Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлхинчен (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура мӑйӑхлӑ маттур трактористпа юнашар Аля тӑрса пырать, вӑл тракторист хӑлхинчен темӗн кӑшкӑрса калать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӑварӗнчен юн палкаса тухрӗ, хӑлхинчен те хытах юхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сылтӑм хӑлхинчен те юхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унӑн куҫлӑхӗн сылтӑм аври хуҫӑлса кайнӑ, ун вырӑнне вӑл шурӑ ҫипе темиҫе хут пӗтӗрсе, хӑлхинчен ҫавӑрса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ваҫли, ҫынсем илтесрен сыхланнӑ пек, каллӗ-маллӗ ҫаврӑнса пӑхрӗ те Микулана хӑлхинчен пӑшӑлтатса тем каларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Пакӑҫ темерӗн!» — вӑл йӗрӗнсе каланӑ сӑмахсем Лукарье хӑлхинчен туха пӗлмерӗҫ, чӗрине мӑка ҫӗҫӗ пек каскаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак хушӑра Ольӑпа Уля Палас хӗрринче хӑйӑрпа ҫап-ҫутӑ тасатнӑ сӑмавара иккӗшӗ икӗ хӑлхинчен ҫӗклесе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей чышкине чӑмӑртаса хӑнана сылтӑм хӑлхинчен янлаттарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темиҫе кун, темиҫе эрне тухмарӗҫ ун хӑлхинчен тарҫӑ пулнӑ мӑн кӑмӑллӑ ҫын сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсир ӑна ачасем ҫинчен, ачасем ҫинчен калӑр, — каччӑсен хӑлхинчен пырса пӑшӑлтатрӗ Иван Сергеевич.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Унччен те пулмарӗ, пуп ӑна ҫавӑрса тытрӗ те: — Ах, ты мерзавец! Ӗҫленӗшӗн панӑ япалана хисеплеме пӗлместӗн! — тесе, хӑлхинчен лӑскама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара эпӗ йӑваш тенӗ пуп Петӗрӗ хӑлхинчен ҫавӑрса тытрӗ те турӑш умне чӗркуҫҫи ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унтанпа вӑтӑр ҫула яхӑн иртрӗ ӗнтӗ, Григорьев хӑлхинчен ҫаплах ҫав сӑмахсем кая пӗлмеҫҫӗ.

С тех пор прошло тридцать с лишним лет, но в ушах Григорьева по сей день звучат эти слова.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Варринче ларакан Ухтивана Янтул айккинчен тӗкет, хӑлхинчен пӑшӑлтатса калать:

Яндул тихонько ткнул в бок Ухтивана, сидящего в середине, прошептал:

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗмеркке чарӑнса итлесе тӑчӗ те Утлас хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ: «Сан тӑшманусене тавӑрса ҫӳреме йытӑ-им вӑл — киремет?» — терӗ.

Тимеркке помолчал, потом прошептал Утласу на ухо: — Киреметь, он кто, собака, что ли, чтобы поразить твоих врагов?

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑлхинчен чӗп-чӗрӗ юн тумласа тӑрать.

Из уха сбегает алая струйка крови.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Урӑхла тӑватпӑр, — тесе Ивук Павӑла хӑлхинчен пӑшӑлтатма тытӑнать.

Давай сделаем так, — Ивук зашептал Павлу на ухо.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫулҫине татас тес — татмалӑх ҫук: путек хӑлхинчен те пӗчеккӗ.

Нарвать бы листьев — да они еще меньше ягнячьего ушка.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле сӑмахӗ вӗсен пӗр хӑлхинчен кӗрсе тепринчен тухсах каять пулмалла.

Слова Илле, кажется, влетают им в одно ухо и тут же вылетают в другое.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ачашласа каларӗ лаши хӑлхинчен, хӗввинчен ҫӑкӑр татӑкӗ кӑларса ҫитерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех