Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хытӑ (тĕпĕ: хытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ачана хытӑ ыталаса илчӗ, хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ, унтан вӗри аллисемпе пит ҫӑмартисенчен тытрӗ те, салтакӑн хытӑ тутисемпе ача тутинчен икӗ хут чуптурӗ.

Он крепко обнял мальчика, прижал к себе, потом взял горячими руками за щёки и два раза поцеловал в губы жёсткими солдатскими губами.

16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

2. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи 3 №-лӗ саккунӗн 26 статйин 8-мӗш пайӗн положенийӗсемпе Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе патшалӑх политикине пурнӑҫлакан органӗпе коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткалас енӗпе ӗҫлекен регионти оператор коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткалас енӗпе ӗҫ-хӗле йӗркелесси ҫинчен калакан килӗшӗве тунӑ кунран пуҫласа усӑ курмалла.

2. Положения части 8 статьи 26 Закона Чувашской Республики от 4 марта 2016 года № 3 «О регулировании отдельных правоотношений, связанных с охраной окружающей среды и обеспечением экологической безопасности на территории Чувашской Республики» применяются со дня заключения соглашения об организации деятельности по обращению с твердыми коммунальными отходами между органом исполнительной власти Чувашской Республики, осуществляющим государственную политику в области жилищно-коммунального хозяйства, и региональным оператором по обращению с твердыми коммунальными отходами.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №17 от 30 марта 2018 г.

8. Коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткалас енӗпе ӗҫлекен операторсем, регионти операторсем хӑйсен ӗҫ-хӗлне Чӑваш Республикин территорийӗнче пурнӑҫланӑ май Чӑваш Республикинче каяшсене тыткаламалли территори схеминче палӑртнӑ коммуналлӑ хытӑ каяшсен куҫӑмӗсен схемине пӑхӑнма тивӗҫ.

8. Операторы по обращению с твердыми коммунальными отходами, региональные операторы обязаны соблюдать схему потоков твердых коммунальных отходов, предусмотренную территориальной схемой обращения с отходами в Чувашской Республике, на территории которой такие операторы осуществляют свою деятельность.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №17 от 30 марта 2018 г.

б) ҫиччӗмӗш абзацра «коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухмалли (ҫав шутра уйрӑм пухмалли)» сӑмахсене «коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса пымалли (ҫав шутра уйрӑм пухса пымалли)» сӑмахсемпе улӑштарас;

в) в абзаце седьмом слова «сбора твердых коммунальных отходов (в том числе их раздельного сбора)» заменить словами «накопления твердых коммунальных отходов (в том числе их раздельного накопления)»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №17 от 30 марта 2018 г.

Ав, ҫитменнине эсех ял тӑрӑх сӑмах акса-тӑкса ҫӳретӗн: ку хытӑ, ҫав хытӑ тесе.

И ты же ходишь прославляешь людей по деревне: этот жадный, тот жадный.

Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.

Пӗччен пурӑнакан манахсен ҫӗтӗк-ҫатӑк хытӑ тумтир тӑхӑнса ҫӳремелле, пуҫ ҫине кӗл сапмалла, хытӑ чулсем ҫинче ҫывӑрса пурӑнмалла, ҫумӑр айӗнче тӑрса шӳмелле тата…

Да еще отшельнику надо спать на самом что ни на есть жестком, носить рубище и посыпать главу пеплом, и на дожде стоять мокнуть и…

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

1. Саваоф Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Сионшӑн питӗ хытӑ тӑратӑп, уншӑн ҫапла хытӑ тӑнӑран унӑн тӑшманӗсене питӗ вӑйлӑ ҫилленетӗп.

1. И было слово Господа Саваофа: 2. так говорит Господь Саваоф: возревновал Я о Сионе ревностью великою, и с великим гневом возревновал Я о нем.

Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анне те хытӑ пӑсӑрлантарчӗ мана: «Качча тухмасан, ятна яратӑн, сан ҫине кайран нимле Микула та ҫаврӑнса пӑхмӗ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Малтан тухнӑччӗ, хытӑ чышнипе каялла кӗчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Куянсен пур сӑввине Тилӗ хытӑ тӗрӗслет, Йӑнӑш ҫырнӑ йӗркене Самантрах вӑл тӳрлетет.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫав епрешӳре: «Халӗ эп — сан алӑри чӑх: тыт, пӑчӑрта, тӗкне тат», — тени сӑмахпа каланинчен те хытӑ сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Унтан, ҫав кордонтан инҫе мар, пӗр виҫ-тӑватӑ ҫухрӑмра, икӗ ҫул каяллах хытӑ ҫуннӑ лаптӑк пур.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Нина Егоровна Чернова, Ҫирӗклӗре ҫуралса ӳснӗскер, Сергей Егорович Чернов пиччӗшӗ ҫинчен аса илнинчен: «Манӑн Сергей пичче ҫемьере асли пулнӑ, 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл лӑпкӑ, ырӑ, ӗҫчен пулнӑ, пӗлӳ патне туртӑннӑ, ҫутҫанталӑка юратнӑ. Эпир аттесӗр ӳснӗ, вӑл ир, 1929 ҫулта вилнӗ. Анне полиартритпа хытӑ чирленӗ. Ҫавӑнпа Сергей ҫемьене тӑрантаракан вырӑнне юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Вокзалсен хытӑ сакӗсем ҫинче юнашар ларса е пӗр-пӗрин ҫине тайӑнса ҫӗр каҫни те пӗрре-иккӗ кӑна пулман мар-и…

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ну, хытӑ тарӑхатчӗ анне вӑл пырсан: «Эсӗ мӗн туса ҫӳретӗн кунта? — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Анне пире аттепе курнӑҫтарасшӑн мар шутсӑр хытӑ тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӑлаки аппа Аркадий Давыдович умӗнче «ывӑлӗн» хутне хытӑ кӗнӗччӗ пулас, тем ҫавӑн пекреххи сисӗнетчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ураран хытӑ ҫапнипе «остеомиелит» ятлӑ шӑмӑ чирӗ тапраннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Мӑнукӗ, аслашшӗ каласса кӗтмесӗрех, ҫырмана чупса анать те, тип курӑкӑн хытӑ тунине татса, аслашшӗ ҫумне пырса вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Чышку сан, юнӗҫен фашыса хӑлха чикки ҫитерме хатӗрленнӗ чухнехи евӗр, ҫатӑртатса кӑна тӑтӑр хытӑ пӑчӑртанипе, унтан… — ҫил ҫаврӑмӗ урӑх еннелле пӑрӑнать те, Лапрашки кинеми калани илтӗнми пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех