Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кам та пулин ҫилленмесӗр, йӑлишӗн ҫеҫ: — Мӗнле ҫав эсӗ, Яша пичче, чӗлхӳпе ҫавӑн чухлӗ ӗҫлеме ывӑнмастӑн? — тенӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Чӗлхине кӑларса пӑрахнӑ хура йытӑ ҫулакансем патӗнчен кӳме еннелле чупма тытӑнать, ахӑртнех, ҫынсене вӗрсе кӗтсе илес тет пулӗ вӑл, анчах ҫурма ҫултах чарӑнать те хӑйне пушӑпа юнакан Дениска ҫине ҫилленмесӗр пӑхать: ҫук, вӗрмешкӗн шӑрӑх!
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пурне те ним чееленсе-туса тӑмасӑр, ытахальтен кӑна тенӗ пек пӗлесшен пулакан ҫынсем: «эпӗ те эс пӗлесшӗн тӑрӑшакан япалапах интересленсен, эсӗ ман ҫине ним ҫилленмесӗр пӑхӑн, ху мӗн пӗлнине йӑлтах каласа парӑн», тенӗ пек пӑхаҫҫӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ну, тӑрах эппин, — ҫилленмесӗр те ывӑнчӑклӑн каларӗ Лушка.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ан ӗнен ӑна, усала, Давыдов юлташ! — халӗ ӗнтӗ ним ҫилленмесӗр кулса каларӗ стрепке.— Не верь ты ему, проклятому, товарищ Давыдов! — уже беззлобно посмеиваясь, сказала стряпуха.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Хӗнетӗп, киревсӗр, — ҫилленмесӗр каларӗ хуралҫӑ, унтан, ман енне ҫаврӑнса, кӑмӑллӑн хушса хучӗ:— Вздую, подлая, — не сердясь, пообещал сторож и добродушно, словоохотливо обратился ко мне:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫине тӑрсах калатӑп: арҫынсем пӗр ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр, таса аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе пур ҫӗрте те кӗлӗ туччӑр; 9. хӗрарӑмсем ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ тумланччӑр, хӑйсене вӗсем ҫӳҫне-пуҫне тем тӗрлӗ тирпейленипе мар, ылтӑн та ӗнчӗ ҫакнипе мар, хаклӑ тум тӑхӑннипе мар, 10. ырӑ ӗҫ туса капӑрлатчӑр — Турра юраса пурӑнма пулнӑ хӗрарӑмсене ҫавӑ килӗшет.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2