Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутласшӑн (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫакӑн ҫинчен никам та шутласшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ, эсӗ савакан плебей мӗнле — вӑл сана хӑй ҫынни вырӑнне пачах та шутласшӑн мар.

Вот твой обожаемый плебей — он не считает тебя своим.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах Наполеон кунта та хӑйне ҫӗнтернӗ тесе шутласшӑн пулман.

Но и здесь не хотел Наполеон признать себя побежденным.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

— Эпӗ диктатортан тухрӑм, хамӑн килти пурнӑҫа таврӑнтӑм, эсир мана ҫапах господин тесе шутласшӑн.

— Я отказался от власти, ушел от дел, а вы все еще видите во мне своего господина!

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Халӗ вӗсем ун ҫинчен пачах шутласшӑн мар.

Теперь им было не до того…

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Уэлдон миссис кун ҫинчен шутласшӑн та пулмарӗ.

Миссис Уэлдон предпочитала не искать ответа на этот вопрос.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Урӑхла пуласса шанса тӑнӑ ҫӗртех Дик Сэнд кун пекки ҫинчен шутласшӑн та пулманнинчен тӗлӗнмеллиех ҫук.

Неудивительно, что Дик Сэнд также не хотел думать о ней, пока у него еще была хоть какая-то надежда на иной исход.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ну, сыв пулӑр, эпӗ ку пӗр виҫ-тӑват уйӑхлӑха, ну — ҫур ҫуллӑха пулӗ, тесе шутласшӑн.

— Ну, до свиданья, я хочу думать — месяца на три, на четыре, на полгода, наконец!

XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫак йӗркесене пӑснине эпӗ МТС-шӑн чи усал та сиенле айӑп тунӑ вырӑнне шутласшӑн, ертсе пыракансенчен эпӗ ман ҫавӑн пек йӗрке тытса пыма анлӑ ирӗк пама ыйтатӑп, трактористсене ман ҫине кӳренме хушмастӑп.

Я хочу за нарушение этих правил взыскивать, как за самый злой и вредный для МТС поступок, и прошу руководство дать мне на этот счет широкие полномочия, а трактористов прошу на меня не обижаться за строгость.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Григорий Васильевич килне таврӑннӑ чух ҫул ҫинче те, килӗнче ывӑлӗпе вылянӑ вӑхӑтра та ҫӗнӗ вырттарнӑ чирлӗ ҫынпа пулас операци пирки тем териех шутласшӑн мар тӑрӑшрӗ, анчах ниепле те шутламасӑр тӑма пултараймарӗ.

По дороге домой и дома, играя с сыном, Григорий Васильевич, как ни старался прогнать от себя мысли о новом больном и предстоящей операции, сделать этого не мог.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ман пирки шутласшӑн та мар эсӗ! — Олеҫҫӑна хирӗҫ хамра йӳҫӗ, чирлӗ, ырӑ мар ӳпкев хускалнине туйса, хыттӑнах каласа хутӑм эпӗ.

Обо мне ты и думать даже не хочешь! — воскликнул я, чувствуя, как во мне подымается горький, больной, недобрый упрек против Олеси.

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫапла калӑр Симка аппӑра: Василий Жмырев, тейӗр, планетарие чӗнет, ирӗкре ҫӑлтӑр шутласшӑн мар вӑл манпа.

Так и скажите вашей Симочке: Василий, мол, Жмырев звал в Планетарий звезды смотреть, раз на воле со мной не желает.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пӗлетӗп эп, чылайӑшӗ сиртен: Крупицына хӑй телейне вӗҫертрӗ тесе шутласшӑн.

— Я знаю, что многие из вас думают, будто Крупицына упустила свое счастье.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех