Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чиркӳ тӑрринчи хӗрес, тин ҫеҫ ҫӗнӗрен ылттӑнланӑ пек, ялкӑшса ҫунса тӑнӑ.А крест на колокольне сиял и горел, будто его только что облили свежим золотом.
VIII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Вӗсене хирӗҫ пастырьсен ылттӑнланӑ ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ архиерей аллине хӗрес тытса тухсан, ун хыҫҫӑн ылттӑнланӑ ҫута ризӑсем тӑхӑннӑ мӗнпур пупсем иконсемпе хӗрессем йӑтса тухсан, козаксем пуҫӗсене тайрӗҫ те ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Бурсӑра вӗренекенсем пачах урӑх ҫынсем пулса тӑчӗҫ: вӗсем вараланчӑк атӑсем вырӑнне кӗлине кӗмӗл такан ҫапнӑ хӗрлӗ атӑ, пин пӗркеленчӗклӗ, сарлакӑшӗпе хура тинӗс сарлакӑшлӗ шӑлавар тӑхӑнчӗҫ, шӑлавар ҫийӗнчен ылттӑнланӑ пиҫиххи ҫыхса ячӗҫ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Сентресем ҫинчи кӗтессенче симӗс тата кӑвак кӗлӗнче кӑкшӑмсем, бутылкӑсемпе фляжкӑсем, Венеци ҫыннисем, туроксем, чӗркессем касса тунӑ кӗмӗл черккесем, ылттӑнланӑ алтӑрсем тӑраҫҫӗ: ун чухнехи вӑрҫӑлла вӑхӑтсен йӑлипе вӗсем Бульбӑн пысӑк пӳлӗмне ытти ҫынсем урлӑ килсе кӗнӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Стена ҫумӗнче хӗҫсем, нухайккасем, кайӑк тытмалли танатасем, сеткӑсемпе пӑшалсем, кӗмӗл тӑхаллӑ чӗн тӑлӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, унтах тата тар хумалли илемлӗ мӑйракапа ылттӑнланӑ йӗвен ҫакӑнса тӑрать.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Эпӗ, хам парламент членӗ пулсан, ылттӑнланӑ карета ҫинче ҫӳреме пуҫласан, ҫак ҫинҫе ураллӑ шӑрчӑксенчен пӗри ман патӑма, шуйттан манах патне пынӑ пек, йӑтӑнса кӗнине кӑмӑлламастӑп.
XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫапла калать те старик, Чапая кӗмӗл хӗҫпе ылттӑнланӑ пӑшал тыттарать.
Юмаx // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Акӑ сана тата кӗмӗл хӗҫ, акӑ ылттӑнланӑ пӑшал — ил, вӗсем санӑн чи ҫывӑх тусусем пулӗҫ.А вот тебе серебряная сабля и ружьё позолоченное — они будут твоими первыми друзьями.
Юмаx // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Лампа тӗрӗллӗ сенкер стенасене, тӗттӗм хӗрлӗ шкапа, йӑхран йӑха юлса пынӑ ылттӑнланӑ таблицӑна тата кӑмӑлтан калаҫса ларакан Юаньмаотунь ялӗнчи помещиксен пуҫӗсене ҫутатма пуҫларӗ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Триумфатор пурпурлӑ тогӑпа, пуҫӗ ҫине лавр венокӗ тӑхӑнса, ылттӑнланӑ колесницӑпа Рима пырса кӗнӗ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Унӑн кухарки нӳхрепелле кайнине сыхласа тӑрса, эпӗ хыҫалти пусма тӑрӑх улӑхса, пӗчӗк хӗрарӑмӑн хваттерне чупса кӗтӗм, кухняна кӗрсе карӑм — никам та ҫук, пӳлӗмелле кӗтӗм — закройщик майри сӗтел патӗнче ларать, пӗр аллинче унӑн ылттӑнланӑ йывӑр чей чашки, тепринче — уҫса хунӑ кӗнеке; вӑл хӑраса карӗ, кӗнекине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытрӗ те хыттӑнах мар кӑшкӑрма тапратрӗ:
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чаршав хыҫӗнчи палламан ҫынсем пысӑк михӗсем ӑшӗнчен ула-чӑла курткӑсем, ылттӑнланӑ туясем турта-турта кӑларнӑ, маскӑсене тӑхӑнкаласа виҫсе пӑхнӑ, сурӑх ҫӑмӗнчен тунӑ мӑйӑхсене суя сухалсем ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
«Этеме ҫавӑн чул чаплӑ илемлех кирлӗ-ши?» — шухӑшлать Горева, ылттӑнланӑ, тӗкӗрсем лартса тухнӑ тата пурҫӑнпа сӑрнӑ пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳренӗ май.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Исполкомран ҫул урлӑ ларакан готически стильпе тунӑ костёлӑн ылттӑнланӑ хӗресне хӗвел ҫиҫтерсе ҫутатать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
«Ҫук», терӗ вӑл хӑйне хӑй: «эсӗ кирек камӑн аслашшӗ пулсан та, эпӗ сана ылттӑнланӑ рамӑпа кӗленче айне вырнаҫтарса хуратӑп».
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Сулӑ ҫинче ларакан ачасем ылттӑнланӑ саспаллисемпе «Леонид Красин» тесе ҫырнӑ карап хӳри ҫинче флагшток патӗнче сенкер трусик тӑхӑннӑ пӗчӗк кӗлетке тухса тӑнине курчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пирӗн ҫумрах питӗ пысӑк, кӑткӑс, йӑлт вӗресе тӑракан пурнӑҫ юхса выртать, турӑлла таса та вут-ҫулӑмлӑ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ, ылттӑнланӑ кивӗ идолсем арканаҫҫӗ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Сӗтел ҫинче яшка ҫу ҫуртисем, икӗ ҫурта, ҫунаҫҫӗ, стенасене ылттӑнланӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ.Она освещена была двумя сальными свечами, а стены оклеены были золотою бумагою.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
- 1