Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлхинчен (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Актая илӗртӳллӗн кӑчӑк туртрӗ те хӑлхинчен пӑшӑлтатса каларӗ: паян каҫ пулас умӗн Хурӑнвар пуҫне ҫыру илме пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Петӗр Маркела хӑлхинчен тем пӑшӑлтатрӗ те, Маркел тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуҫа хӗрарӑмӗ мӗнле яшка ҫиме кӑмӑлланине ыйтсан эпӗ: — Эсир пӗлетре, пирӗн патра ҫакӑн пек йӑлайӗрке ирттернӗ чухне хӑнасене сысна хӳрипе хӑлхинчен пӗҫернӗ яшка ҫитереҫҫӗ. Эсир мана ӗненӗр: университетра вӗреннӗ чухне ҫак темӑсене лайӑх пӗлеттӗм, ҫавӑнпа калатӑп, — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Раман хӑлхинчен пианино сасси кунӗпе те, ҫӗрӗпе те кайма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Эсӗ, Ромашок, — пӑшӑлтатрӗ вӑл каччӑ хӑлхинчен, — манпа мӗншӗн калаҫманнине пӗлетӗп, ҫилленнӗ эсӗ мана.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗр каччӑ хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Милиционер чупса кӗчӗ те следователе хӑлхинчен тем пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗр хӑйӗн шанчӑклӑ та сӑпайлӑ тусне Наҫтука хӑлхинчен пӑшӑлтатса калама ӗлкӗрчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та вӑраха мар — хальхинче ӑна темскер сӑмсинчен мар, хӑлхинчен сӗртӗнсе тем пӑшӑлтатать пек.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Ӑрӑмҫисем те унтах, Ӗмӗрпие хӑлхинчен тем пӑшӑлтатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

«Ан хӑра, ан хуйхӑр, — пӑшӑлтатать Ешӗлпи пулас кине хӑлхинчен, — ывӑлӑма ҫав тери юратса чуптусан сан пекех ҫӗр ҫинче пурӑнма пултарать вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Унӑн пичӗ ҫинчен ҫумӑр тумламӗсене ал тупанӗпе шӑлса илнисӗр пуҫне, унӑн ҫӳхе кӑна сивӗ пальтин ҫухавине ҫӗкленнисӗр, унӑн хӑлхинчен татӑк-кӗсӗк сӑмахсем каланисӗр пуҫне — ҫаксем пурте: вӑрҫӑ та, тӗттӗмлӗх те, сивӗ те кӗҫех пӗтеҫҫӗ тесе пӑшӑлтатнисӗр пуҫне — урӑх нимӗн те тӑваймарӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Питӗнчен, сӑмсинчен, хӑлхинчен

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Павӑл сӗтел ҫине ӳпӗнчӗ те тусӗн хӑлхинчен пӑшӑлтатса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл хӑвӑрт ура ҫине тӑчӗ те, Данил Макарович патне пырса, ӑна хӑлхинчен тем каларӗ, хулӗнчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Думитру виҫесӗр хӗпӗртесе кайнӑ хӗрачана йӑтса илчӗ те ӑна тутинчен, питҫӑмартисенчен, янахӗнчен, хӑлхинчен ҫине-ҫинех чуп-турӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Шыв уҫлакана хӑлхинчен пӑртӑм, — куҫӗсене кӑштах ҫутатса, хӑй шӳтлерех калаҫнине палӑртрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл мулкача мӑйӗнчен, пӗҫҫинчен, хырӑмӗ айӗнчен тыткаласа пӑхрӗ, икӗ хӑлхинчен йӑтса, ҫӳлерех ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ҫав вӑхӑтрах унӑн хӑлхинчен Куралев мӗн калаҫни те тепӗр хут янӑраса тӑчӗ, унӑн куҫӗсем епле ӗмӗтлӗн ҫутала-ҫутала кайни аса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫитрӗмӗр те лашан ик хӑлхинчен туртма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех