Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Мӗн шутларӑн вара эс? —
XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Вӗлерме шутларӑн эппин, Совет влаҫне сутакан ирсӗр?— Значит, решил убить, подлый ты предатель советской власти?
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Эсӗ шутларӑн вӗт, мучи, мӗн ыйтатӑн, — тавӑрчӗ Лукашка, тепӗр еннерех пӑрӑнса.— А ты небось считал, дедука, что спрашиваешь, — отвечал Лукашка, отворачиваясь.
XXXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл мана: «Мӗн тума шутларӑн эс, ҫӗлен ҫури?»
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Эсӗ, хӑнчӑр куҫупа пӑхса, тулла кукуруза тесе шутларӑн пулас!
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Урӑх сукмак ҫине сиксе ӳкме шутларӑн.
32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Маттур шутларӑн задачӑсене.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
13. Нумайӑшӗ ун патне пыра пуҫларӗ, хӑшӗсем хаваслӑ сӑнлӑ, хӑшӗсем салху сӑнлӑ, хӑшӗсен алли-урине ҫыхса лартнӑ, хӑшӗсене илсе пычӗҫ — эпӗ питех те хӑранипе вӑранса кайрӑм, вӑрантӑм та 14. Ҫӳлти Туррӑма ҫапла каларӑм: Эсӗ малтан Хӑвӑн чуруна хӑватсем кӑтартрӑн, манӑн кӗллӗме йышӑнтӑн, эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ тесе шутларӑн; 15. апла ҫак тӗлӗк тупсӑмне те уҫса парсамччӗ мана, 16. мӗншӗн тесессӗн, эпӗ хам ӑсӑмпа ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫав кунсенче чӗрӗ юлнисене хуйхӑ ҫитӗ, вилнисене тата пысӑкрах хуйхӑ ҫитӗ: 17-18. ҫав кунсемччен чӗрӗ хӑварманнисем юлашки кунсенче мӗн пуласса, анчах хӑйсем ҫавӑнта хутшӑнайманнине ӑнланса хурланӗҫ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара каларӑм эпӗ: эй Ҫӳлхуҫа Патша! эхер те эпӗ Санӑн умӑнта тивлет илтӗм пулсассӑн, Эсӗ мана ыттисенчен тӳрӗрех тесе шутлатӑн пулсассӑн, манӑн кӗллӗм Сан патна ҫитрӗ пулсассӑн, 8. мана тӗреклӗх пар, мана, Хӑвӑн чуруна, ҫак хӑрушӑ курӑнӑвӑн тупсӑмне кӑтарт, ҫапла манӑн чунӑма пӗтӗмпех лӑплантар, 9. мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мана юлашки вӑхӑта кӑтартма тивӗҫлӗ тесе шутларӑн, терӗм.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.