Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывӗ (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗлле кӗленче савӑт ӑшне шыв тултарса, ӑна тула кӑларса лартсан, шывӗ шӑнса каять те савӑтне ҫурса пӑрахать.

Если налить воды в бутылку и поставить на мороз, вода замерзнет и разорвет бутылку.

Сивӗре йывӑҫсем мӗншӗн шартлатаҫҫӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сивӗ пӳрте шывпа ак ҫапла ӑшӑтаҫҫӗ: пӗр-пӗр савӑтпа шыв тултарса лартаҫҫӗ те, шывӗ шансан, пӑрне тула илсе тухаҫҫӗ; татах шӑнсан, татах илсе тухаҫҫӗ.

Водой можно вот как греть: провести в холодный дом воду; когда вода замерзнет, так лед выносить вон; опять замерзнет,— опять выносить вон.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сывлӑш шывран ӑшӑрах пулсан, шывӗ ӑшӑнать, сывлӑш сивӗнет.

Если воздух теплее воды, то вода согреется, а воздух остынет.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сывлӑшӗ ӑшӑ, шывӗ сивӗ пулсан, мӗн пулӗ?

Но если воздух теплый, а вода холодная, что будет?

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шывӗ нумай пулсан — пӑрӗ ирӗлет, пӑрӗ нумай пулсан — шывӗ шӑнса ларать.

Лед растает, если воды много, и вода замерзнет, если льду много.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӑр ҫине шыв тӑксан, пӑрӗ ӑшӑнать, шывӗ сивӗнет.

А если польешь воды на лед, то лед потеплеет, а вода похолодеет.

Пӑр, шыв, пӑс // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шывлӑ чӳпӗке кӑшт чӑмӑртасанах шывӗ юхса тухать.

Чуть похолодней воздух и чуть пожать губку, и потечет.

Чӳрече тарланипе сывлӑм ӳкни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Чӳпӗке кӑшт чӑмӑртасанах шывӗ юхса тухать.

Но только что пожмешь ее, вода польется.

Чӳрече тарланипе сывлӑм ӳкни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Шыва известь, е тӑвар, е тата пӗр-пӗр ытти ирӗлекен япала ярса вӗретсен, шывӗ пӑс пулса кайса пӗтет те, хайхи япаласем пурте харпӑр хӑй майлӑ пула-пула лараҫҫӗ: хӑшӗ виҫӗ кӗтеслӗ юпа пек, хӑшӗ сакӑр кӗтеслӗ юпа пек, хӑшӗ кирпӗч пек, хӑшӗ тата ҫӑлтӑр пек пулса лараҫҫӗ, пурте харпӑр хӑй майла пулса ларать.

Если насытить воду известкой, или другою солью, или еще чем-нибудь, то каждая вещь, когда вода выйдет паром, сложится по-своему: какая в трехгранные столбики, какая в восьмигранные, какая кирпичиками, какая звездочками, — каждая по-своему.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ахаль тӑвара шыва ярса ирӗлтерсе, шывне ӑшӑтсан, ҫавӑн пекех шывӗ пӑс пулса сахалланать те, ытлашши тӑвар тӗпне ҫӑнӑх пек лармасть, тӑп-тӑваткал тӑватӑ кӗтеслӗ япала пула-пула ларать.

Если насытить воду простою солью, согреть и также дать уйти воде паром, то лишняя соль сложится тоже не порошком, а кубиками.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Селитр ярса ирӗлтернӗ шыва ӑшӑ ҫӗре лартсан, шывӗ пӑс пулса сахалланать те, ытлашши селитрӗ татах ҫавӑн пек ултӑ кӗтеслӗ пула-пула ларать.

Если насытить воду селитряным порошком и поставить в теплом месте, то вода уйдет паром, а селитра лишняя также сложится столбиками шестигранными.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Нумай вӗретсен, ирӗлекен япали тӑрса юлать, шывӗ пӑс пулса кайса пӗтет.

Вещь останется сама по себе, а вода уйдет паром.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Тата хытӑрах вӗретсен, шывӗ пӑс пулса каять те, тӑварӗ тата ытларах ларса юлать.

А если больше станешь греть воду, то сама вода уйдет паром, и соли еще больше останется.

Япаласенӗн пайӗсем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Телее пула, ӗҫме-ҫиме тиенӗ фургон хӑйне кӗттерсе тӑмарӗ, вара кӑнтӑрла ҫитиччен нумай малтан хаваслӑ компани пысӑк мӑйӑр йывӑҫҫин сулхӑнне — Рио-де-Нуэсес шывӗ хӗррине вырнаҫса ларчӗ.

К счастью, фургон с провизией не заставил себя ждать, и еще задолго до полудня веселая компания расположилась в тени большого орехового дерева на берегу Рио-де-Нуэсес.

XIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Леона шывӗ ҫине хӗвел пайӑркисем килсе ӳкнӗ ҫӗре экскурси ҫула тухса кайма хатӗр пулнӑ, ӑна сыхлама ҫирӗм драгун пынӑ.

Как только солнечные лучи заиграли на зеркальной глади Леоны, экскурсия под охраной двадцати драгун была готова двинуться в путь.

XIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хӑнана чӗннӗ фортри офицерсен чаплӑ мундирӗсемпе эполечӗсем, ҫар музыкки, Каса-дель-Корво нӳхрепӗсенчи пит аван авалхи эрехсем, — ҫаксем пурте ӗҫке-ҫике чаплӑ тунӑ, кӳн пеккине Леона шывӗ тӑрӑхӗнче ку таранччен курман-мӗн.

Блестящие мундиры приглашенных офицеров форта, военная музыка, прекрасные старые вина погребов Каса-дель-Корво — все это придавало пиршеству тот блеск, который был еще до сих пор неизвестен на берегах Леоны.

XII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Рио-де-Нуэсес шывӗн пӗр юппи пулакан Аламо шывӗ хӗрринче пӗр чаплах мар, ҫапах та хитрен курӑнакан кил-ҫурт ларнӑ; кун пек кил-ҫуртсем Техасра тем чухлех.

На берегу реки Аламо, одного из притоков Рио-де-Нуэсес, стояло скромное, но живописное жилище, одно из тех, каких много в Техасе.

V сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Эпӗ Леона шывӗ хӗрринче Индж форчӗ ҫывӑхӗнче вырӑн илтӗм.

Я купил усадьбу на реке Леоне, вблизи форта Индж.

II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫӗнӗ ҫӗре куҫакансем Миссисипи шывӗ хӗрринчен, Луизиана штатӗнчен, килеҫҫӗ.

Переселенцы едут с берегов Миссисипи, из штата Луизиана.

I сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ку ӗнтӗ ҫӗнӗ ҫӗре куҫакан ҫын хӑйӗн пурлӑхне Леона шывӗ хӗрринчи пӗр-пӗр ҫӗнӗ яла турттарса каять пулӗ.

Скорее всего, какой-нибудь переселенец перевозит свое имущество в один из новых поселков на берегу реки Леоны.

I сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех