Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл чи ҫӳлти япаласем хумалли сентре ҫине шалах кӗрсе выртнӑ пулнӑ.Он лежал на багажной полке в третьем ярусе, глубоко закатившись.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хӑш-пӗрисем ҫӑтса антараймаҫҫӗ, эпӗ вара апатне пӳрнепе шалах чиксе яратӑн: Курак чӗпписене кашни сехетренех ҫитерме тиврӗ.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Халӗ акӑ пирӗн тӑван Украинӑн темиҫе облаҫӗ урлӑ каҫмалла, ҫӗршер ялсем витӗр тухмалла, тӑшман тылне питӗ шалах кӗрсе кайса, унта икӗ ҫул хушши нимӗҫ захватчикӗсем хуҫа пулса пурӑнакан районсенче пӗтӗм халӑха пӗрлештерсе, партизанла кӗрешӳ вутне аталантарса ямалла.
Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпир Матвей Ивановичпа путексем патне шалах кӗтӗмӗр.
Качака путеккисем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Лось шарфне янах айне чиксе хучӗ, аллисене кӗсйисене шалах пытарчӗ те ҫурт еннелле суллана-суллана, тайкаланса утать.Лось сунул подбородок в шарф, засунул руки глубоко в карманы, побрёл, шатаясь, к дому.
Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Акӑ, вӑл ман умра тӑрать — лутака, илемсӗр кӗлеткеллӗ, пуҫӗ темле пӗчӗккӗ, ӑна хыҫалтан чутласа илнӗ пек курӑнать; ҫамки лутра, сӗвек, куҫӗсем малалла тухса тӑракан куҫхаршисем айне шалах пытаннӑ.
64 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл, паллах, перронта кӗтсе тӑмарӗ мана — ӑҫта унта! — унӑн мӗнле пулсан та, вакун площадкине сиксе хӑпарса, хирӗҫ тухакансене ҫапӑнса-перӗнсе, кансӗрлесе те тарӑхтарса, шалах кӗмеллеччӗ.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анчах паян ҫак сӑмахсем Сагайдӑн чӗрине шалах кӗрсе вырнаҫрӗҫ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ку пӗлӳсем ачасен пуҫ мимине питӗ шалах кӗрсе вырнаҫнӑ.
1. Вӗҫме пултаракан тетте // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Киле ан тавӑрӑнайччӑр тесе, вӑрмана шалах кайса аташтарас тенӗ.
Пӳрнеккей // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӗсем халь вӑрмансене шалах кӗрсе кайнӑ, вӑрмансенче лараҫҫӗ.
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Пӗр ирхине, Арканзас штатне шалах кӗрсе ҫитнӗччӗ ун чух, пирӗн умра, юханшыв икке уйрӑлнӑ тӗлте, сасартӑк пӗр пӗчӗкҫеҫ йӑпӑх-япӑх хула, курӑнчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кӑнтӑр Америкӑпа Австралине таҫта шалах кӗрсе кайма эпӗ сире пуҫласа хам сӗнтӗм.Я первый предложил вам забраться вглубь Южной Америки, вглубь Австралии.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хирӗҫ килекен сывлӑш хумӗ читлӗхӗн тимӗр сӑмсинче чӗпӗттерсе шӑхӑрать, шалах кӗрсе каять, вӗтӗ-вӗтӗ ҫумӑр пӗрчисемпе пӗрӗхет.
3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Григорий, аллисене шинель кӗсйисене шалах чиксе ярса, пристаньте ним йӗркесӗр кӗперленсе тӑракан казаксене сӑмах чӗнмесӗр хулпуҫҫийӗсемпе тӗрткелесе, Рябчиковпа Богатырев патнелле ҫывхарчӗ.
XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Тыла пит шалах кӗрсе кайма кирлӗ мар, хӗрлисене Дон хӗрринчерехри икӗ-виҫӗ хуторта лайӑх кӑна тустармалла та патронсемпе снарячӗсене тытса илмелле, унтан вара тыткӑна илнисемпе пӗрле малтан кайнӑ ҫулпах каялла таврӑнмалла.
LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Пирӗн, Иван, пит шалах кӗрсе кайма кирлӗ мар.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унӑн ачалла ӑсӗ хӑй умӗнче мӗн пулса иртнине сӑнать; курнисем ун чӗрине шалах кӗрсе лараҫҫӗ те ӳсме пуҫлаҫҫӗ, хӑйпе пӗрле аталанса пыраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ротмистров генералан танкисчӗсем фронта татса тухса хӑюллӑ рейд тума тытӑннӑ, тӑшманӑн тылне шалах кӗрсе кайса аркатса ҫӳренӗ.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
21. [Вӑл ура ҫине тӑрсан,] Аод сулахай аллине тӑсса сылтӑм енне ҫакнӑ хӗҫне ярса тытнӑ та патшана ӑшӗнчен чикнӗ; 22. вӑл хӗҫне каялла туртса кӑларман, ҫавӑнпа унӑн ҫивӗчӗшӗ ҫеҫ мар, аври те шалах кӗрсе кайнӑ, вара пӗтӗм хӗҫ ӳтпе хупланнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2