Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнакансем (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акцие хутшӑнакансем обществӑн чӑн патриочӗсем пулни вара иккӗлентермест те.

Куҫарса пулӑш

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне халалланӑ мероприятисенче «Пирӗн Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫӑлтӑрӗ» патриотизм акцине-автомаршне хутшӑнакансем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме юратакансене пӗрлештерекен уяв // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Турнира хутшӑннисем кӑҫал йӗркелӳ шайӗ ӳснине те, хутшӑнакансем нумайланнине те палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

11. Ҫав ӗҫе хутшӑнакансем пурте намӑс курӗҫ, мӗншӗн тесессӗн ҫавна тӑваканӗсем хӑйсем те — этем ҫеҫ; вӗсем пурте пухӑнса тӑччӑр; вӗсем сехӗрленсе ӳкӗҫ, пурте намӑс курӗҫ.

11. Все участвующие в этом будут постыжены, ибо и художники сами из людей же; пусть все они соберутся и станут; они устрашатся, и все будут постыжены.

Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн пекех канашлӑва хутшӑнакансем умӗнче 2016 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх перепиҫне ирттерес енӗпе яваплӑ уполномоченнӑй Марс Абдуллин хӑш-пӗр ӗҫ йӗркисемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Турнира хутшӑнакансем умӗнче кооператив ертӳҫи Иван Игнатьев вӑйӑҫсене саламласа турнир уҫӑлни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Конкурса хутшӑнакансем хӑйсен ҫемйисем, ачасем, мӑнуксем, килти чӗрчунсем, йӗри-таврари ҫутҫанталӑк пирки ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе юмах вулар-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Проекта хутшӑнакансем кашни станцире Раҫҫей Конституцийӗн уйрӑм пайне пурнӑҫри тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе ӑса хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Юрласа-ташласа пурнӑҫа хытӑ юратнине ӗнентерчӗҫ конкурса хутшӑнакансем.

Песнями-танцами доказали участницы конкурса свою любовь к жизни.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Унта хутшӑнакансем хӑйсен ҫемйисем, ачисем, мӑнукӗсем, тӑван тавралӑх, юратнӑ чӗр чун ҫинчен ырӑ юмахсем шутласа кӑларнӑ, ӗҫӗсене капӑрлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ // В.Рафинов. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Чылай районӑн пӗтӗмлетӳллӗ лару-канашлӑвне хутшӑнакансем Шупашкартан килнисене ыйту пама вӑтанаҫҫӗ.

Во многих районах участники итоговых совещаний стесняются задавать вопросы гостям из Чебоксар.

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Шӑплӑх минучӗ хыҫҫӑн афганецсем те, мероприятие хутшӑнакансем те Афган вӑрҫине хутшӑннисене халалласа та асӑнса лартнӑ палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Йӗркелӳҫӗсем хаксене сӑлтавсӑрах ӳстерме, аукционсене хутшӑнакансем пӗр-пӗринпе каварлашма, контрактсене пӗлсе тӑрсах компетенцисӗр пурнӑҫлакансемпе тума пултармалли майсене сирмелле.

Необходимо исключить возможность необоснованного завышения цен организаторами, сговора участников торгов, заключения контрактов с заведомо некомпетентными исполнителями.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Юлашки ҫулсенче влаҫ органӗсем асӑннӑ отрасльти рынока хутшӑнакансем хушшинче конкуренцие аталантарас енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ.

В последние годы органами власти проделана существенная работа по развитию конкуренции между участниками рынка в данной отрасли.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех