Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрне сăмах пирĕн базăра пур.
чӗрне (тĕпĕ: чӗрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир унӑн чӗрне хури тӗшне те тӑмастӑр, — аллине арҫын еннелле тӑсса чӗрне вӗҫне кӑтартрӗ Марина.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫук, эпир ӑна чӗрне вӗҫӗпе те тӗкӗнместпӗр.

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Паян ҫитмест, ыран, чӗрне вӗҫҫӗн тӑрсан, ҫитет.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Кунта Палюкӑн вӑрӑм кӗлетки пулӑшрӗ: вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн тенӗ пек тӑрса, карӑнса-тӑсӑлса тенӗ пек, тӑхӑнтарчӗ-тӑхӑнтарчех хӑмӑта.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Чӗрне вӗҫҫӗн ташлаканскер, пӗве ҫитнӗ хӗр пекех курӑнать вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Чӗрне вӗҫҫӗн вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Хӗрача вӗсене чӗрне вӗҫӗпе иле-иле пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Миргалим кӑштах тӑхтарӗ, унтан, чӗрне вӗҫҫӗн утса, хӑлхине кӑшт уҫӑлса тӑракан алӑк ҫумне тытса итлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Алшӑллисем илчӗҫ те, чӗрне вӗҫҫӗн утса, палатка алӑкне уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вӗлт ҫаврӑнтӑм та, чӗрне вӗҫҫӗн утса, каялла картишне тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Асран тухман хунсенчен тепри, чӗрне хушшине кӗрсе ларнӑ шӑрпӑк пек, йӑшт-йашт турттарса ыраттарать чӗрене ун чухне пулнине аса илнӗ-илмен; пысӑк делянка-уҫланкӑ, тин кӑна тиесе пӗтернӗ автомашина, тиеме килнӗ ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, ӗҫленӗ хыҫҫӑн апатланма хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ашшӗ кайсанах ывӑлӗсем, ҫара уранскерсем, вырӑн ҫинчен аннӑ, чӗрне вӗҫҫӗн утса, амӑшӗ патне пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпир Машӑпа чӗрне хури тӑршшӗ те айӑплӑ мар…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара вӗсем чӗрне вӗҫҫӗн утса виҫҫӗмӗш чӳрече айне пырса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл вӑхӑтра вара чи шавлӑ чирлисем те, пӗчӗк сестрана вӑратас мар тесе, йынӑшма чарӑнатчӗҫ, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатса кӑна калаҫатчӗҫ, пысӑк сестрасем вара чӗрне вӗҫҫӗн ҫеҫ утса ҫӳретчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Чӗрне вӗҫҫӗн чӳрече патне утса пычӗ Кулюкка, чӳрече каррине уҫса, тулалла пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлет умнелле чӗрне вӗҫҫӗн пырса, ҫутӑлас умӗн хӑй ҫакнӑ ҫӑрана уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗр шухӑша кайса ларнипе Роза чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа кӗнине сисмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук чӗрне вӗҫҫӗн утса пычӗ те аллине упӑшки хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун чӗрне вӗҫҫӗн утса тӗпеле иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех