Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлха сăмах пирĕн базăра пур.
хӑлха (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах, те Петӗр хумханса каланипе, те хамӑн хӑлха ҫапла илтнипе, «Сывӑ пул, Ҫеҫпӗл халӑхӗ!» тенӗ пек туйӑнчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫавӑнпа та «Али паттӑр», «Упа хӑлха», «Аван», «Типӗ ҫырма паттӑрӗ» евӗр тата ытти паттӑр юмахӗсене кӗнекене кӗртмерӗмӗр.

По вышеназванным причинам мы не включили в книгу тексты «Али-батыр», «Медвежье ухо», «Аван», «Батыр суходола» и другие подобные сказки.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Ҫынни ҫамрӑк-ха Андроновран аслӑ пулас ҫук, питҫӑмартисем кӳпшек те хӗп-хӗрлӗ пӳрнепе кӑшт пуссанах юн тухас пек, анчах тем тума-ҫке сӑнне-питне вӑл II-мӗш Александр патша евӗрлӗ туса лартнӑ: тулли янахӗсем ҫинче тем пысӑкӑш бакенбард, ик еннелле ҫунат пек сарса янӑ уссийӗ хӑлха патнех ҫитет.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Анчах ман арӑмӑн еркӗнӗ, хамран виҫӗ хут тӗреклӗскер, вырӑн ҫинчен тӑрса мана пӗррех хӑлха чикки парса йӑвантарса ячӗ те тухса тарчӗ, эпӗ, хамӑн пуҫ ҫаврӑнма чарӑнсан, арӑм тенине унтан-кунтан кӑвакарткаланӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Ним те ҫук, тет тата… шӑршлӑ сысна! — терӗ те вӑл ҫилӗпе, Макар Кузьмича хӑлха чиккинчен янк! тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Тӳрех вут-ҫулӑм сирпӗннӗ хӗрарӑм куҫӗнчен, хӑлха чан пекех янраса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Кӑмака ҫӑварне ик-виҫ пуленкке чикме ҫеҫ ӗлкӗрнӗ вӑл — сасартӑк упӑшки хыҫалтан шӑппӑн пырса мӑнтӑр чишкипе хӑлха чиккинчен янк! тутарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ку сиксе тӑрать те ӑна хӑлха чикки парать.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Хӑлха хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Ан йӑслӑр-ха, хӑлха йӳҫӗхсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унта Паттиер ӗшнин хӑрах сӗвеклӗхӗнче, выляса ларакан пӗчӗк ачасен кӑтра пуҫӗсем пек, хӑлха ҫакки курӑкӗсем чӳхенкелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Ӑҫтан пӗлетӗн вара эс? — хӑлха таранах хӗрелсе кайрӗ Славик.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Тутӑрне аллинчен ҫил тӑпӑлтарса илсе вӗҫтерсе кайрӗ, хӗр ӑна ҫитсе тытрӗ те улӑх тӑрӑх, хӑлха ҫакки курӑкӗн пуҫӗсене вӗҫтерсе, тылла-пуҫҫи ҫинчи йӑвасенчен текерлӗксене шуйхатса кӑларса, поселок еннелле талкӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кунта халӗ те чӑрӑш тӑрри, сӳсен, хӗрлӗ-кӗрен вӑрӑллӑ чӗкеҫ ути, ҫунса кайнӑ лампочкӑна аса илтерекен пуҫлӑ хӑлха ҫакки курӑкӗ ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кукамай пире хӑлха ҫакки парнелерӗ (унӑн шкатулкинче нумай).

Бабушка подарила нам сережки (у нее в шкатулке много).

Мама, Ксюша тата Настя дневникӗнчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/642

Хӑлха шӑтартӑмӑр.

Нам прокололи уши.

Мама, Ксюша тата Настя дневникӗнчен // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/642

– Тата сан хӑлха ҫакки пур.

– А еще у тебя сережки.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Мӗн тетӗр? — трубкине хӑлха патнерех тытрӗ Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗр парӑнма шутламарӗ, куҫӗ ҫине усӑннӑ ҫӳҫ пайӑркине хӑлха хыҫнелле сирсе авӑр вӗҫне пушмакӗпе ҫирӗппӗн пусрӗ те, утӑ кӑптӑкне ерипен-ерипен капан тӑрринелле хӑпартма пикенчӗ, кӗпе ҫухи аяларах аннӑран кӑкӑр таврашӗнчи хӗвел тӗкӗнмен шурӑ ӳт курӑнчӗ, сӑмса ҫинче тар пӗрчисем шӑрҫаланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Хӑшӗсем ман умра хӑлха йӳҫӗхиччен лӗпӗртетеҫҫӗ, мана Венерӑпа, Нефертитипе, Афродитӑпа танлаштараҫҫӗ — эс пур, кирек хӑҫан та калаҫмасӑр тӑнран яратӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех