Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Олоферн чатӑрӗ патне пырса, вӗсем унӑн пӗтӗм ҫуртне-мулне тытса тӑракан ҫыннине каланӑ: хуҫамӑра вӑрат-ха, ара, ҫав чурасем, хӑйсем тӗппипех пӗтессе сиснӗ пек, пире хирӗҫ тухма хӑйнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫавӑн ҫинчен ҫырнине тупӑн та ҫак хула сутӑнчӑк хула, патшасемпе хуласене пӑлхатса тӑнӑ хула пулнине, 23. иудейсем вара унта яланах кавар тӑвакан ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнине, ҫак хулана шӑпах ҫавӑнпа аркатнине вуласа пӗлӗн. 24. Халӗ патша хуҫамӑра ҫакна пӗлтеретпӗр: ҫак хулана туса пӗтерсессӗн, ун хӳмисене юсаса ҫавӑрӑнсассӑн, санӑн Келе-Сирипе Финикийӑна ҫӳреме ҫул пулмӗ».
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ вӑхӑтра Вилем, Мифридат, Тавеллий, Рафим, Веелтефм, Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Самарире тата ытти вырӑнта пурӑннӑскерсем, патша патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 17. «Артаксеркс патшана, хуҫамӑра — санӑн чурусем: пулни-иртнине ҫырса пыракан Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ, вӗсен канашӗнчи ытти ҫынсем, Келе-Сирипе Финикийӑра тӑракан тӳресем. 18. Патша хуҫамӑр паянтан пӗлсе тӑтӑрччӗ: сирӗн патӑртан пирӗн пата тухса килнӗ иудейсем Иерусалима, ҫак ҫылӑхлӑ та ултавлӑ хулана, ҫитсессӗн унти урам тӑваткӑлӗсене тирпейлеме тытӑнчӗҫ, хӳмине хӑпартаҫҫӗ, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хываҫҫӗ. 19. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак хулана туса лартсассӑн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, вӗсем хырҫӑ тӳлеме те килӗшмӗҫ, ун пек ҫеҫ мар-ха, патшасене те хирӗҫ тӑрӗҫ. 20. Ӗнтӗ Турӑ Ҫуртне тума тытӑнчӗҫ те, эпир ҫакӑн ҫинчен шарламасӑр тӑрар мар терӗмӗр, 21. патша хуҫамӑра тата ҫакна та пӗлтересшӗн: эсӗ аҫусенӗн кӗнекисене пӑхса илме кӑмӑл тумӑн-ши?
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Патша тарҫисем те Давид патша хуҫамӑра саламлама пырса кайнӑ: санӑн Турру Соломонӑн ятне хӑвӑн ятунтан та ытларах мухтава кӑлартӑр, унӑн аслӑ пуканне те санӑннинчен ҫӳлерех ҫӗклетӗр, тенӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнтӗ тарҫисем ӑна каланӑ: патша хуҫамӑр валли ҫамрӑк хӗр шыраса пӑхчӑр: патша ҫумӗнче пултӑр вӑл, ӑна пӑхса пурӑнтӑр, пӗрле выртса тӑтӑр — патша хуҫамӑра ҫапла ӑшӑ пулӗ, тенӗ.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша тарҫисем патшана каланӑ: патша хуҫамӑра кирлӗ пулсассӑн, эпир яланах — санӑн чурусем, тенӗ.15. И сказали слуги царские царю: во всем, что угодно господину нашему царю, мы - рабы твои.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: ача хӑйӗн ашшӗне пӗччен хӑвараймасть, вӑл ашшӗнчен уйӑрӑлса кайсассӑн, ашшӗ вилет, терӗмӗр.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: пирӗн ватӑлса ҫитнӗ аттемӗр пур, [унӑн] ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ кӗҫӗн ывӑлӗ пур, унӑн пӗртӑванӗ вилчӗ, вӑл вара амӑшӗнчен пӗчченех тӑрса юлчӗ, ашшӗ ӑна юратать, терӗмӗр.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иуда каланӑ: хамӑр хуҫамӑра пирӗн мӗн калас-ха? мӗн теес-ха? мӗнле тӳрре тухас-ха?16. Иуда сказал: что нам сказать господину нашему? что говорить? чем оправдываться?
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1