Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Эппин ку китаец — Алешӑн тепӗр ашшӗ», — шутларӑм эпӗ.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Этем ӑруне кашкӑрсемпе путексем ҫине, хӑлатсемпе кӑвакарчӑнсем ҫине, ҫӑтаканнисемпе ҫӑтӑнмаллисем ҫине пайланса пурӑнма пӳрнӗ, ҫавӑнпа эпӗ хам валли йывӑр задача суйласа илтӗм; эпӗ влаҫа туртса илме, ҫав икӗ ушкӑнӑн пурнӑҫӗсене пӗр-пӗрин вырӑнне улӑштарса лартма, пусмӑрлаканнисене пусмӑра кӗртсе лартма, ҫӑтаканнисенчен ҫӑтӑнмаллисем туса яма шутларӑм.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗррехинче, аннепе иксӗмӗр ҫеҫ чухне, унпа калаҫма шутларӑм.
Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив
Тепрехинче хамах сума шутларӑм.
Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив
Ӑна ӗнтӗ эрех ӗҫсе янӑшӑн арестлеҫҫех тесе шутларӑм эпӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗтрӗм ӗнтӗ! тесе шутларӑм эпӗ, лартрӗҫ мана ҫав ҫынсем, халӗ ӗнтӗ мана валли ҫул ҫитмен преступниксен колонийӗнче вырӑн хатӗрлесе хунӑ!
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӳлте каланӑ пек, Прохор Палыч ҫинчен ҫырмалли нимӗн те ҫук пулнипе, эпӗ ҫапла шутларӑм: «Кӳр-ха, эпӗ унӑн пурнӑҫӗнчи ҫав тӗп йӑнӑшӗ ҫинчен ҫырам!»
Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Кӗнеки аванах ӗнтӗ тесе шутларӑм эпӗ: ҫав тери чаплӑ та хитре дама начаррисене вулас ҫук ӗнтӗ!
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вара эпӗ гунсем ҫинчен аптекӑра провизортан ыйтас тесе шутларӑм, вӑл ман ҫине яланах кӑмӑллӑн пӑхать, унӑн ӑслӑ сӑн-пит, пысӑк сӑмси ҫинче ылттӑн куҫлӑх.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Темиҫе хут та эпӗ кӗсъерен кӗмӗлне кӑларса шутларӑм та илме хӑяймарӑм.Несколько раз я вынимал из кармана серебро, считал его и не мог решиться взять.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ юрлакан кайӑксене тытса пурӑнма шутларӑм; ҫавӑнпа лайӑх тӑранса пурӑнас пек туйӑнчӗ мана: эпӗ тытӑп, кукамай сутӗ терӗм.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана хӑваласа яраҫҫӗ ӗнтӗ тесе шутларӑм эпӗ, анчах тепӗр кунтан вара кухняна хулӑм хут тӗрки, карандаш тата угольникпа линейка тытса кӗчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукаҫипе кукамай тата ытти ҫынсем те яланах: «Больницӑра ҫынсене вӗлереҫҫӗ», тесе калатчӗҫ, — ҫавӑнта та эпӗ: «Ман пурӑнасси йӑлтах пӗтсе ларчӗ ӗнтӗ», тесе шутларӑм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Тухатни палӑра пуҫларӗ ӗнтӗ! — тесе шутларӑм эпӗ хуйхӑрса.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ арчинче вылямалли япаласем пур пулӗ тесе шутларӑм: ман хамӑн нихӑҫан та вылямалли япала таврашӗ пулман, вӗсене юри ним вырӑнне хуман пек пулаттӑм, анчах камӑн ун пек япаласем пур — ҫав ачасенчен эпӗ пӑртак кӗвӗҫеттӗм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ротондине хулпуҫҫи ҫинчен Саша аллисем ҫинелле хывса пӑрахсан, вӑл тата илемлӗрех туйӑнса карӗ: унӑн яштака кӗлеткине чакӑр-кӑвак тӗслӗ пурҫӑнтан ҫӗленӗ платье ҫӑт тытса тӑратчӗ, хӑлхисенче брильянтсем йӑлтӑртатчӗҫ, вӑл мана Василиса Прекрасная пекех туйӑнатчӗ, ку губернатӑр майри пуль тесех шутларӑм эпӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Эпӗ, ҫавӑрса илнӗ ункӑран ҫӗмӗрсе тухса, тӑшманӑн тылне, ҫӗнӗ района тухма шутларӑм.— Я предлагал прорвать блокаду и выйти в тыл врага, в новые районы.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ сербсене хӑтарӑп тесе шутларӑм, анчах урӑхла.
37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Морава урлӑ каҫнӑ чухне вара эпӗ: капла шыва кӗнӗ хыҫҫӑн сысна ҫури пуҫӗпе вӗри кукуруз пашалӑвне тӗл пулсан, аванччӗ, тесе шутларӑм; ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫланчӗ пулсан, пурте йӗркипе пулса пытӑр.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пурнӑҫра хама кӳрентерсе асаплантарнӑ мӗнпур йывӑр минутсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне аса илтӗм; хам инкеке лекнӗшӗн кама та пулин айӑплама тӑрӑшрӑм: ҫакна кам та пулин юриех турӗ ӗнтӗ, тесе шутларӑм, хама хирӗҫ тунӑ тӗрлӗ каварсем шухӑшла-шухӑшла тупрӑм, профессорсене, юлташсене, Володьӑна, Дмитрие тата университета вӗренме янӑшӑн аттене ӳпкелерӗм; мана ҫакнашкал намӑс тӳсмелле пуличчен пурӑнмалла тунӑшӑн ҫӳлти турра ӳпкелерӗм.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.