Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ аэроплансем океансем, пушӑ хирсем, ҫӳллӗ сӑртсем урлӑ вӗҫсе каҫнӑ вӑхӑтра, аэроплансемпе инҫетри полярти ҫӗршывсене ҫитсе сӑнаса ӗҫленӗ вӑхӑтра, аэроплансемех тӗрлӗ хуласене, тӗрлӗ патшалӑхсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса тӑнӑ вӑхӑтра, этем аэроплан ҫине ларса кайӑкран вирлӗ вӗҫме, темӗн ҫӳллӗш вӗҫсе хӑпарма вӗреннӗ вӑхӑтра, халь этемшӗн авиаци темрен те кирлӗ япала пулса тӑнӑ вӑхӑтра, — Дейтонри лабораторинче ырӑ кӑмӑллӑ, чакӑр куҫлӑ ватӑ ҫын халь те ӗҫлеме пӑрахмасть.
37. Орвилль Райт наука ҫынни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Халь вӗсен умӗнче ҫул сарлака пулнӑ: вӗсен ӗҫӗпе халь пӗтӗм тӗнче интересленнӗ, пӗтӗм тӗнче шаннӑ.Теперь уже не было недостатка ни в интересе, ни в вере в их дело.
35. Чап // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Ун умӗнчи сак ҫинче халлӗхе никам та ҫук-ха, вӑл, халь тесен халь, тӑваттӑмӗш пассажира йышӑнма пултарать.Скамеечка против него пока что была пустая и в любой момент могла принять четвертого пассажира.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Эсир пӗлекен, Котко Семен Федорович юлташ, аван, сывлӑхлӑ, авланман ҫын, халь тесен халь такама та ҫавӑрма пултарать… — тесе хыпаланса хушса хучӗ матрос.
XV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
«Анчах халь тин кая юлтӑм пулӗ ӗнтӗ, халь ӗнтӗ ӗҫ татӑлнӑ», — шухӑшласа илчӗ вӑл.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир халь Севастополе паллайрас та ҫук; халь ӗнтӗ пӗр хӗрарӑм чунӗ те ҫук ни трактир, ни музыка; ӗнер юлашки заведени куҫса кайрӗ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Халь ҫине курни-илтнисем пӗрре те вӑл хӑй иртнӗ кунсенче, нумаях пулмасть курни-илтнисемпе ҫыхӑнса пымаҫҫӗ-мӗн: пысӑк та ҫутӑ паркетлӑ зал, экзамен залӗ, савӑнӑҫлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ сасӑсем, юлташӗсен кулли, ҫӗнӗ мундир, юратнӑ патша, ӑна ӗнтӗ вӑл ҫичӗ ҫул хушшинче ялан курма хӑнӑхнӑ, ку патша куҫҫуле юхтарса сывпуллашнӑ чух вӗсене, эсир ман ачамсем тенӗ, — ҫапла ҫав, халь ҫине курнисем унӑн халичченхи илемлӗ те савӑнӑҫлӑ, ҫав тери ырӑ ӗмӗчӗсем патне питӗ сахал ҫывхараҫҫӗ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Халь тин ӗнтӗ, шухӑшласа илсен тин, урапа ҫине ларатӑп та тек анасси пулас ҫук вара, тӳрех Севастополе пырса кӗретӗп, халь ӗнтӗ мана ниепле ӑнсӑртран килсе тухнӑ сӑлтав та чарса тӑраймӗ тесе шухӑшласа илсен ҫеҫ, хӑй шыранӑ хӑрушлӑха вӑл, куҫ умӗнче пекех, уҫҫӑн курчӗ, ҫывӑхрах пек туйӑнчӗ вӑл ӑна, вара, нимӗнле мар пулса кайса, хӑй шухӑшӗнчен хӑй хӑраса ӳкрӗ.
7 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Виҫӗ уйӑх хушши ҫӳренӗ вӑл станцисем тӑрӑх, пӗр станцирен теприне ҫитнӗ, кашни станцире пекех ун Севастопольрен таврӑнакан офицерсене кӗтсе илме тӳр килнӗ, офицерӗсем ӑна хӑрушла ӗҫсем ҫинчен кала-кала панӑ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн халь кӑна асӑннӑ сисӗм-туйӑмӗ вӑй илсех пынӑ, юлашкинчен вара ку сисӗм-туйӑм ӑна, мӗскӗн офицере, П-ра пурӑннӑ чух хӑйне хӑй темӗн те пӗр тума пултаракан герой вырӑнне хураканскере, пӗтерсех хунӑ, Дуванкоя ҫитнӗ тӗле вӑл мӗскӗн хӑравҫӑ пулса тӑнӑ, пӗр уйӑх маларах корпусран действующи ҫара каякан ҫамрӑксемпе пӗрлешсе кайнӑскер, вӑл, халь ӗнтӗ эпӗ юлашки кунсене пурӑнса ирттеретӗп тесе шухӑшлаканскер, мӗн май килнӗ таран хулленрех кайма тӑрӑшнӑ, кашни станцирех кроватьне сӳте-сӳте пуҫтарнӑ, ҫула каймалли пӗчӗкҫеҫ чемоданне уҫа-уҫа чӑрманнӑ, преферансла вылянӑ, жалоба кӗнеки ҫине вӑхӑта ирттермелли япала ҫине пӑхнӑ пек ҫеҫ пӑхнӑ, хӑйне лашасем паман чух савӑннӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Эпир ӗнтӗ виҫҫӗмӗш эрне рота ути патӗнче ӗҫлерӗмӗр, халь авӑ, куран, пурне те чӗнтерчӗҫ; хальхи вӑхӑтра хамӑр полк хӑш вырӑнта тӑнине пӗлместпӗр-ха, паллӑ мар вӑт.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Петрушов прапорщикпе Антонов поручикрен т. ыт. те чӗререн ыйтса пӑхӑр-ха вӑт, вӗсенчен кашниех, хӑйне кура, пӗчӗк Наполеон, кашниех пӗчӗк тискер, пӗрер ҫӑлтӑр та пулин ытларах илес тесе, е хӑй шалувӗн виҫҫӗмӗш пайне те пулин хушса пачӗрччӗ тесе, вӗсенчен кашниех халь тесен халь ҫапӑҫу пуҫарса яма, ҫӗршер ҫынна вӗлерме хатӗр.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл чӑнласах та кавалерирен куҫнӑскер пулнӑ, ҫак самантра вӑл, бульваралла хӑпарнӑ май, халь кӑна илнӗ ҫыру ҫинчен шухӑшласа пынӑ, ку ҫырӑва вӑл хӑйӗн юлташӗ пулнӑ ҫынран, халь отставкӑна тухнӑскерӗнчен, Т. кӗпернинчи помещикрен илнӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫав вӑхӑтсем ҫинчен каласа панисем сирӗншӗн халь тин ӗнтӗ историри чаплӑ преданисем пулма пӑрахрӗҫ, халь ӗнтӗ вӗсем сирӗншӗн чӑн-чӑн пурнӑҫри фактсем пулса тӑчӗҫ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл хӑйне хӑй ытла ирӗккӗн тыткалать, хӑлаҫланать, хыттӑн калаҫать, кулать, ҫакна кура эсир ӑна малтанах сӗмсӗр те пуҫтах ҫын вырӑнне хуратӑр, анчах кайран ку ҫынра халь тесен халь, хӑть мӗнле пулсан та, ҫапӑҫӑва тухас кӑмӑл тапса тӑнине тавҫӑрса илетӗр, хӑрушлӑха чӑтса ирттернӗ хӑш-пӗр ҫамрӑк ҫынсем час та часах ҫавӑн пек кӑмӑлла пулса каяҫҫӗ; ҫапах та эсир, ку ӗнтӗ 4-мӗш бастионра бомбӑсемпе пульӑсем канӑҫ паманни ҫинчен каласа пама тытӑнать, тесе шухӑшласа илетӗр: ҫук, ун ҫинчен мар-мӗн!
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сунарҫӑ халь чирлӗ ҫынна пӑхассипе ҫеҫ чӑрманать; чирлӗскерне халь те регуляторсем сыхлаҫҫӗ.Охотник всецело занят теперь охраной больного, которого все еще стерегут регуляторы.
LXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Халь тесен халь аслатиллӗ ҫумӑр килсе тӑкма пултарать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Халь пӗтӗм хула фронт пулса тӑчӗ, — ун ҫинчен халь хаҫатсем те ҫыраҫҫӗ.
9. Ҫемье // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
— Райком приказӗ пултӑр ҫеҫ… — пӗр-пӗрин ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса илчӗҫ пионерсем, — эпир халь тесен халь тухса кайма хатӗр.— Мы хоть сейчас, — оживленно загалдели пионеры, — был бы только приказ райкома.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Колхозниксем пӗтӗм чунтан хавхаланса кайрӗҫ, халь тесен халь ҫапӑҫма кайма хатӗр пулчӗҫ.
21 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑл питӗ лайӑх пӗлет: халь ачасене лӑплантармалла, вӗсене мӗн те пулин каламалла, анчах вӑл хӑй ӑшӗнче халь мӗн тумалли ҫинчен шухӑшларӗ: учитель килессе кӗтмелле-и е ӑна хирӗҫ тухмалла-и?
16 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.