Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурӗ (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9. Мӗншӗн тесессӗн эсӗ: «манӑн шанчӑкӑм Ҫӳлхуҫа» терӗн; Ҫӳлти Турра хӑвӑн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӳ турӑн; 10. сана инкек ҫакланмӗ, ҫурту яхӑнне чир-чӗр ҫывӑхараймӗ: 11. Вӑл Хӑйӗн Ангелӗсене сан ҫинчен пӗлтерсе хурӗ — сана пур ҫулу ҫинче те сыхлама хушӗ: 12. урупа чула такӑнасран сана алӑ ҫинче ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 13. аспидпа василиск ҫине урупа пусӑн; ҫамрӑк арӑсланпа аҫтаха ҫӗлене эсӗ таптӑн.

9. Ибо ты сказал: «Господь - упование мое»; Всевышнего избрал ты прибежищем твоим; 10. не приключится тебе зло, и язва не приблизится к жилищу твоему; 11. ибо Ангелам Своим заповедает о тебе - охранять тебя на всех путях твоих: 12. на руках понесут тебя, да не преткнешься о камень ногою твоею; 13. на аспида и василиска наступишь; попирать будешь льва и дракона.

Пс 90 // .

6. Ҫӳлхуҫа халӑхсен йышне шута илнӗ чухне: «ҫавӑ унта ҫуралнӑ» тесе ҫырса хурӗ.

6. Господь в переписи народов напишет: «такой-то родился там».

Пс 86 // .

19. Вӑл сан пуянлӑхна хака хурӗ-и?

19. Даст ли Он какую цену твоему богатству?

Иов 36 // .

21. Пире тыткӑна илсен пӗтӗм Иудея та пӗтет, пирӗн таса вырӑнсене ҫаратса-ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ, вӗсене ирсӗрлетнӗшӗн Вӑл пирӗнтен шыраса илӗ, 22. пирӗн тӑванӑмӑрсене вӗлернӗшӗн, ҫӗре тыткӑнланӑшӑн, пирӗн еткере ҫаратса тухнӑшӑн Вӑл ытти халӑхсене мар, пире айӑплӗ, ҫак айӑпа пирӗн пуҫ ҫине ӳкерӗ, эпир вара ҫав халӑхсен чурисем пулӑпӑр, хамӑра пӑхӑнтарнӑ халӑхсенчен ултавпа мӑшкӑл тӳсӗпӗр; 23. чуралӑх пирӗншӗн чыс пулмӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр ӑна чыссӑрлӑх вырӑнне хурӗ.

21. Ибо с пленением нас падет и вся Иудея, и святыни наши будут разграблены, и Он взыщет осквернение их от уст наших, 22. и убиение братьев наших и пленение земли и опустошение наследия нашего обратит на нашу голову среди народов, которым мы будем порабощены, и будем в соблазн и поношение у тех, которые овладеют нами; 23. потому что рабство не послужит нам в честь, но Господь Бог наш вменит его в бесчестие.

Иудифь 8 // .

Вӑл мӗн те пулин ырӑ мар ӗҫ туса хурӗ, тенӗ.

Он сделает что-нибудь худое.

2 Пат 12 // .

10. Самуил хӑйӗнчен патша ыйтакан халӑха Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур сӑмахне каласа кӑтартнӑ, 11. каланӑ вара: сире тытса тӑрас патшанӑн ирӗкӗ акӑ мӗнле пулать: вӑл сирӗн ывӑлӑрсене илӗ те хӑйӗн ҫар урапийӗсем ҫумне тӑратӗ, вӗсене хӑйӗн юланутҫисем туса хурӗ, вӗсем унӑн ҫар урапийӗсем умӗнче чупса пырӗҫ; 12. вӗсене вӑл пинпӳсемпе алпӳсем туса лартӗ, вӗсем унӑн хирӗсене сухалӗҫ, унӑн тыррине вырӗҫ, ун валли вӑрҫӑ кӑралӗ тата ҫар ураписем тӑвӗҫ; 13. сирӗн хӗрӗрсене хӑй валли сӗрӗш хатӗрлеттерӗ, апат-ҫимӗҫпе ҫӑкӑр пӗҫерттерӗ; 14. сирӗн хирӗрсене, сирӗн иҫӗм пахчийӗсене, ҫу йывӑҫҫи пахчисене чи лайӑххисене илӗ те вӗсене хӑйӗн тарҫисене парӗ; 15. сирӗн хирӗрсем, иҫӗм пахчийӗсем кӳрекен ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне илӗ те ӑна хӑйӗн хайранӗсемпе тарҫисене парӗ; 16. сирӗн чурӑрсемпе хӑрхӑмӑрсене, чи лайӑх яш ачӑрсене, ашакӑрсене суйласа илӗ, вӗсемпе хӑйӗн ӗҫӗсенче усӑ курӗ; 17. вак выльӑхӑртан вуннӑмӗш пайне илӗ, эсир хӑвӑр та унӑн чурисем пулса тӑрӑр; 18. ҫавӑн чухне вара хӑвӑр валли суйласа илнӗ патшана пула ахлатса йӗретӗр эсир; Ҫӳлхуҫа сире ун чухне нимӗн те хуравламӗ, тенӗ.

10. И пересказал Самуил все слова Господа народу, просящему у него царя, 11. и сказал: вот какие будут права царя, который будет царствовать над вами: сыновей ваших он возьмет и приставит их к колесницам своим и сделает всадниками своими, и будут они бегать пред колесницами его; 12. и поставит их у себя тысяченачальниками и пятидесятниками, и чтобы они возделывали поля его, и жали хлеб его, и делали ему воинское оружие и колесничный прибор его; 13. и дочерей ваших возьмет, чтоб они составляли масти, варили кушанье и пекли хлебы; 14. и поля ваши и виноградные и масличные сады ваши лучшие возьмет, и отдаст слугам своим; 15. и от посевов ваших и из виноградных садов ваших возьмет десятую часть и отдаст евнухам своим и слугам своим; 16. и рабов ваших и рабынь ваших, и юношей ваших лучших, и ослов ваших возьмет и употребит на свои дела; 17. от мелкого скота вашего возьмет десятую часть, и сами вы будете ему рабами; 18. и восстенаете тогда от царя вашего, которого вы избрали себе; и не будет Господь отвечать вам тогда.

1 Пат 8 // .

13. Назорей пулса пурӑнас кунсем вӗҫленсессӗн, назорей пулнӑ ҫын тӗлӗшӗпе хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна пуху чатӑрӗн алӑкӗ патне илсе пымалла, 14. вӑл вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи така путек парӗ, ҫылӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх путек парӗ, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн айӑпсӑр така парӗ; 15. тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тулӑ ҫӑнӑхӗнчен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пӗрне ҫӑкӑр илсе пырӗ, тутлӑлла пӗҫернӗ, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ пашалусем, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне илсе пырӗ; 16. ҫакна священник Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ те унтан унӑн ҫылӑхшӑн кӳмелли парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнине кӳрӗ; 17. такине пӗрнери тутлӑлла ҫӑкӑрсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни кӳрӗ, священник ҫавӑн пекех унӑн тырӑ-пулӑ парнине тата ун ҫине юхтармаллине кӳрӗ; 18. вара назорей пуху чатӑрне кӗмелли вырӑнта хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне кастарса ярӗ, унтан хӑй назорей пулса пурӑннӑ чухнехи ҫӳҫне илӗ те канӑҫлӑх парни айӗнчи вут-ҫулӑм ҫине хурӗ; 19. унтан священник такан пиҫсе ҫитнӗ малти хулне тата пӗрнерен тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр кукӑльпе тутлӑлла пӗҫернӗ пӗр пашалу илӗ, вара назорей пулнӑ ҫын ҫӳҫне кастарнӑ хыҫҫӑн ҫакна назорей ывҫи ҫине хурӗ; 20. унтан священник ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳрӗ: силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе кӳнӗ хулсӑр пуҫне ҫак таса япаласем те священника пулмалла.

13. И вот закон о назорее, когда исполнятся дни назорейства его: должно привести его ко входу скинии собрания, 14. и он принесет в жертву Господу одного однолетнего агнца без порока во всесожжение, и одну однолетнюю агницу без порока в жертву за грех, и одного овна без порока в жертву мирную, 15. и корзину опресноков из пшеничной муки, хлебов, испеченных с елеем, и пресных лепешек, помазанных елеем, и при них хлебное приношение и возлияние; 16. и представит сие священник пред Господа, и принесет жертву его за грех и всесожжение его; 17. овна принесет в жертву мирную Господу с корзиною опресноков, также совершит священник хлебное приношение его и возлияние его; 18. и острижет назорей у входа скинии собрания голову назорейства своего, и возьмет волосы головы назорейства своего, и положит на огонь, который под мирною жертвою; 19. и возьмет священник сваренное плечо овна и один пресный пирог из корзины и одну пресную лепешку, и положит на руки назорею, после того, как острижет он голову назорейства своего; 20. и вознесет сие священник, потрясая пред Господом: эта святыня - для священника, сверх груди потрясания и сверх плеча возношения.

Йыш 6 // .

25. Унтан священник кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен тырӑ-пулӑ парнине арӑм аллинчен илӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ, кайран парне вырӑнӗ ҫине кайса хурӗ; 26. священник тырӑ-пулӑ парнинчен асӑнмалӑх пай ывӑҫласа илӗ те ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, унтан арӑма шыв ӗҫтерӗ; 27. эхер те арӑм таса мар пулсассӑн, упӑшки тӗлӗшӗнчен йӗркесӗр ӗҫ тунӑ пулсассӑн, ӑна шыв ӗҫтернӗ хыҫҫӑн ҫав ылхан кӳрекен йӳҫӗ шыв ӑна сиен тума унӑн ӑшне-чиккине кӗрӗ, ӗнтӗ унӑн ӑшӗ шыҫӑнса кайӗ, варӗ типсе ларӗ, ҫак арӑм вара хӑйӗн халӑхӗ хушшинче ылханлӑ пулӗ; 28. эхер те арӑмӗ ирсӗрленмен, тасах пулнӑ пулсассӑн, вӑл сиен курмӗ, ар вӑрлӑхӗпе пӗтӗҫленӗ.

25. И возьмет священник из рук жены хлебное приношение ревнования, и вознесет сие приношение пред Господом, и отнесет его к жертвеннику; 26. и возьмет священник горстью из хлебного приношения часть в память, и сожжет на жертвеннике, и потом даст жене выпить воды; 27. и когда напоит ее водою, тогда, если она нечиста и сделала преступление против мужа своего, горькая вода, наводящая проклятие, войдет в нее, ко вреду ее, и опухнет чрево ее и опадет лоно ее, и будет эта жена проклятою в народе своем; 28. если же жена не осквернилась и была чиста, то останется невредимою и будет оплодотворяема семенем.

Йыш 5 // .

14. Кам та пулин хӑй ҫуртне Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали тума халаллать пулсассӑн, ҫак ҫурта священник хак хутӑр: аван-и вӑл, начар-и — священник ӑна мӗнле хак хурӗ, ҫаплах пулӗ; 15. ҫуртне Турра халалласа панӑ ҫын ӑна каялла тӳлесе илес тесессӗн, вӑл эсӗ хунӑ кӗмӗл хакӗ ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр, вара ҫурчӗ унӑнах пулӗ.

14. Если кто посвящает дом свой в святыню Господу, то священник должен оценить его, хорош ли он, или худ, и как оценит его священник, так и состоится; 15. если же посвятивший захочет выкупить дом свой, то пусть прибавит пятую часть серебра оценки твоей, и тогда будет его.

Лев 27 // .

11. Вӑл Ҫӳлхуҫана парне пама юраман таса мар выльӑх пулсассӑн, ӑна священник патне илсе пырас пулать, 12. священник ӑна хак хурӗ: аван-и вӑл, начар-и — священник епле хак хурӗ, ҫапла пулӗ; 13. кам та пулин ӑна каялла тӳлесе илес тесессӗн, вӑл эсӗ хунӑ хак ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр.

11. Если же то будет какая-нибудь скотина нечистая, которую не приносят в жертву Господу, то должно представить скотину священнику, 12. и священник оценит ее, хороша ли она, или худа, и как оценит священник, так и должно быть; 13. если же кто хочет выкупить ее, то пусть прибавит пятую долю к оценке твоей.

Лев 27 // .

20. Сӑваплӑ вырӑна, пуху чатӑрне тата парне вырӑнне тасатас йӗркене туса ҫитерсессӗн [тата священниксене тасатсассӑн], вӑл чӗрӗ качака таки илсе пырӗ, 21. Аарон хӑйӗн икӗ аллине чӗрӗ качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ун тӗлӗнче Израиль ывӑлӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне, вӗсен мӗнпур усал ӗҫне, вӗсен мӗнпур ҫылӑхне каласа асӑнӗ, ҫавсене качака таки пуҫӗ ҫине хурӗ те ӑна ятарласа чӗнтернӗ ҫынпа пушхире кӑларса ярӗ: 22. качака таки вара вӗсен мӗнпур йӗркесӗрлӗхне хӑй ҫинче ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ; ҫав ҫынни качака такине пушхире ярса хӑварӗ.

20. И совершив очищение святилища, скинии собрания и жертвенника [и очистив священников], приведет он живого козла, 21. и возложит Аарон обе руки свои на голову живого козла, и исповедает над ним все беззакония сынов Израилевых и все преступления их и все грехи их, и возложит их на голову козла, и отошлет с нарочным человеком в пустыню: 22. и понесет козел на себе все беззакония их в землю непроходимую, и пустит он козла в пустыню.

Лев 16 // .

11. Аарон хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пӑру илсе пырӗ, хӑйне те, хӑйӗн килне те тасатӗ, пӑрӑвне хӑйшӗн ҫылӑх парни кӳме пусса пӑрахӗ; 12. Ҫӳлхуҫа умӗнчи парне вырӑнӗ ҫинчен ҫунса тӑракан кӑвара тӗтӗркӗч туллиех илӗ ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмеллине, вакӑ тӗпретнӗскере, ывӑҫ тулли илӗ те чаршав хыҫне илсе кӗрӗ; 13. хӑйӗн вилмелле ан пултӑр тесе, тӗтӗрмеллине Ҫӳлхуҫа умне вут-ҫулӑм ҫине хурӗ, тӗтӗрнӗ тӗтӗм саккун арчи ҫинчи хупӑлчана пӗлӗт пек хупӑрласа илӗ; 14. унтан Аарон пӑру юнне илӗ те хупӑлча ҫине мал енчен тата хупӑлча умне пӳрнипе сирпӗтӗ, ҫичӗ хутчен пӳрнипе юн сирпӗтӗ.

11. И приведет Аарон тельца в жертву за грех за себя, и очистит себя и дом свой, и заколет тельца в жертву за грех за себя; 12. и возьмет горящих угольев полную кадильницу с жертвенника, который пред лицем Господним, и благовонного мелко истолченного курения полные горсти, и внесет за завесу; 13. и положит курение на огонь пред лицем Господним, и облако курения покроет крышку, которая над ковчегом откровения, дабы ему не умереть; 14. и возьмет крови тельца и покропит перстом своим на крышку спереди и пред крышкою, семь раз покропит кровью с перста своего.

Лев 16 // .

19. Ҫылӑх парни кӳрсе, священник тасалакан ҫынна унӑн тасамарлӑхӗнчен тасатӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне пусӗ; 20. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнене тата тырӑ-пулӑ парнине священник парне вырӑнӗ ҫине ҫӗклесе хурӗ; священник ӑна ҫапла тасатӗ те — вӑл таса пулӗ.

19. И совершит священник жертву за грех, и очистит очищаемого от нечистоты его; после того заколет жертву всесожжения; 20. и возложит священник всесожжение и приношение хлебное на жертвенник; и очистит его священник, и он будет чист.

Лев 14 // .

53. Эхер те священник чир тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е кирек мӗнле сӑран япала тӑрӑх сарӑлса кайманнине курсассӑн, 54. вӑл чир ернӗ япалана ҫуса тасатма хушӗ те ӑна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса хурӗ; 55. чир ернӗ япалана ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн священник чир суранӗ улшӑнманнине тата чирӗ сарӑлса кайманнине курать пулсассӑн, ку япала таса мар, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр; ку вӑл — пиччӗн енче е тӳнтер енче чир ҫисе тунӑ путӑк.

53. Если же священник увидит, что язва не распространилась по одежде, или по основе, или по утоку, или по какой бы то ни было кожаной вещи, 54. то священник прикажет омыть то, на чем язва, и вторично заключит на семь дней; 55. если по омытии зараженной вещи священник увидит, что язва не изменила вида своего и не распространилась язва, то она нечиста, сожги ее на огне; это выеденная ямина на лицевой стороне или на изнанке.

Лев 13 // .

47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.

47. Если язва проказы будет на одежде, на одежде шерстяной, или на одежде льняной, 48. или на основе, или на утоке из льна или шерсти, или на коже, или на каком-нибудь изделии кожаном, 49. и пятно будет зеленоватое или красноватое на одежде, или на коже, или на основе, или на утоке, или на какой-нибудь кожаной вещи, - то это язва проказы: должно показать ее священнику; 50. священник осмотрит язву и заключит зараженное язвою на семь дней; 51. в седьмой день осмотрит священник зараженное, и если язва распространилась по одежде, или по основе, или по утоку, или по коже, или по какому-либо изделию, сделанному из кожи, то это проказа едкая, язва нечистая; 52. он должен сжечь одежду, или основу, или уток шерстяной или льняной, или какую бы то ни было кожаную вещь, на которой будет язва, ибо это проказа едкая: должно сжечь на огне.

Лев 13 // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех