Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратсассӑн (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турӑ ҫырнине тупсассӑн, урӑххине юратсассӑн — телейлӗ пулӑн, Петр Андреич; а эпӗ вара сирӗншӗн, иксӗршӗн те… — терӗ те вӑл, ҫавӑнтах йӗрсе ярса, ҫаврӑнса утрӗ.

Коли найдешь себе суженую, коли полюбишь другую — бог с тобою, Петр Андреич; а я за вас обоих, — отвечала Маша, тут она заплакала и ушла от меня.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // .

Эс калаттӑн: юратсассӑн Уйрӑлма йывӑр иккен.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

14. Пуринчен ытла сирӗн юрату пултӑр, юратсассӑн сирӗнте пур ырӑлӑх та пулӗ.

14. Более же всего облекитесь в любовь, которая есть совокупность совершенства.

Кол 3 // .

13. Ҫывӑрма юратсассӑн — ҫуклӑха тӑрса юлӑн; куҫна ан хуп — вара тӑраниччен ҫӑкӑр ҫийӗн.

13. Не люби спать, чтобы тебе не обеднеть; держи открытыми глаза твои, и будешь досыта есть хлеб.

Ытар 20 // .

22. Эсир ӗнтӗ эпӗ сире ӳкӗтлесе калакан ҫак ӳкӗтсене пурне те тытса пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, кирек ӑҫта та Унӑн ҫулӗпе ҫӳресессӗн, Унӑн ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа ҫак пур халӑха та сирӗн умӑртан хӑваласа ярӗ, эсир вара хӑвӑртан йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑхсене пӑхӑнтаратӑр; 24. урӑр ҫитсе пуснӑ кирек хӑш вырӑн та сирӗн пулӗ; пушхиртен, Ливан патӗнчен пуҫласа, юханшывран — Евфрат юханшывӗнчен — пуҫласа анӑҫ тинӗсӗ хӗррине ҫитичченех сирӗн ҫӗр пулӗ; 25. никам та сире хирӗҫ чӑтса тӑраймӗ: эсир кирек хӑш ҫӗре ҫитсе ура ярса пуссассӑн та, Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — Хӑй хӑвӑра каланӑ пек, — ҫав ҫӗре сирӗн умӑрта сехӗрлентерсе, чӗтретсе ӳкерӗ.

22. Ибо если вы будете соблюдать все заповеди сии, которые заповедую вам исполнять, будете любить Господа, Бога вашего, ходить всеми путями Его и прилепляться к Нему, 23. то изгонит Господь все народы сии от лица вашего, и вы овладеете народами, которые больше и сильнее вас; 24. всякое место, на которое ступит нога ваша, будет ваше; от пустыни и Ливана, от реки, реки Евфрата, даже до моря западного будут пределы ваши; 25. никто не устоит против вас: Господь, Бог ваш, наведет страх и трепет пред вами на всякую землю, на которую вы ступите, как Он говорил вам.

Аст 11 // .

13. Манӑн ӳкӗтӗмсене, паян сире вӗрентсе калас ӳкӗтӗмсене, итлесе пурӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, юратсассӑн, Ӑна пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӑхӑнса тӑрсассӑн, 14. сирӗн ҫӗрӗре малтанхи ҫумӑрне те, кайранхи ҫумӑрне те вӑхӑтлӑ парса тӑрӑп; эсӗ хӑвӑн тырпулна та пуҫтарса кӗртӗн, эрехне те, йывӑҫ ҫӑвне те туса илӗн; 15. хирӳнте выльӑху-чӗрлӗхӳ валли курӑк та парӑп, ҫапла вара тӑраниччен ҫисе пурӑнӑн.

13. Если вы будете слушать заповеди Мои, которые заповедую вам сегодня, любить Господа, Бога вашего, и служить Ему от всего сердца вашего и от всей души вашей, 14. то дам земле вашей дождь в свое время, ранний и поздний; и ты соберешь хлеб твой и вино твое и елей твой; 15. и дам траву на поле твоем для скота твоего, и будешь есть и насыщаться.

Аст 11 // .

Кӑштахран Петӗр Ҫӑлкуҫӑн «Юратсассӑн» сӑвви валли кӗвӗ ҫырӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех