей дубовым бочонком, и немножко церемонно раскланялся: — Председатель колхоза имени Сталина Семен Давыдов.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кивелме пуҫланӑ бобрик куртка, салтак пиҫиххипе туртса ҫыхнӑскер, ун ҫинче питӗ меллӗ ларать; шӑтнӑ тӗлӗсене питӗ тирпейлӗ питӗрнӗ тата сапланӑ симӗс шӑлаварӗпе кунчи вӗҫӗ таранах сӑрӑ пылчӑкпа витӗннӗ аттисем те хӑйсен ӗмӗрне тахҫанах ирттернӗ пулмалла ӗнтӗ; унӑн начар тумӗ хушшинче вара кӗмӗл пек йӑлтӑркка, питӗ лайӑх каракультен ҫӗленӗ хутахай кубанкки питӗ палӑрса тӑрать; вӑл ӑна куҫ харшисем ҫинех пусса лартнӑ.

На нем ловко сидела сильно поношенная бобриковая куртка, туго перетянутая солдатским ремнем; аккуратно заштопанные и залатанные защитного цвета штаны и старенькие сапоги, по самый верх голенищ покрытые серой коркой грязи, тоже, как видно, дослуживали сверхсрочную службу у своего владельца; и совершенно неожиданным контрастом в его убогом убранстве выглядела щегольская, отличного серебристого каракуля кубанка, мрачно надвинутая на самые брови.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ, хайхискер, шӑп та шай ман питӗм-куҫӑм ҫинех пырса пусрӗ.

И вот оно наступает мне прямо на морду.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Йӗнерӗ мӑйӗ ҫинех куҫса ларнӑ, татӑлса кайнӑ ӑмӑрлӑх чӗнӗсем ҫӗре ҫити усӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем лаша чӗрнисен хура-хӑмӑр ҫаврашкисене перӗнкелесе илеҫҫӗ.

Нарядная, отделанная серебром уздечка на нем была оборвана, концы поводов болтались, седло сбилось на самую холку, а лопнувшие ремни нагрудника свисали до земли, касаясь исчерна-лиловых раковин копыт.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн вӑйлӑ шӑрши витӗрех ҫапнӑ сӑран пиншакне йӳле янӑ, тӑваткал эрешлӗ кепкине куҫхаршисем ҫинех антарса лартнӑ.

Кожанка его, духовито пахнущая подсолнечным маслом, была распахнута, клетчатая кепка надвинута по самые брови.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗлӗнсе кайнипе Разметновӑн куҫӗсем ҫамки ҫинех тухса ларчӗҫ…

У Размётнова от удивления глаза на лоб полезли…

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ашшӗнчен ниҫталла та пӑрӑнман хӗрӗ, пӗчӗк ача пек ун чӗркуҫҫийӗ ҫинех хӑпарса ларнӑскер, ун сӑмахӗсене илтрӗ.

Но Женя, которая не отходила от отца ни на шаг, а потом и вовсе как маленькая уселась к нему на колени, услышала его и тоже задала вопрос:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл часрах пӳлӗмрен тухса ыткӑнчӗ, Маргарита — ун хыҫҫӑн, пӑлханнипе вӑл хӑйӗн Чебурашкине Федор диванӗ ҫинех пӑрахса хӑварнӑ.

Он бросился вон из комнаты, Маргарита за ним. Женя обнаружила, что Маргаритин Чебурашка все еще у нее,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫапла вара, эпӗ чӑнах та унӑн куҫӗсем ҫинех суртӑм.

Так представьте ж себе, господа, что я таки и плюнул.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах интеллигентлӑ илемлӗ хӗрсене, киркасемпе тӗттӗм хӗрлӗ тӑмлӑ чул пек хытӑ тӑпрана ватнӑ чух искусство тени асне те килместчӗ пулас, ун ҫинчен сӑмах-юмах кӗрсен те — театрти чи юлашки премьера ҫинчен калаҫсан та, Р. художникӑн «Сильва» сценине сӑнласа ӳкерме кирлех те пулманни ҫинчен калаҫсан та, ҫав пуҫран кайми асаплӑ вӑрҫӑ ҫинех сӑмах пырса тухатчӗ, ун ҫинчен манма та ҫукчӗ ҫав.

Но, очевидно, не до искусства было этим красивым, интеллигентным девушкам, дробившим кирками твёрдую, как камень, тёмно-красную глину, и даже когда заходил разговор о чём-нибудь в этом роде — о последней театральной премьере или о том, что художнику Р. не следовало браться за оформление «Сильвы», — за всем этим мучительно неотвратимо стояла война, о которой забыть было невозможно.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗр ҫинех ӳкернӗ.

Прямо на земле нарисованы.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗтӗм арӑш-пирӗш урайне вӗҫет, вӑл стена ҫинчен темле пысӑк портрет антарать, рами те йывӑр, малтан чӗркуҫленнӗччӗ вӑл, халь сӗтел ҫинех пуснӑ та стенапа портрет хушшинче тӑрмӑшать.

Всё летело на пол, потому что он снимал со стены какой-то большой портрет в тяжёлой раме и сперва стал на колени, а теперь ходил по столу и старался залезть между стеной и портретом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗсех тумарӑм эпӗ, урапа тапрӑм, айӑпне ӗнтӗ хам ҫинех илетӗп, анчах вӗт эпӗ те ҫынах, чул катӑкӗ мар.

Я сознаю, что неправильно, особенно ногой, но ведь я тоже человек, а не камень.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Тӗлсене хыпашласа тухасси», паллах, йывӑр ӗҫ пулман, анчах та вӑл нумай мала, пехота линийӗ ҫинех кӑларса пит лайӑх пытарса лартнӑ хӑйӗн батареи хӑйне хӑй вӑхӑт ҫитичченех палӑртасран хӑранӑ.

«Пройтись по целям» не представляло, конечно, никакого труда, но он боялся, что его батарея, выдвинутая далеко вперёд, на линию пехоты, и хорошо спрятанная, может обнаружить себя раньше времени.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех