Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халь сăмах пирĕн базăра пур.
халь (тĕпĕ: халь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сан шутпа вӑрҫӑччен промысла эртелӗ кирлӗ япала пулнӑ, халь кирлӗ мар, халь ӑна пӗтермелле ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь тесен халь кайма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Посадра халь тесен халь хӗҫ-пӑшаллӑ тытӑҫусем пуҫланассине кӗтме пулать.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь эпӗ пысӑкланнӑ ӗнтӗ, халь мана нимле парне те кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак куратӑр-и, халь тесен халь пама пултаратӑп! —

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Варлӑ-варлӑ Эрнепи, Халь те качча кайман-и, Халь те ача туман-и?

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫынсем хӗр ачана халь ӳкет, халь ӳкет тесе сехӗрленсе пӑхса тӑчӗҫ, лешӗ ӳкме шутламаннине курса тӗлӗнсе калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӑхӑчӗ урӑхла халь, Микула пичче: халиччен ҫуран ҫӳренипе те ҫырлахнӑ пулсан, халь ҫӗнӗ истори урапи пурне те васкатать.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл ҫав хатер тертленет, халь тесен халь вилӗме парӑнма хатӗр, анчах вилӗм ӑна сехӗрлентерет.

Она так страдала, что хотела бы призывать смерть, но смерть пугала ее.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кимӗ нӑкӑ-питӗ ҫӑмӑл хупӑран, ӑна типӗ шӑнӑрпа ҫӗленӗ; тӗрӗслесен Гент татӑклӑнах ҫирӗплетрӗ: халь тесен халь ишме юрӑхлӑ.

Пирога была сделана из плотной легкой коры, сшитой сухими жилами; осмотрев ее, Гент убедился, что на ней можно плыть хоть сейчас.

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫын тин ҫеҫ хывса пӑрахнӑ юбкине пӗр аллипе тытса тӑрать пулин те — револьверлӑ ҫак ҫын ҫине сикме Лемарен, паллах, ухмах мар-ха; револьвер манӑн — тепӗр аллӑмра, тапӑнӑва сирмешкӗн эпӗ ӑна халь тесен халь ӗҫе яма хатӗр.

Лемарен не был так глуп, чтобы лезть на человека с револьвером, хотя бы этот человек держал в одной руке только что скинутую юбку: револьвер был у меня в другой руке, и я собирался пустить его в дело, чтобы отразить нападение.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапах та вӗсем Ренра кӑштах шанчӑк хӑварчӗҫ: курӑм аппарачӗ тӗрӗс-тӗкелех, ӗҫне вӑхӑтлӑха ҫеҫ чарса хунӑ — мӗн пур пайӗ халь тесен халь хута кайма хатӗр механизм пек; ҫавӑнпа та Рен сывалма пултарать имӗш.

Все же они оставили ему некоторую надежду на то, что он может выздороветь, что зрительный аппарат цел и лишь остановился в действии, как механизм, обладающий для работы всеми необходимыми частями.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

Халь тесен халь Экеҫе таврӑнӗччӗ вӑл, Совет влаҫне ахаль хресчен ӗҫӗпе те пулин пулӑшӗччӗ, общество каяшӗсемпе кӗрешсе вӑя пӗтериччен.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӳрех калам: ним айӑп та ҫук санӑн, тӗрӗссипе, сана кунта илсе килсе, саккун умӗнче хамӑр айӑпа кӗтӗмӗр, ҫавӑнпа эсӗ халь тесен халь тухса кайма пултаратӑн…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юр таврашӗ асра та ҫук, тӗллӗн-тӗллӗн курӑк ешерет, йывӑҫсен кӑчкисем карӑнса ҫитнӗ, халь тесен халь ҫулҫисене сарса яма хатӗр.

Снега уже нет и в помине, кое-где зеленеет трава; почки на деревьях набухли и готовы вот-вот распуститься.

Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

«Епле сивӗ пулмалла халь урамра!» — тесе шухӑшланӑ Феня; ҫавӑнтах вӑл таҫта «лере» халь чечексем ҫурӑлнине аса илнӗ…

«Как, должно быть, морозно теперь на дворе!» — подумалось Фене и сейчас же вспомнилось, что где-то «там» теперь цветы цветут…

VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Халь, шӑп ярминкке хӗрсе ҫитнӗ чух, кунсерен алла тупӑш кӗнӗ чух — тараймастех ӗнтӗ вӑл халь.

Ведь не бежать же ему сейчас, в самый разгар ярмарки, когда что ни день — то польза.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Нимӗҫсем халь тесен халь пирӗн ҫине карательсем ярасси паллӑччӗ ӗнтӗ.

Было ясно, что немцы вот-вот бросят на нас карателей.

Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Халь тесен халь тухса каятӑп, — хутшӑнчӗ Митяй.

Хоть сейчас пойду, — присоединился Митяй.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ӗлӗк вӑл нихҫан та иккӗленместчӗ, хӑй шутласа хунинчен нимӗн чухлӗ те парӑнмастчӗ, юман пек ҫирӗпчӗ, халь ун пек мар: вӑл хӑйӗн шухӑшӗ ҫинче ҫирӗп тӑмасть, халь вӑл вӑйсӑр.

Он не был тот прежний, непреклонный, неколебимый, крепкий как дуб; он был малодушен; он был теперь слаб.

XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех