Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрне сăмах пирĕн базăра пур.
чӗрне (тĕпĕ: чӗрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мултиер Мулкач Терушӗ патӗнчен чӗрне вӗҫҫӗн утса иртрӗ те кӑштах алӑка уҫрӗ:

Мульдиер на цыпочках прошел мимо Теруша и приоткрыл дверь:

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сас-чӗвсем йӑмсан чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа Павӑл Каҫҫан хуралчӗсем тӗлне ҫитсе ҫаврӑнать, йывӑррӑн хашлатса сывлать, итлесе тӑрать.

Потом, крадучись, на цыпочках Павел пробрался к подворью Касьяна, прислушался…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑртак кӗтсе те итлесе тӑркаланӑ хыҫҫӑн Салакайӑк чӗрне вӗҫҫӗн картишнелле утса кайрӗ.

Послушав еще немного, Салагаик отлепился от двери и на цыпочках пошел по двору, воровато оглядываясь.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мултиер урлӑ каштаран ҫакса янӑ темле печӗк япала патне чӗрне вӗҫҫӗн пырса тӑрать.

Мульдиер подошел к висящему на перекладине какому-то предмету и встал на цыпочки.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫенӗке чӗрне вӗҫҫӗн кӗрсе вӑл таҫтан кӑсӑя пӗҫҫи пек шӑрттан, нӳхрепрен симӗсленсе кайнӑ чӗреспе сив ҫу илсе тухать.

Так же, на цыпочках, Яриле входит в сени, неся в руках бог весть откуда взявшийся кусочек шыртана никак не больше воробьиного клюва, позеленевшее топленое масло в чирясе.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яриле чӗрне вӗҫҫӗн пахчаналла утать, черкуҫҫисем-мӗнсем ыратнине — хӑямат ҫине.

Яриле уходит на цыпочках, прихрамывая, снова спешит в огород, а, к черту эту боль в коленях!

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эп ун чӗрне хурине те тӑмастӑп.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп, мӑрса, сана чӗрне хури тӑршшӗ те ҫилленместӗп, — терӗ старик аран-аран сывлӑш ҫавӑрса.

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗрне вӗҫҫӗн утса вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут киремет картине кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӗсем ушкӑнӗпе ман Тукай чӗрне хурине тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Михаил Николаевич, чӗрне вӗҫҫӗн сӗтел патне ҫывхарса, учительницӑна ачашшӑн ик аллипе куҫӗсенчен хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ тата тарҫӑ, вӑрӑсем пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри чӗрне вӗҫҫӗн алӑк патнелле утатпӑр; халӗ ӑна тӗплӗ питӗрнӗ.

Я и слуга тихо, как воры, прошли один за другим на носках к выходу, который теперь был тщательно заперт.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫапла-тӑр ҫав, «Мускавра чӗрне касаҫҫӗ» пулсан, Шупашкарта пӳрне касаҫҫӗ», — сасартӑк аса килчӗ Эверккине пӗр юлташ сӑвӑҫ калани.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл тӑнӑ та кӗлеткипе сумлӑн сулӑнкаласа, чӗрне вӗҫҫӗн утса сӗтелсем хушшинчен тухнӑ, ҫамрӑксем ташлакан хӑна пӳлӗмӗ витӗр иртсе (кунта вӑл ҫамрӑк та тӗссӗр аптекарь ҫине мӑн кӑмӑллӑнрах пӑхса илчӗ те ӑна, ашшӗ пек, хулпуҫҫийӗнчен ҫапкаларӗ) буфеталла илсе каякан алӑк леш енче ҫухалчӗ.

Поднявшись, он на цыпочках, солидно покачиваясь, пробрался между столов, прошел через гостиную, где танцевала молодежь (тут он снисходительно улыбнулся и отечески похлопал по плечу молодого жидкого аптекаря), затем юркнул в маленькую дверь, которая вела в буфетную.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Хӑранипе васкаса сиксе тӑтӑм та, чӗрне вӗҫҫӗн вилнӗ ҫын патне пырса, курӑк ҫинче выртакан сӑран хутаҫа ярса тытрӑм, — ун ӑшӗнче ман документсем пур, — унтан вилнӗ ҫын ҫинчен куҫӑма илмесӗр йывӑҫ тӗмӗсем патнелле кутӑн чакма пуҫларӑм.

Подталкиваемый страхом, я поднялся, на цыпочках подкравшись к убитому, схватил валявшуюся на траве сумку, в которой был мой документ, и задом, не спуская с лежавшего глаз, стал пятиться к кустам.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Картише хӑрушла таптаса-вараласа пӗтерчӗҫ, анчах ӗҫе вӗҫлесенех тирпейлеҫҫӗ, аллисене тӗплӗ ҫӑваҫҫӗ, пӳрнисене чӗрне хушшине лекнӗ акшартан тасатаҫҫӗ, унсӑрӑн тавар туянакансем пӳрнесем тӗлӗнмеллерех курӑннин сӑлтавне ыйтма пултараҫҫӗ.

Натоптано и засорено по дворику было ужасно, кончив работу, они прибирали двор, тщательно мыли руки, очищая пальцы от набивавшейся под ногти извести, чтобы не вызвать вопросов у покупателей о причине странного вида пальцев.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Калаҫкалаҫҫӗ — телейлӗ ҫавнашкал ашшӗ ҫав кун чӗрне вӗҫҫӗн ҫӳрет-мӗн — ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ачашшӑн пӑшӑлтатать: «Акӑ, акӑ…»!

Говорят, всякий такой счастливый отец ходит на цыпочках — добрый и всем шепчет: «Агу!»

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Чӗрне вӗҫҫӗн чӗвӗнсе эпӗ трибуна ҫинче паллакан сухаллӑ Чавка питне курнипе тӗлӗнсе хаваслансах кайрӑм.

Приподнявшись на носки, я с удивлением и радостью увидел на трибуне знакомое бородатое лицо Галки.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Эпӗ чӗрне вӗҫҫӗн анчах.

Я на цыпочках.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Вӑт япала! — терӗ Ферфас, унтан ҫунакан спиртовкипе кастрюльне асӑрхануллӑн тытрӗ, чӗрне вӗҫҫӗн утса лифта кӗрсе ларчӗ.

— Вот штука! — сказал Ферфас и, осторожно захватив горящую спиртовку с кастрюлей, на цыпочках удалился в лифт.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех