Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмсене (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Октябрӗн 25-мӗшӗнче, ҫӗрле, эпир хамӑр пата тӗрлӗ ҫар хатӗрӗсем илсе килнӗ самолётсем ҫине хамӑрӑн аманнӑ салтаксемпе ачаллӑ хӗрарӑмсене лартса Мускава ӑсатрӑмӑр та, ҫак самолётпа Руднев юлташ ҫемьине те лартса ятӑмӑр, пӗтӗм соединенипе похода тухрӑмӑр.

В ночь с 25 на 26 октября, отправив в Москву на тех самых самолётах, которые доставили нам вооружение, всех тяжело раненых и женщин с детьми, партизанское соединение двинулось в поход.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсем пасара тухса икерчӗсемпе кукӑльсем сутакан хӗрарӑмсене хӑйсенчен хут сутӑн илме сӗннӗ.

продавали торговкам на базаре листовки для завёртки в них блинов и пирожков.

Тӑванла // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Пирӗн партизансем, ҫуртсем хыҫне пытанса ларса, хӗрарӑмсене хӑйсенчен ирттерсе янӑ та, вӗсене вӑрттӑн малалла та ҫаплах кайма хушнӑ.

Притаившись за хатами, партизаны пропустили крестьян, дали им знак молча идти дальше.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫав паттӑр ҫынсемпе пӗрле нимӗҫсем хӗрарӑмсене те арестленӗ, вӗсен ачисене те илсе кайнӑ.

Вместе с этими мужественными людьми арестовали женщин, забрали и детей.

Тупа // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Спартак ҫӗр каҫах ҫаврӑнӑҫлӑ ҫулпа кайнӑ, хӑй куҫни ҫинчен тӑшман ан пӗлтӗр тесе, ҫул ҫинче тӗл пулакан пур ҫынсене те: хресченсене, пулӑҫсене, хӗрарӑмсене, ачасене — хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ, ирпе вара римлянсен тылӗнче лагерь туса хума ӗлкӗрнӗ.

Всю ночь Спартак шел вдоль морского берега, забирая с собой всех встречных колонов, крестьян, рыбаков, женщин и детей, чтобы известие о его движении не дошло до неприятеля, а утром раскинул лагерь в тылу римлян.

XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах ку халлап ҫав тери киревсӗр те ирсӗр ӗнтӗ, ун пирки эпӗ ӑслӑ вулакансен умӗнче тӳрре тухасшӑн та мар, унсӑрах пӗлмеҫҫӗ-и вара, ҫав, хӳре тени, мӗн пурӗ те тухатмӑшсен кӑна пулать-ҫке, вӗсенчен те хӑшпӗрисен кӑна; тухатмӑш тени, тепӗр тесен, арҫынсенчен ытла хӗрарӑмсене тивет.

Но эта выдумка так нелепа и вместе гнусна и неприлична, что я даже не почитаю нужным опровергать пред просвещенными читателями, которым, без всякого сомнения, известно, что у одних только ведьм, и то у весьма немногих, есть назади хвост, которые, впрочем, принадлежат более к женскому полу, нежели к мужескому.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Индрин — тӗлӗнтермӗш тискер кайӑкӑн типӗ пӗчӗкҫӗ урине, хаклӑ металл ӑшне чиксе хунӑскере — мӑйӗнчен ҫакса ячӗ, — вӑл, авалхи сӑмах-юмаха ӗненес тӗк, хӗрарӑмсене йывӑр самантсенче пулӑшать имӗш.

Надела на шею крошечную, оправленную в драгоценный металл, сухую лапку чудесного зверка Индри, весьма помогающую, по древним поверьям, женщинам в трудные минуты.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шурлӑхсенчен тискер-хаяр часем тухаҫҫӗ, ачасемпе хӗрарӑмсене ҫура-ҫура туллаҫҫӗ.

Из болот вышли свирепые ча и разрывали детей и женщин.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах, хитре мужик хӗрарӑмсене тивместчӗ, вӑл вӗсем ҫине инҫетрен ҫеҫ темле ӑрат нарах куҫпа, такама — те хӑйне, те вӗсене хӗрхеннӗ пек пӑхатчӗ.

Но красавец мужик не трогал женщин, он только смотрел на них издали особенным взглядом, точно жалея кого-то, себя или их.

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Мӑшкӑласа кулнисем ҫурт тӑрри витекене ним чухлӗ те пырса тӗртместчӗҫ, питҫӑмарти шӑммийӗсем тухса тӑракан пичӗ ыйхӑланӑ пекле пулса каятчӗ, вӑл аташнӑ пек калама тытӑнатчӗ, тутлӑ сӑмахсем ӳсӗртмелле юхӑм пек юхса хӗрарӑмсене палӑрмаллах ӳсӗртсе пыратчӗҫ.

Насмешки нимало не задевали кровельщика, его скуластое лицо становилось сонным, он говорил, точно в бреду, сладкие слова текли пьяным потоком и заметно опьяняли женщин.

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл яланах тӗрлӗ хӗрарӑмсене юрата-юрата каятчӗ, пурин ҫинчен те вара пӗр пек сӑмахсемпех калатчӗ:

Он постоянно влюблялся в разных женщин и обо всех говорил одними и теми же словами:

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑл килтен-киле пӑхса ҫӳресе, хӗрарӑмсене:

Даже женщины не стали возражать, когда он, делая обход, выговаривал:

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

— Епле шухӑшлатӑн эсӗ, — мана хӗрхеннӗ пекрех калаҫма пуҫлать вӑл, — хӗрарӑмсене ҫум ҫумлама ялтан виҫӗ километра ҫӳреме лайӑх-и, е ҫур километра ҫӳреме лайӑхрах?

— Как ты думаешь, — снисходительным тоном начал он, — ходить женщинам полоть лучше за три километра от села или за полкилометра?

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Вӑл мана хӗрарӑмсене мӗнле пӑхмалли ҫинчен лӑпкӑн намӑссӑрла вӗрентме тытӑнатчӗ.

Он со спокойным бесстыдством начинал поучать меня, как нужно обращаться с женщинами.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Куратӑн-и, хӗрарӑмсене юратни мӗнле хӑрушӑ? — терӗ.

— Видишь, как опасно любить женщин?

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ вӗсем хӗрарӑмсене тӑшманла пӑхнине сисеттӗм, анчах арҫынсем хӑйсен ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен калаҫни хыҫӗнче яланах тенӗ пек мухтаннипе пӗрле тата тем янтӑратчӗ, вӑл вара мана ҫав каласа кӑтартнисенче мухтанни тата шухӑшласа кӑларни чӑннинчен ытларах тесе шутлама май паратчӗ.

Я чувствовал, что они относятся к «бабам» враждебно, но почти всегда за рассказами мужчин о своих победах, вместе с хвастовством, звучало что-то, позволявшее мне думать, что в этих рассказах хвастовства и выдумки больше, чем правды.

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хӗрарӑмсем ҫинчен матроссем, салтаксем, ҫӗр чавакансем мӗнле калаҫнине эпӗ пӗлсе тӑраттӑм, эпӗ кураттӑм: арҫынсем хӑйсем хӗрарӑмсене улталас ӗҫре ҫивчӗ пулнипе тата хӗрарӑмсемпе хутшӑнас ӗҫре тӳсӗмлӗ пулнипе яланах пӗр-пӗрин умӗнче мухтанатчӗҫ.

Я знал, как говорят о женщинах матросы, солдаты, землекопы, я видел, что мужчины всегда хвастаются друг перед другом своей ловкостью в обманах женщин, выносливостью в сношениях с ними.

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хуҫа ахӑлтатса кулать, эпӗ пароходсем тарӑн вырӑнсенче путманнине пӗлсе тӑратӑп пулсан та, ҫапах та ҫав тӗлӗшпе хӗрарӑмсене ӗнентерсех ҫитерме пултараймастӑп.

Хозяин хохочет, а я — хотя и знаю, что пароходы не тонут на глубоких местах, — не могу убедить в этом женщин.

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ пӗлмен кӗнекесем ҫинчен панӑ ыйту ҫеҫ интереслӗ пулчӗ; эпӗ подвалта хӗрарӑмсене кӗнеке вуласа кӑтартакан гимназиста аса илтӗм, тата «Хорошее дело» аса килчӗ, — унӑн та ӑнланмалла мар картинӑсемлӗ, хулӑм хура кӗнекесем нумайччӗ.

Интересен был только вопрос о книгах, неведомых мне; я вспомнил гимназиста, читавшего в подвале книгу женщинам, и вспомнил Хорошее Дело, — у него тоже было много чёрных книг, толстых, с непонятными рисунками.

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ой, ирӗк ан парӑр тутара Таса чиркӗве мӑшкӑлама Хӗрарӑмсене — намӑс тума.

Ой, не дайте татарину Святу церкву на глумление, Жён, девиц — на посрамление.

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех