Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурса (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, малашне ЖЗЛ /«Жизнь замечательных людей»/ шухӑша тӗпе хурса, «Чи лайӑх чӑваш журналисчӗсем» ярӑм йӗркелеме те май килӗ?

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

2014 ҫулта тухнӑ «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» ятлӑ 600 страницӑна яхӑн наукӑпа тӗпчев ӗҫне вара Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен канашӗ халӗччен пулман тулли тӗпчев тата пӗтӗмлетӳ вырӑнне хурса йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Кавӑна нӳхрепе е тӗпсакайне хурса упрамалла.

Тыкву надо хранить в погребе или в подполье.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Ҫӑмартана сӗтел ҫине хурса алӑ лаппипе ҫемҫен пусса кустармаллпа.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Лайӑх хупӑнакан савӑта сивӗ шыв, унта пӗҫернӗ ҫӑмартасене хурса енчен-енне 5 ҫеккунт силлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмарта хуппи хaйпaнмасть-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Кун пек чухне ӑна Раҫҫейри уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине тӗпе хурса шыраса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Халӗ каласа кӑтартма тӗв тытнӑ пӑтӑрмаха тӗпе хурса хӑть кино ӳкер — сюжечӗ сериалтинчен пӗртте кая мар.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Тӗслӗхрен, апата ӗлӗк карҫинккапа йӑтнӑ, халӗ тракторпа валашкасене хурса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫак шӗвекпе каҫхине ҫывӑрма выртас умӗн кӑмпаллӑ ӳт ҫине примочка хурса ҫирӗплетмелле, ҫаплах ҫывӑрмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ тапхӑрта вӗрӗлеҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Вӗсене тӗпе хурса ӗҫлев центрӗ строительство компанине бюджет укҫине, 2 млн тенке яхӑн, куҫарса панӑ, ҫав укҫана кайран уголовлӑ ӗҫ фигуранчӗсем вӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫакна тӗпе хурса пирӗн ентеш, истори наукисен докторӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ Лев Архипович Ефимов 2016 ҫул пуҫламӑшӗнче «Генеалоги никӗсӗ» («Основы генеалогии») вӗренӳ пособине пичетлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ пособийӗ пичетленнӗ // Э.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне статистиксем Раҫҫей халӑхӗн 2010 ҫулхи ҫыравӗн кӑтартӑвӗсене тӗпе хурса Чӑваш Енӗн ялта пурӑнакан вӑтам арҫыннӑн сӑнне уҫӑмлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Сӑмахран, апрель уйӑхӗнче республикӑри наукӑпа практика конференцине хутшӑнасшӑн, этностиле тӗпе хурса кӗпесен коллекцине хатӗрлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Акӑ, нумаях пулмасть 7-мӗш класра пӗлӳ пухакан хӗрсем районти наукӑпа практика конференцийӗ валли чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, эрешӗсене тӗпе хурса ҫӗленӗ кӗпепе 2-мӗш вырӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Апат хурса пама сырӑш туса ҫакмалла.

Смастерить для этого кормушки.

Сивӗ шиклентермесен те выҫлӑх шеллемӗ // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/10851.html

«Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсемпе мухтанма пултарайманнине пӑхмасӑр эпир конкурентлӑ тавар кӑларма пултаратпӑр. Ҫакна Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ - «Единая Россия» парти ертӳҫи Дмитрий Медведев тата РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов пысӑка хурса хакларӗҫ», - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

М.Игнатьев ачасене профессин вӑтам пӗлӗвне тата хушма пӗлӳ парассипе Чӑваш Ен пухнӑ паха опыта федераци центрӗ, уйрӑммӑн илсен нумаях пулмасть республикӑра пулнӑ Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӳлте асӑннӑ колледжа тата унта пурнӑҫа кӗртекен вӗренӳ программисене пысӑка хурса хакланине аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тӗпе хурса соцыйтӑм пӗтӗмлетӗвне ӑнлантарса пама ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Куҫ курманнисен обществи сӗннипе 35-100 ҫынлӑ предприятисенче, вӗсем пӗчӗк коллективсенче ытларах вӑй хума пултарнине тӗпе хурса, ку кӑтартӑва 1,5-пе чикӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Февралӗн 17-мӗшӗнче юбилей кунне тӗпе хурса районти ача-пӑча библиотекинче поэзи сехечӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех