Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлха сăмах пирĕн базăра пур.
хӑлха (тĕпĕ: хӑлха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача картишне хӑлха айӗнченех кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Куҫми те, ыйхӑ тӗлӗшпе мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илейменскер, ури ҫине йӑкӑлт сиксе тӑчӗ те ӑна-кӑна уйӑрса тӑмарӗ, хыҫран пырса, амӑшне хӑлха чикки тӑхӑнтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Куҫ та курмасть, хӑлха та илтмест…»

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сударь, сирӗн хаклӑ япаласем пӗр пуса та тӑмаҫҫӗ, — терӗ ювелир, ҫӗрӗсемпе хӑлха ункисене тимлӗн сӑнаса.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна тивӗҫ вырӑна ларма сӗнейчӗ — юсав тумланнӑ, ахах куҫлӑ хӑлха ункисене ҫиҫтерсе ларакан ырхан хӗрарӑм ҫухӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шалти сасӑ сире ӑҫта сӑмаха хӑлха хӗррипе ҫеҫ итлемеллине, ӑҫта малалла талпӑнмаллине кӑтартӗ.

Тонкая интуиция позволит отличить, где нужно пропустить выпад мимо ушей, а где — смело ввязаться в бой.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тем пек хӑлха тӑратса итлесе пырсан та вӗсем мӗн пирки калаҫнине ҫамрӑк ача ӑнланаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Асту, пӗрре сана тыттарӑпӑр хӑлха чикки, кӗтсех тӑр, — усаллӑн илтӗнет фермӑн инҫет енӗнчен хӗрарӑм сасси.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Шӑртлӑ хӳрепе икӗ хӑлха ҫини ахаль иртмерӗ, ҫул ҫинче хырӑм ыратма пуҫларӗ — аран-аран чӑткаласа пыратӑп, ҫапах Лорӑна систерес мар тетӗп, атту пачах намӑс курӑп тата.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Шел, хӑлха варринчи шӑрта лайӑх тасатман та, ҫапах ҫикелесе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫакӑ мана савӑнтарчӗ, ҫӑмӑллӑнах хӑлха ҫиме пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ӑна кура авӑ ыттисем те ман калаҫӑва хӑлха тӑратса итлеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Шӑхальсене хуть те хӑш яла кайсан та сумласа кӗтсе илнӗ — хӑлха чикки тыттарма васкаман.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн татах хирӗҫлекене Левенти пӗринче хӑлха чикки тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл йыша хирӗҫ ҫурӑмпа тӑрать те сулахай е сылтӑм аллине хӑлха тӗлне тытать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Унтан хӑлха патне алӑ тытса ҫапмалла вылярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Коробкӑра — ылтӑнпа капӑрлатнӑ хӑлха ҫакки.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кирлӗ мар ҫӗрте чарӑнма пӗлмесӗр пакӑлтататӑн, хӑлха йӗрӗнсе ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Мӗн эсир, Иван Михалч, хӑлха чирӗпе аптрамастӑр пулӗ-ҫке? — ыйтрӑм эпӗ унран.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Унччен те пулман, хӑлха ҫуммипе темӗн вӑркӑнса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ усӑллӑ ӗҫ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех