Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ара, хӑвӑнне ху пӗл ӗнтӗ, кӑҫал-ӗнер пӗрлешнӗ ҫынсем мар вӗт-ха хӑвӑр та, шухӑшлӑр, — тет арҫын, тӗпел кукринче тем хӗвӗшекен Елькка еннелле пӑха-пӑха.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Демобилизаципе килнӗ старшина» вокзал ҫывӑхӗнчи сӗмлӗхрен никама систермесӗр тухрӗ те ҫынсем хӗвӗшекен шавлӑ перрон ҫинче, хӑйсен ют ҫӗршывсенче вырнаҫнӑ чаҫӗсене таврӑнакан отпускник-салтаксен хушшинче, часах курӑнми, палӑрми пулчӗ.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Павӑл халь нихҫанхинчен те ытларах аптрарӗ, ун пуҫӗнче хӗвӗшекен шухӑшсем чӗмсӗр партизансен шухӑшне хӑй тӗллӗн тенӗ пек ответ пачӗ:
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Халӗ ӗнтӗ пӑрахут ҫинче хӗвӗшекен партизансен кӗлеткисем аванах палӑраҫҫӗ.Сейчас уже четко вырисовывались фигуры партизан, сновавших по пароходу.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хӗвӗшекен халӑх ҫине те пӑхмасть.
Ҫапла пуҫланать революци // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Хӗвӗшекен халӑх нимӗн чухлӗ те кансӗрлемест.
20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Грузовиксемпе лавсен пысӑк черечӗ тырӑ паракансемпе тырӑ илекенсем хӗвӗшекен хир урлӑ тӑсӑлса тӑрать.
8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Хӑлхинчен ҫаплах пушар шавӗ кая пӗлмерӗ: хуралтӑ шатӑртатни, ҫурчӗ ишӗлни, асӑхнӑ вут вӗҫӗмсӗр кашлани, айӗн-ҫийӗн хӗвӗшекен халӑх шапӑлтатни ҫаплах янӑраса тӑчӗ; куҫӗ умӗнче те темле вӑрӑм-вӑрӑм хӗлхемсем — ҫуннӑ улӑм пӗрчисемччӗ-ши — таҫта ҫӳле вӗҫсе хӑпараҫҫӗ те татӑлса-тӗпренсе васкамасӑр анаҫҫӗ.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Анчах, сасартӑк пур йывӑҫсене те сиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе касса тӳнтерес пулсан, ҫав ҫурма тӗттӗм вӑрманта кӑткӑсем хӑйсен тӗми ҫинче хӗвӗшнӗ пекех хӗвӗшекен ҫынсем тухса тӑнӑ пулӗччӗҫ.
II. Ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Тӗмесем хушшинче тата йывӑҫсен айӗнче кӑткӑ тӗмӗ ҫинчи пекех хӗвӗшекен кӗлеткесем курӑна пуҫларӗҫ.
V. «Говэн» тесе алӑ пуснӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Кӗпер урлӑ каҫаракан поезд халь ҫеҫ иртсе кайнӑ, локомотив, ункӑ туса, каялла ҫаврӑннӑ, леш енчен килнӗ американецсем пусма тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ана пуҫланӑ, — вӗсем каллӗ-маллӗ хӗвӗшекен ҫынсем хушшинче тем кӑшкӑрса тӑракан тӗлӗнмелле ҫынна асӑрханӑ.
XIX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унта вырнаҫсан, малта мӗн пулса иртнине курасшӑн мӑйӗсене тӑсса, хӗвӗшекен ытти ҫынсем ҫине ҫӳлтен ҫӗнтерӳҫӗлле мӑнаҫлӑн пӑхса ларать.
Аполлон Стышной // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл ҫурӑмӗпе капмар лиственницӑн тӗксӗм вулли ҫумне лӑпкӑн таянса ларчӗ, унӑн халӗ пуҫӗнче хӗвӗшекен пӑтранчӑк шухӑшӗсем ҫине мар, вӗсенчен тӗреклӗрех те шанчӑклӑрах япала ҫине тӗревленес килчӗ тейӗн.
XXI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Пысӑк курортӑн халӑх хӗвӗшекен канӑҫсӑр вырӑнӗнчен инҫетрине пула, кунтан садри аллейӑсемпе ҫулсем тӑрӑх ҫынсем уткаласа ҫӳренине курма, каҫсерен музыка итлесе ларма лайӑх.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Алӑкӗсем янӑраса уҫӑлнӑ та, подъезд патӗнче хӗвӗшекен ҫынсене ҫӑварсем пек ҫӑтнӑ.Двери со звоном отворялись и, как рты, глотали людей, которые сновали у подъезда.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Ампутаци пуҫланас умӗн темиҫе минут маларах вал куҫне уҫрӗ, хӑй тавра хӗвӗшекен врачсем ҫине пӑхса илчӗ те: — Сылтӑммине те апла… — терӗ кӳренчӗклӗн.
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пантелей Прокофьевич хуранти пӑтӑ пек пӑтранса хӗвӗшекен халӑх ушкӑнӗнчен тӗнкӗлтетсе тухрӗ те тархасланӑ, ҫав хушӑрах тата хӑтӑрнӑ сасӑпа кӑшкӑрса чӗнчӗ:Пантелей Прокофьевич выхромал из курагота, просяще и повелительно окликнул:
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кӑнтӑрла казаксем тарӑн мар окопсенче хӗвӗшекен Австри салтакӗсем ҫине перкелесе илеҫҫӗ, каҫсерен, шурлӑх хӳттине ҫакланнӑскерсем, ыйха туртаҫҫӗ е картла ҫапаҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ларса пыракансене ҫӳлтен ҫынсем хӗвӗшекен пасарсене, сарлака площадьсене, симӗс бульварлӑ проспектсене, сарлака урамлӑ хула хӗррисене кӑтартас тенӗ пек, летчик хула ҫинче пӗр хут ҫаврӑнса илчӗ.
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Огнянов пуҫне ярса тытса кӑварлӑ урам тӑрӑх чупрӗ, туллиех хӗвӗшекен тӗрӗксен хушшине кӗрсе куҫран ҫухалчӗ.
XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.