Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халь сăмах пирĕн базăра пур.
халь (тĕпĕ: халь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь тӑшманӑн шӑпи тулчӗ, Халь кӗтет ӑна масар, Халӗ пирӗн аслӑ, ҫутӑ Ҫӗнтерӳ те инҫе мар.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Эсӗ вилнӗ Элексантӑр патшана та, хальхи сывӑ Микулай патшана та курнӑ, вӗсен аллинчен мидалсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ, халь пире Хусан сӗнекен «ҫӗнӗ йӗркесем» пирки эсӗ мӗн шутлатӑн? — тенӗ Тӑрна Хӗлипӗ.

— Ты, Васюк, видел и почившего царя Александра, и живого Николая, даже из рук его медали получал, так вот скажи нам, что ты думаешь о «новых порядках», кои из Казани нам навязывают?

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унти пӳртсене халь тесен халь хут ҫине ӳкерсе кӑтартма пултарать вӑл.

Он хоть сейчас может на бумаге нарисовать избы.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйсен пӳртне Янтул халь тесен халь юр ҫине ӳкерсе кӑтартма пултарать.

Вот родительский дом, он готов его хоть сейчас нарисовать на снегу.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл халь тесен халь чӗрре кӗрсе ятлаҫу пуҫлама та, халӑх илтмеллех кӑшкӑрашма та хатӗр.

Кажется, он готов вступить сейчас в любую схватку, во всеуслышание заявить об этом.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килсе кӗнӗ-кӗменех Яка Илле кӑшкӑрашма тытӑнаканччӗ, халь хуллен калаҫать, кахалланса выртнӑшӑн хӑтӑрса илекенччӗ — халь нимӗн те шарламарӗ.

Бывало, не успеет зайти, уж с порога начнет кричать без умолку, а тут вон как говорит — тихонько, ладно, не тычет в глаза, что, мол, без дела валяешься средь бела дня.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑнах та пур-ҫке-ха сӑлтав: Пӗри пӗрне тӑшман — халь вӑрҫӑ, Халь эс те, эпӗ те салтак.

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кавруҫ курать халь: тимӗр хӗрнӗ — Тин вӑхӑт ҫитнӗ туптама, Ишут Ухтеров ячӗ ҫӗрнӗ, Пуҫлас пулать халь таптама.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сӳсленнӗ чунӗ халь Ишутӑн, Ах, туйӑнать-мӗн: чул айнех Вырттарчӗҫ пек; халь лекрӗ кутӑн, Ҫапма пӗлмен пушши, хӑйнех.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хуҫа пит чӗмсӗр; халь ӑна Нимле ӗҫпе те тӑрантаймӑн, Ҫын парӑмра — ниҫта тараймӑн, Халь ун шӑпи Ишут кӑна.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫак тӗнчере халь вӑл кӑна, Унпа халь ҫут ҫанталӑк тулнӑ, Унпа ӑсра пӗччен вӑл юлнӑ…

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тавҫӑраймарӗ,хӑш енчен Сӑмах килсе халь ӗнентерӗ Ишут куҫҫулӗ чӑннине, Мӗнле сӑнар ӑшра ҫӗнтерӗ Халь туйӑм иккӗленнине.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь те пуҫра Париж шӑв-шавӗ, Халь те ун пуҫӗнче тӗтре.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ман кӑкӑрта халь тулашу, Халь пурнӑҫ вилӗмпе тӗл пулчӗ: Пырать хаяррӑн тавлашу.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пуриншӗн те халь кӑмӑл уҫӑ: Халь шухӑш-ӗмӗт ун ҫул пуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь ӗҫ кайрӗ, халь Карачӑмна тытса та чараймастӑн ӗнтӗ, — терӗ Михала пичче.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сан шутпа вӑрҫӑччен промысла эртелӗ кирлӗ япала пулнӑ, халь кирлӗ мар, халь ӑна пӗтермелле ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь тесен халь кайма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Посадра халь тесен халь хӗҫ-пӑшаллӑ тытӑҫусем пуҫланассине кӗтме пулать.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь эпӗ пысӑкланнӑ ӗнтӗ, халь мана нимле парне те кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех