Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халь сăмах пирĕн базăра пур.
халь (тĕпĕ: халь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь тесен халь Экеҫе таврӑнӗччӗ вӑл, Совет влаҫне ахаль хресчен ӗҫӗпе те пулин пулӑшӗччӗ, общество каяшӗсемпе кӗрешсе вӑя пӗтериччен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳрех калам: ним айӑп та ҫук санӑн, тӗрӗссипе, сана кунта илсе килсе, саккун умӗнче хамӑр айӑпа кӗтӗмӗр, ҫавӑнпа эсӗ халь тесен халь тухса кайма пултаратӑн…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юр таврашӗ асра та ҫук, тӗллӗн-тӗллӗн курӑк ешерет, йывӑҫсен кӑчкисем карӑнса ҫитнӗ, халь тесен халь ҫулҫисене сарса яма хатӗр.

Снега уже нет и в помине, кое-где зеленеет трава; почки на деревьях набухли и готовы вот-вот распуститься.

Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

«Епле сивӗ пулмалла халь урамра!» — тесе шухӑшланӑ Феня; ҫавӑнтах вӑл таҫта «лере» халь чечексем ҫурӑлнине аса илнӗ…

«Как, должно быть, морозно теперь на дворе!» — подумалось Фене и сейчас же вспомнилось, что где-то «там» теперь цветы цветут…

VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Халь, шӑп ярминкке хӗрсе ҫитнӗ чух, кунсерен алла тупӑш кӗнӗ чух — тараймастех ӗнтӗ вӑл халь.

Ведь не бежать же ему сейчас, в самый разгар ярмарки, когда что ни день — то польза.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Нимӗҫсем халь тесен халь пирӗн ҫине карательсем ярасси паллӑччӗ ӗнтӗ.

Было ясно, что немцы вот-вот бросят на нас карателей.

Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Халь тесен халь тухса каятӑп, — хутшӑнчӗ Митяй.

Хоть сейчас пойду, — присоединился Митяй.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ӗлӗк вӑл нихҫан та иккӗленместчӗ, хӑй шутласа хунинчен нимӗн чухлӗ те парӑнмастчӗ, юман пек ҫирӗпчӗ, халь ун пек мар: вӑл хӑйӗн шухӑшӗ ҫинче ҫирӗп тӑмасть, халь вӑл вӑйсӑр.

Он не был тот прежний, непреклонный, неколебимый, крепкий как дуб; он был малодушен; он был теперь слаб.

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

«Хисеплӗ пансем, эсир ӑна манран та лайӑх пӗлетӗр пулӗ те-ха, анчах халь ҫакӑн ҫинчен сӑмах ҫӳрет: нумай запорожецсем шинкарьсене тата хӑйсен ҫыннисене питех те нумай парӑма кӗчӗҫ, вӗсене ӗнтӗ халь никам та ӗненмест те.

— Вот в рассуждении того теперь идет речь, панове добродийство, — да вы, может быть, и сами лучше это знаете, — что многие запорожцы позадолжались в шинки жидам и своим братьям столько, что ни один черт теперь и веры неймет.

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Халь ҫавӑнпа хӑтланмалла тейӗн: ачи ҫамрӑк, таҫтан аякран тавӑрӑннӑ, ывӑннӑ (ку ачи ҫирӗмрен те иртнӗскер-ха, пӗвӗпе пӗр чалӑш ҫӳллӗш), унӑн халь хӑналанас пулать, мӗн те пулин ҫиес пулать, вӑл ӑна ирӗксӗр ҫапӑҫтарма пӑхать».

Да будто и до того теперь: дитя молодое, проехало столько пути, утомилось (это дитя было двадцати с лишком лет и ровно в сажень ростом), ему бы теперь нужно опочить и поесть чего-нибудь, а он заставляет его биться!

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Халь ӗнтӗ эпӗ санӑн арӑму, аттепе анне халь мана чарма пултараймаҫҫӗ.

Теперь я твоя жена, и мои родители не вправе меня удерживать.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Халь тесен халь пурнӑҫлама хатӗр, — килӗшрӗ патша ывӑлӗ, — ҫав ӗҫсем мӗнле пулсан та, кирек епле йывӑр пулсан та, эпӗ хам ӗмӗтӗме пӑрахмастӑп!

— Готов хоть сейчас их выполнить, — ответил царевич, — и какие бы ни были это задачи и как бы трудны они ни были, я от своей цели не откажусь!

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Халь тесен халь ертсе кайма та хатӗр эп унта сире! — тет.

— Хоть сейчас готов вести вас туда! —

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Пурте, халь тесен халь сиксе тӑрса малалла чупса кайма хатӗрленсе, шӑпланса выртрӗҫ.

И все замерли, готовые в любое мгновение вскочить, броситься вперёд.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Мана вӑл ҫӗршӗн халь тесен халь 300 рински параҫҫӗ.

Мне за этот надел дают триста гульденов.

III // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Таня халь кӑна хӗвелпе ҫутӑлса выртакан Мускав шывне, унта ишсе пыракан шурӑ парохода, ун ҫинче вӗлкӗшекен ялава курнӑччӗ, вӗсем халь те Таньӑн куҫӗ умӗнчех.

А Таня словно ещё видела освещенную солнцем Москву-реку, белый пароход, флаг с голубыми буквами…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Халь ӗнтӗ вӗсене ҫӑлӑнас шанчӑк, ҫӗнтерес шухӑш хавхалантармарӗ, халь вӗсене пурнӑҫа хаклӑраха сутасшӑн ҫунни, тавӑрасшӑн ҫунни, тарӑхса ҫитнӗ ҫынсен хаярлӑхӗ хавхалантарса пычӗ.

Теперь их не вдохновляла надежда на спасение и желание победить, их вдохновляло желание продать жизнь дороже, жажда мести, ярость разгневанных людей.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫӑлкуҫне ҫеҫ мар, халь тесен халь киле пӗр-пӗччен кайма пултаратӑп, тавӑрать ӑна Сашка.

Сашка клялся, что может уйти сейчас один домой, а не то что к ключику.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Халь ӗнтӗ тепӗр пуҫӗнчен эсӗ тыт, халь эсӗ мӗн таран вӑйлине курӑпӑр, — терӗ вӑл.

Он сказал: — Ну, а теперь посмотрим, насколько ты силен: бери эту колонну за другой конец.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— «Кӳлӗ пекехччӗ вӑл, ҫынсем унта шыва кӗме ҫӳретчӗҫ. Анчах халь ҫӳреме пӑрахрӗҫ — шывӗ таса мар тесе. Сӑлтавӗ паллӑ мар. Ҫавна май халь халӑх 13 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Кӳлхӗррине ҫӳрет. Таксипе. 200 тенкӗ тӳлеҫҫӗ те. Паллах, нумайӑшӗн хӑйӗн машинисем пур».

Куҫарса пулӑш

Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех