Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлхинчен (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни сехетре тенӗ пек пысӑк сӗтел хушшинче ларакан Танук-нойон патне, пӗр нукер пырса хӑлхинчен пӑшӑлтатса тем калать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспарӑн ытти юлташӗсем хӑрамасӑрах ҫывхараҫҫӗ, кашкӑра хӑлхинчен ачашлакаласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл тӑчӗ те Аспара ытакласа хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗрре ӑна упа тытма илсе кайнӑ, вӑл тискер кайӑка хӑлхинчен ярса илсе сӗлӗх пек ҫыпӑҫса ларнӑ.

Один раз его пускали на медведя, и он вцепился медведю в ухо и повис, как пиявка.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Ун хӑлхинчен Романов сасси тухма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— А, чее йӗрлевҫӗ? — Павлика хӑлхинчен туртса илчӗ Галя.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл ҫаврӑнать, кӗттессенче мӗлтлетет, ҫухалать те каллех тухса тӑрать, тата — вӑл тӗшмӗртеймест: акӑ хуралҫӑ ташӑҫа асӑрхарӗ те ӑна хӑлхинчен ярса тытрӗ.

Она кружится, мелькает в углах, исчезает и появляется, и нет у нее соображения, что сторож, заметив танцовщицу, возьмет ее за ухо.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Шенк Гобсон ҫине тӗмсӗлчӗ те — ҫулланнӑскерӗн ролӗ иккӗмӗшле, тӗппи вара Детрейӑн пулнине тӗрӗс пӗтӗмлетрӗ; унтан Детрей патне пырса ӑна хӑлхинчен темӗн пӑшӑлтатрӗ.

Шенк взглянул на Гобсона, правильно учитывая второстепенную роль пожилого и главную — Детрея; затем подойдя к Детрею, сказал на ухо несколько слов.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Акӑ Саватьешӗн тинех пысӑк савӑнӑҫ: Билль пуҫне самантлӑх усрӗ те — пахчаҫӑ ӑна янӑрасах кайнӑ хӑлхинчен вирлӗн ҫутӑлтарса ячӗ.

Однако Саватье ожидало крупное торжество: Билль открыл голову, и увесистая пощечина садовника смазала его по зазвеневшему уху.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл вун сакӑр ҫулсенче; лапчӑк пичӗн кӑнттам чиперлӗхне хӑлхинчен чиксе хунӑ йӑлтӑркка шӑвӑҫ кукрашки хытах пӑсать.

Она была не старше восемнадцати лет; грубую миловидность ее приплюснутого лица сильно портила блестящая жестяная дужка, продетая в ухо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫакна эпӗ унӑн хӑлхинчен асӑрхарӑм.

Я заметил это по ее уху.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Халӗ эпӗ ӑна тиркевлӗ-чипер питӗнчен нимӗн вӑтанмасӑр пӑхаятӑп; унӑн сӑнӗ вара хӑлхинчен хӑвӑрт, вӑрттӑн пӑшӑлтатакан ҫын сӑнӗ евӗрлӗ.

Я мог бы теперь без всякого смущения смотреть в ее прихотливо-красивое лицо, имевшее выражение как у человека, которому быстро и тайно шепчут на ухо.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах ҫак сӑмахсем манан пӗр хӑлхаран кӗрсе тепӗр хӑлхинчен тухса кайнӑ, ҫавӑн пекех унӑн ытти сӑмахӗсем те мана мӗн ҫинчен пӗлтернисене эпӗ хальхи вӑхӑтра тин ӑнланма пуҫларӑм.

Но все это я пропускал мимо ушей, как и многие другие разговоры, смысл которых я начинал понимать только теперь.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫак самантра Синг ӑна хӑлхинчен пӑшӑлтатнӑ:

Синг шепнул ему:

Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.

Вӑл васкавлӑн кайрӗ, Давенант вара юлчӗ, хӑлхинчен ӑна тӗшмӗртӳ: «Кусем ултавҫӑсем», — тесе кӑшкӑричченех.

Он быстро ушел, а Давенант остался стоять и стоял, пока ему на ухо не крикнула догадка: «Это мошенники».

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Рой Мелие хӑлхинчен пӑшӑлтатма пикенчӗ те — Мели пичӗ хӗрелчӗ, Давенант вара пӑшӑлтату вӗҫне илтсе юлчӗ: «…Сумккӑра уҫӑр».

Рой стала шептать ей на ухо, и Мели покраснела, а Давенант расслышал окончание шепота: «… раскройте сумочку».

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Сывлӑшра чул муклашки шӑхӑрса иртрӗ, юпаран ҫапӑнчӗ те айккинелле вӑркӑннӑ май Гоана хӑлхинчен лекрӗ, ури патне шаплатса ӳкрӗ.

В воздухе просвистел камень, стукнул о столб, задел Гоана по уху рикошетом и шлепнулся к ногам похитителя.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Вӑл Джемса хӑлхинчен кӑшкӑрма пуҫларӗ, унӑн хӗрӳллӗ, кӑнттам сӑмахӗсем ҫӗрлехи шӑплӑхра янӑраса саланчӗҫ:

Он стал кричать на ухо Джемсу, и его страстные грубые слова резко падали в тишину ночи.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

Вӑл йывӑррӑн мӑшлата-мӑшлата пукансен хушшинчен йӑраланса иртрӗ те Громов патне сулланса пычӗ, хӑлхинчен вӑрттӑн темӗн пӑшӑлтатрӗ.

Он, грузно пыхтя, протискался между стульев и, подвалившись к Громову, таинственно зашептал ему что-то на ухо.

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

— Кулса ямаллаччӗ те Лея хӑлхинчен пӑрмаллаччӗ, хытах пӑрмаллаччӗ.

— Надо было рассмеяться и дернуть, даже больно, Лея за ухо.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех