Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хавхалантарать (тĕпĕ: хавхалантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынна пулӑшма пултарни хавхалантарать, камшӑн та пулсан усӑллине туйни вӑй парать.

Возможность помочь людям вдохновляет, чувство быть полезным для кого-то придает силы.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

7. Тимӗрҫӗ шӑратакана хавхалантарать, хӗҫтимӗре ҫапкӑҫпа тӳрлетекен сунтал ҫинче туптакана хавхалатать, туптаса ҫыпӑҫтарни пирки: «лайӑх» тет; вара, тӑн-тӑн пултӑр тесе, пӑта ҫапса ҫирӗплетет.

7. Кузнец ободряет плавильщика, разглаживающий листы молотом - кующего на наковальне, говоря о спайке: «хороша»; и укрепляет гвоздями, чтобы было твердо.

Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем ҫывӑхланчӗҫ, тату турӗҫ; 6. кирек кам та хӑйӗн юлташне пулӑшать, хӑйӗн тӑванне: «ҫирӗп тӑр!» тесе хавхалантарать.

Они сблизились и сошлись; 6. каждый помогает своему товарищу и говорит своему брату: «крепись!»

Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакӑ пире тата ытларах вӑй хурса ӗҫлеме хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫакӑ пире пушшех хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Александровка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Любовь Полякова та ял ҫыннисене яланах хавхалантарать, пулӑшать, ыйтусене татса парать.

Куҫарса пулӑш

Пуҫаруллӑ та маттур // Т.ГРИГОРЬЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Арҫын ачасем ӑмӑртура мала тухнӑшӑн чӑннипе те савӑннӑ, вӗсене эстафетӑри ҫӗнтерӳ малалла та ӑмӑртусене хутшӑнма хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Вӗренекенсем конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнни ҫамрӑк вӗрентекене ӗҫлеме хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ывӑлӑмра та ҫак сукмаках такӑрлатас туйӑм вӑранни (тен, ача чухнехи шухӑшӗ ҫеҫ) хавхалантарать — лӑпкӑн та тирпейлӗн пӗлтерчӗ шухӑшне кил хуҫи Илюшкӑна хыттӑн-хыттӑн хӑй ҫумне ҫупӑрланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

- Ӑсталанӑ кӗлеткесене ҫынсем хаклани, вӗсем патӗнче асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерни ӗҫлеме хавхалантарать, - тет ӑстаҫӑ.

- То, что люди оценивают сделанные фигурки, на память фотографируются перед ними, вдохновляет работать, - говорит мастер.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Чӑваш Енре пурӑнакансем влаҫ органӗсене ҫирӗп шанни пире хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех