Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шутсӑрах хӑраса ӳкнӗскере вара пурте харӑс алӑ ҫупса ырларӗҫ, вӑл хӑй вӗренсе хунӑ пек пуҫ тайрӗ те айккинелле пӑрӑнчӗ.Еле живой от страха, поклонившись, как автомат, удалился под гром рукоплесканий.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Лешӗ шутсӑрах хӗпӗртесе кайнӑ, вӑл хӗпӗртенинчен тӗлӗнмелле те пулман: учителӗ унӑн ашшӗ килӗнче апатланнӑ, арҫын ачан учителе кураймасӑр пурӑнмашкӑн сӑлтав та нумай пулнӑ.
21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Чи усал пуласси тӗлне ҫитсен те, Беккин шутсӑрах вырӑнтан тӑрса унта пӗтӗмпех Альфред Темпль айӑплӑ, тесе каласси килсе кайрӗ, ҫапах та вӑл хӑйне хӑй чарчӗ те шӑп ларчӗ.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем пурте шутсӑрах хӑравҫӑсем те ачашскерсем.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫавӑнпа вал нимӗн те шарламарӗ, анчах хӑй шутсӑрах ҫирӗпленчӗ.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Эпӗ сире чуптуса илнӗ чухне эсӗр вӑранманшӑн та эпӗ халӗ питӗ кулянатап, чӑнах та шутсӑрах куланатӑп.Жалко, что вы не проснулись, когда я вас поцеловал, право, жалко.
19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫавна аса илсен, ӑна шутсӑрах намӑссӑн туйӑнса кайрӗ, ӑна хӑйне вут-ҫулӑм пӗҫертсе илнӗ пекех пулчӗ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Эмми хӑйне тав тунине тата вӑл питӗ телейлӗ пулнине курса тӑмашкӑн Томшӑн шутсӑрах намӑс туйӑнчӗ.Совесть не позволяла ему больше смотреть на простодушную радость Эми.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Бекки ун еннелле пӗртте пӑхманнипе (ӑна хӑйне ҫавӑн пек туйӑнчӗ) вӑл шутсӑрах вӗчӗрхенчӗ.И его просто бесило, что Бекки, как ему казалось, даже не замечает его существования.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем иккӗше те картинкӑллӑ кӗнеке пӑхса лараҫҫӗ, ҫав ӗҫе шутсӑрах чикӗннипе вӗсем ыттине нимӗне те астуман пекех.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫака вара Тома шутсӑрах хӗпӗртеттерчӗ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн тантӑшӗсем вӑл ҫухалса ҫӳренине пӗлмӗш пулма тӑрӑшрӗҫ, анчах хӑйсен ӑшӗнче шутсӑрах кӗвӗҫсе асапланчӗҫ.Его ровесники делали вид, будто он вовсе никуда не убегал, и все-таки их терзала зависть.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл ушкӑнӗпе хӑй ҫине пӑхнине курмӑш, пӑшӑлтатнисене илтмӗш пулма тӑрӑшрӗ, анчах ҫавсем ӑна шутсӑрах хӗпӗртеттерчӗҫ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тунтикун ирхине апатланса ларнӑ хушӑра Полли мӑнӑккӑшӗпе Мэри Том ҫине шутсӑрах кӑмӑллӑн пӑхрӗҫ, ӑна мӗн кирлине пурне те юратсах туса тӑчӗҫ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем ҫӗнӗ искусствӑна вӗреннӗшӗн шутсӑрах мӑнаҫланса хӗпӗртерӗҫ, хӑйсем тӑруках ултӑ индеец ӑрӑвӗн тирӗпе скальпӗсене сӳсе илме пултарнӑ пекех савӑнчӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Сурчӑк ҫӑварсенче шутсӑрах тӗлӗнмелле нумай пуҫтарӑнчӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том ӑна хыҫран пӑхса тӑчӗ, унӑн та, мӑнкӑмӑлланассине йӑлтах аяккалла сирсе пӑрахса, шутсӑрах вӗсем хыҫҫӑн каяс килчӗ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн шутсӑрах кимме «ярса илесси» те килчӗ: кимӗ те пӑртак карап шутне кӗрет вӗт, ҫавӑнпа ӑна пират та тытса илме пултарать.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем питӗ хӗпӗртерӗҫ, анчах хӑйсем шутсӑрах ывӑннӑ.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Том шутсӑрах хитреленсе кайрӗ, анчах ун сӑнӗ питӗ хурлӑхлӑ курӑнать.Теперь он выглядел очень нарядно и чувствовал себя очень неловко.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.