Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ сире пит хытӑ, пит хытӑ тав тӑватӑп.
XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Шутсӑр хытӑ пынӑ теесрен, ытлашши хытах та пымарӗ йӗкет, сехетне аллӑ-утмӑл ҫухрӑм хӑвӑртлӑхпа кӑна кӗрлеттерсе пычӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ӑна курсанах, хунямӑшӗ хытӑ хӑраса ӳкрӗ, хуняшшӗ вара, хӑйӗн ӗҫпе кушӑрканӑ вӑйлӑ чӑмӑрне пӗрре хытӑ пӑчӑртаса, тепре ҫемӗҫтерсе, хыттӑн мӑшлатса сывларӗ, ҫамкине картлантарчӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Иртнӗ хутӗнче Наташӑпа тӗл пулсан, хӑй хытӑ васканӑшӑн тата ӑна пурин ҫинчен те йӗркипе каласа кӑтартма ирӗк паманшӑн Саша халӗ хытах пӑшӑрханчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Эпир мӗн вӑй ҫитнӗ таран хытӑ пыратпӑр, хам сывлайми те пула пуҫларӑм, анчах лахтарьсемпе пирӗн хушӑ пӗрре те чакмасть, мӗншӗн тесен вӗсем йӗлтӗрпе питех те хытӑ чупаҫҫӗ.
Хушса кӗртнӗ сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Вӑл чышкине ҫав тери хытӑ чӑмӑртарӗ, — хытӑ чӑмӑртанипе сыпписем те шӑтӑртатса илчӗҫ.
21. Пилӗк сехет // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Воропаев Ленӑна аллинчен ҫирӗп тытса тӑрать; ӑна мӑйӗнчен ыталаҫҫӗ, хытӑ чуптӑваҫҫӗ, макӑраҫҫӗ, вӑл хӑй те чуптӑвать, макӑрать, хытӑ пӑлханса кайнипе пӗр сӑмах та калаймасть.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Ҫук, эсир пире процентпа тишкерсе ан тӑрӑр!.. — пӗр тикӗссӗн те хытӑ мар кӗрлесе тӑракан цеха Андрейӑн хытӑ сасси ҫурса кӗчӗ те пур сасӑсене те тӳрех хупласа хучӗ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл хӑйне спектакльти пек тытнӑ: тавар илекен хытӑ пулсан, вӑл мӑнаҫлӑ пулнӑ, унтан кӗтмен ҫӗртен кӑштах чакарнӑ, анчах хӑй ҫавӑнтах хытӑ тӑнӑ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ачисене хытӑ вӑрҫаҫҫӗ, хӗнессе те хытӑ хӗнеҫҫӗ, анчах ҫамрӑксем ӗҫсе супни те пӗр-пӗринпе ҫапӑҫни ватӑсене тӗлӗнтермест, ҫакна вӗсем хӑй йӗркипех пыракан ӗҫ вырӑнне хураҫҫӗ, — мӗншӗн тесен ашшӗсем хӑйсем те ҫамрӑк чух вӗсем пекех ӗҫнӗ, ҫавӑн пекех ҫапӑҫнӑ, вӗсене те ашшӗ-амӑшӗ хӗненӗ.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Ку вӑл, эп сире калам, кирек ӑҫта та ҫавах: эс ху ҫынсемпе мӗнле, вӗсем те санпа ҫавӑн пекех пулӗҫ, мӑнтӑрккана хытӑ хӑма ҫинче те ҫемҫе, хыткана мамӑк тӳшек ҫинче те хытӑ.
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Сарлака та симӗс ҫаран ҫинче пулса иртет ку вӑйӑ, анчах ӑна хытах тӗлӗнмелли тата именмелли те килсе тухрӗ: Тарталья хытӑ вӗрнӗ май, вӑл, урисене чарса пӑрахнӑскер, тӗлӗре пуҫланӑ Эмиль урлӑ кайӑк пек вӗҫсе каҫать те хӑй умӗнче, симӗс ҫаранӑн чи хӗрринче сасартӑк икӗ офицера курах каять; вӗсене палласа илет — ун ӗнерхи тӑшманӗ хӑйӗн секунданчӗпе — фон Дöнгоф господинпа фон Рихтер г-н!
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Томӑн ури питӗ хытӑ ыратать, юнӗ те хытӑ юхать, эпир ӑна хӳшше кӗртсе вырттартӑмӑр, герцог кӗпине ҫурса суранне ҫыхма тӑтӑмӑр, анчах вӑл: — Татӑксене кӳрӗр-ха кунта, — терӗ, — эпӗ хамах ҫыхма пултаратӑп.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Хытӑ, хытӑ чупать! — терӗ татах индеец.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл Шотландин хытӑ чӗреллӗ ҫыннисене те, Малькольм-Кэстль тарҫисене те чун-чӗререн тытса силлерӗ, вара вӗсем сывлӑша хытӑ янратса кӑшкӑрма пуҫларӗҫ:Взволновала даже суровых шотландцев, слуг Малькольм-Кэстля, и они огласили воздух громким криком:
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсем пӗр пек кӑмӑллӑ мар, Артём, ҫиелтен пӑхсан, хытӑ чӗреллӗ пек туйӑннӑ пулин те, вӗсем пӗрне-пӗри хытӑ юратнӑ.Несмотря на разницу характеров и кажущуюся суровость Артема, братья крепко любили друг друга.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Баранкин чан патне пычӗ, сӳсленсе пӗтнӗ кантӑран вӗҫне аллипе хытӑ ярса тытрӗ те пит те хытӑ шанлаттарма тытӑнчӗ.Баранкин подошёл к колоколу, крепко зажал в кулак конец лохматой бечёвки и ударил так здорово.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Арҫын сасси — хытах янӑрамасть, анчах та илемлӗ, хӗрарӑм сасси — хытӑ илтӗнет, кӑштах хӑйӑлтатать пулин те, питӗ кӑмӑллӑ.Мужской голос — ровный, приглушенный и женский — резковатый, как бы надтреснутый, но очень приятный.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Хӑй ҫине пӑхтарас тесе, вӑл хытӑ шӑхӑрса янӑ, урипе ҫӗре хытӑ тапса малалла чупса кайнӑ.Чтобы обратить на себя внимание, она громко свистнула, топнула ногой и бросилась бежать.
Чӳлмек ҫурални // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 35–38 с.
Унтан вӑл аллисене питӗ хытӑ чӑмӑрларӗ, вӗсене тути патне, ҫамки патне илсе пычӗ, унтан, пӳрнисене сарса, хӑлхи ҫине сапаланса аннӑ ҫӳҫ пайӑркисене сирсе ячӗ те, пуҫне хытӑ сулса илсе, кантӑка хупрӗ.
XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.